Реклама
Хыпарсем
Районти хуçалăхсен выльӑх-чӗрлӗх отраслӗн ҫичӗ уйӑхри ӗç-хӗлне тишкерни
Ҫу – нумай сӗт туса илмелли тапхăр. Çуллахи курӑксен тулӑхлӑхӗпе усӑ курса, сӗт туса илессине ӳстересси паянхи кун ял хуҫалӑхӗнче тӗп тӗллевсенчен пӗри пулса юлать.
Ҫулталӑк пуҫ-ламӑшӗнчен паянхи кун тӗлне район тӑрӑх сӗт суса илесси 12482 тоннăна (2021 ҫул тӗлне 86 процент) тӳрӗ килнӗ. Сӗт туса илессине ӳстерес енӗпе «Цильна» общество, яланхиллех, малти вырăнта, кӑҫалхи августӑн 1-мӗшӗ тӗлне кунта 5433 тонна сӗт суса илнӗ (сӗт виҫи, пӗлтӗрхипе танлаштарсан – 103 процент).
«Эталон-Агро» обществӑра вара сӗт туса илессин калӑпӑшӗ чакса пырать. Ҫичӗ уйӑх хушшинче кунта 368 тонна сӗт суса илнӗ, ку пӗлтӗрхи кӑтартăвăн 75 процентне тӳрӗ килет.
Районта августӑн 1-мӗшӗ тӗлне мăйракаллă шултра выльăхсен шучӗ – 9107. «Цильна» обществӑра 3141 мӑйракаллӑ шултра выльӑх пур (иртнӗ çулхипе танлаштарсан + 207 пуҫ, ӳсӗм 107 процент). «Эталон – Агро» хуҫалӑхра выльăхсен шучӗ кăштах ӳснӗ – 419 пуҫ, иртнӗ çул 415 пуҫ пулнă. Фермер хуҫалӑхӗсенче, пачах урӑхла, выльӑхсен йышӗ чакни палăрать, вӗсенче пурӗ 1225 пуҫ мăйракаллă шултра выльăх шутланать, 2021 ҫулхипе танлаштарсан 45 пуҫ сахалтарах.
Ҫичӗ уйӑх хушшинче района 921 тонна аш туса илнӗ, ку иртнӗ çулăн 87 проценчӗ.
Продукци туса илессипе пӗр вăхăтра выльăх-чӗрлӗхсене витесене куçарас тивӗç те тăрать. «Çакна сентябрӗн 1-мӗшӗччен ӗçлемелле», – теççӗ агроуправленийӗн выльăх-чӗрлӗх специалисчӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев