Пӗтӗм ӗҫ уй-хире куҫрӗ
Районти механизаторсем те 8 пин гектар çинче (планăн 18%) ака ирттерсе, пӗрчӗллӗ культурăсем акрӗç. Кӗрхи культурӑсене тата нумай ҫул ӳсекен курӑксене апатлантарас, çӗртме пуссисенче нӳр тытас тата курӑксене сӳрелес ӗҫсене пӗтӗмпех вӗҫленӗ.
– Районти уй-хирсенче пысӑк тухӑҫлӑ 12 акмалли комплекс ӗҫлет. Вӗсенчен нумайӑшӗпе икӗ сменӑпа усӑ кураҫҫӗ. Акнă мӗнпур лаптăкăн 72 проценчӗ çак комплекссене тӳрӗ килет. Ӗҫӗн пахалӑхӗ пысӑк, – тет агроуправлени инженерӗ Ильдар Камалов. Минераллă удобрение кашни гектар çине вӑтамран 58,1 килограмм шутӗнчен кӗртеҫҫӗ. «Цильна» общество директорӗ Барис Гафуров каланӑ тӑрӑх, пӗрчӗллӗ культурăсен кашни гектарне 150 килограмм кăткăс тата 150 килограмм азотлă удобренипе апатлантараҫҫӗ. Сахӑр чӗкӗнтӗрӗн плантацийӗсене те кунта 300 килограмм шутӗнчен удобрени кӗртеççӗ. «Цильна» обществӑн тата «Низамов А.А.» хресчен-фермер хуçалăхӗн механизаторӗсем пӗтӗм лаптӑкӑн 44 процентӗнче ака ирттерчӗç. «АгроТрансПорт» обществăн, «Ҫӗпрел-Ак Барс» агрофирмăн Чăваш Паснапуç тата Аслă Аксу филиалӗсем, «Эталон-Агро» хуҫалӑхӗсен хирӗсенче те техникăпа тӗрӗс усӑ кураҫҫӗ. «Цильна» хуҫалӑхӗнче, сӑмахран, 1350 гектар çине акнă анасен лаптăкӗн 597 гектарне çак комплекспа акнă.
«АгроТрансПорт» обществинче «Клаас+Амазон» маркăллă комплекспа Владимир Митрофановпа Анатолий Матюшин 785 гектар ҫинче ака ирттерме ӗлкӗрнӗ. 597 гектар çинче пӗрчӗллӗ культурăсен вăрлăхне çӗр айне хывса «Цильна» хуҫалӑхӗн механизаторӗсем Рафик Шайдулловпа Айрат Яфизов иккӗмӗш вырӑнта пыраççӗ. «Ак Барс-Ҫӗпрел» агрофирмăран Камиль Камалов, Фанис Хайруллин, «Низамов А.А.» тата «Махмутов И.Ф.» хресчен-фермер хуçалăхӗсенчен Джамиль Хисамов тата Дамир Ахметов та лидерсен ретӗнче. Районта 275 гектар çинче сахӑр чӗкӗнтӗрӗ акнă. Çак ӗҫе пӗрремӗшӗсем пулса «Цильна» обществăн (210 гектар), «Низамов А.А.» хуҫалӑхӗн (40 гектар), «Ак Барс-Ҫӗпрел» агрофирмăн Ҫӗнӗ Кахăрлă филиалӗн (25 гектар) механизаторсем пуçăнчӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев