Пӑрҫапа урпана – Китая!
Ял хуҫалӑх производителӗсем агробизнес аталанӑвӗн малашлӑхне сӳтсе яврӗç
Районти ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ управленийӗн акт залӗнче тырпул сутассипе килӗштерсе ӗҫлессине йӗркелессипе тата тыр çи ӗҫӗсен тапхӑрӗнче хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтерессипе çыхăннă ыйтусемпе канашлу иртнӗ.
Унӑн ӗҫне район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ управленийӗн начальникӗ Талгат Халитов, агроуправленийӗн специалисчӗсем, тырӑ туянакансемпе экспортерсен представителӗсем, ял хуҫалӑх фор-мированийӗсен ертӳ-ҫисем тата хресчен-фермер пуçлăхӗсем хутшăнчӗç.
Канашлура «Терра» (Самара хули) обществăн суту-илӳ тăвас енӗпе ӗҫлекен специалисчӗ Роман Писарев, «ТД Август Агро» (Хусан хули) обществăн трейдерӗ Станислав Артемьев, «ПродЭкспо» обществăн трейдерӗ Андрей Иванов, «Альтернатива+» обществăн суту-илӳ енӗпе ушкӑнӗн ертӳҫи Антон Лобанов тухса калаҫрӗҫ.
Мероприятие хутшӑнакансем тырӑ рынокӗнчи хальхи лару-тӑрӑва тишкерчӗç, суту-илӳ, ҫав шутра экспорт, перспективăсем çинчен пӗр-пӗрин шухăшӗсемпе паллашрӗç. Сӑмахран, фермерсен кӑмӑлне урпапа пӑрҫа Китая экспортлама май пурри илӗртрӗ. Сӑмах, ҫавӑн пекех, ҫирӗп ӗҫлӗ ҫыхӑнусем йӗркелесси, документсем хатӗрлесси, шут-хисеп механизмӗсем тата логистика енӗпе туянакансен требованийӗсем пирки те пычӗ.
Тыр çи ӗҫӗсен тапхӑрӗнче хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвӗсем пирки агроуправленийӗн консультанчӗ Раниль Ахметшин доклад турӗ. Вӑл, ҫавӑн пекех, электронлӑ транспорт справочникӗсем ҫине куҫас ыйтусем çинче чарӑнса тăчӗ, пушар хӑрушсӑрлӑхӗн тӗп требованийӗсене аса илтерчӗ.
Канашлу вӑхӑтӗнче кашни направленипе конкретлӑ сӗнӳсем тата пӗрлехи мелсем туса хатӗрлерӗç, документ ҫаврӑнӑшӗ енӗпе цифрӑлатас ӗҫе вӑйлатма калаҫса татӑлчӗç.
Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров канашлу ӗҫне пӗтӗмлетнӗ май, ҫапла палӑртрӗ: «Çӗр ӗҫченӗсемшӗн уйрӑмах яваплӑ тапхӑр ҫитрӗ. Тырпула пухса кӗртесси кӑна мар, ӑна упрасси тата ăнăçлă сутасси те пур», – терӗ.
Ҫӗпрелӗн тулли – чи лайӑх-хисенчен!
Экспертиза кӑтартӑвӗсем Çӗпрелӗн тулли пысӑк характеристикăллă пулнине ҫирӗплетрӗҫ. Кун пирки Агропромышленность комплексӗн продукцийӗн хӑруш-сӑрлӑхӗпе пахалӑхне хаклакан Федераллӑ центрӑн Тутарстанри филиалӗн специалисчӗ Максим Салюков пӗлтерчӗ.
Ҫак кунсенче филиалăн специалисчӗсем ҫӗнӗ тухӑҫӑн пӗрремӗш партине тӗрӗслерӗç. Тӗслӗхе Ҫӗпрел районӗнчен илсе килнӗ 94 тонна калăпăшлă партирен илнӗ.
Лабораторире тырра мӗнпур тӗп кӑтартупа: белок виҫи, нӳрӗклӗх, хутӑшсем пулнипе пулманнине тата сӑтӑрҫӑсемпе сиенленменнине тӗрӗсленӗ. Экспертиза кӑтартӑвӗсем Çӗпрелӗн тулли пысӑк характеристикăллă пулнине ҫирӗплетнӗ, партие официаллӑ майпа виҫҫӗмӗш класс панӑ.
«Туллӑн тутлăхлăхне тата технологи хаклӑхне объективлӑ çутатакан кӑтартусемпе палӑртса иртме пулать. Тӗслӗхрен, абсолютлӑ типӗ веществори белокӑн (протеинӑн) массӑллӑ пайӗ 16,2 процента тӳрӗ килет, 3-мӗш класшăн норма – 12 процентран та кая мар», – тесе палӑртрӗ филиалăн директорӗ Татьяна Менликиева.
Центрăн специа-лисчӗсем кашни кун муниципаллă районсене тухса ҫӳреҫҫӗ, хранилищӗсенчен, складсемпе уй-хирсенчен тӳрремӗнех пробӑсем илеҫҫӗ, вӗсене оперативлă майпа тӗрӗслеме яраҫҫӗ. Тыр çи кампанийӗ вӗҫлениччен, экспертсем 4,5 пин тулӑ пробине илме тата лабораторире 86 пин ытла тишкерӳсем ирттерме шутлаççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев