Пахчари хӗренрен мӗнле хӑтӑлмалла?
ЫЙТУ – ХУРАВ
«Пахчари хӗренрен мӗнле хӑтӑлмалла? Пирӗн пахчара вӑйлӑ ӗрчесе кайрӗ, эпир ӑна ниепле те пӗтерейместпӗр. (Тымар системи хӑватлӑ).
Р.Галеева,
Кивӗ Ҫӗпрел ялӗ».
Вулаканӑн ҫак ыйтӑвне «Россельхозцентр» ФГБУ Тутарстан Республикинчи филиалӗн ертсе пыракан агрономӗ Салават Галимзянов хуравлать.
– Хӗрен чӑннипе те чи чӗрӗ ӳсентӑрансенчен пӗри шутланать, унӑн вдйлă тымар системи участокран ытти культурӑсене хӗссе кӑларма пултарать. Анчах та çак проблема çине системӑллӑ пӑхсан, ӑна татса пама пулать.
Механикӑлла кӑларни
Чи тухӑҫлӑ, анчах тӑрӑшуллӑ меслет – тымарсене чавса кăларни. Тымар системине сиенлессине чакарас мар тесе сенӗкпе усӑ курӑр (кӗреҫе тымарсене час-часах касать, ҫакӑ вӗсене малалла ӳсме ҫеҫ пулӑшать). Тӑпра нӳрӗ те кӑпӑшка чухне, кӗркунне е ҫуркунне, хӗрене чавса кăларăр. Вак тымарсене те чавса кӑларнине тӗрӗслӗр, мӗншӗн тесен вӗсем ҫӗнӗ хунавсем пама пултараҫҫӗ.
Изоляци
Енчен те хӗрен пысӑках мар лаптӑкра ӳсет пулсан, ӑна изоляци туса пӑхма пулать. 40-50 см тарӑнӑшра шифер, тимӗр листасенчен е тачка пластикран чикӗлевсем тăвăр. Ҫакӑ тымарсем пахчан ытти вырăнӗсене сарӑласран сыхлӗ.
Хими хатӗрӗсем
Механика меслечӗсем пулӑшман тӗслӗхсенче гербицидсемпе усӑ курма пулать. Тымар тытӑмне витӗм кӳрекен глифосата тӗпе хуракан препаратсене (тӗслӗхрен, Раундап тата унӑн аналогӗсем) суйлӑр. Ытти ӳсентӑран ҫине ан лектӗр тесен, вӗсене хӗрен ҫулҫисем çине пӑнчӑ пек сапăр. Сиплеве типӗ ҫилсӗр ҫанталӑкра, ӳсентӑран активлă ӳснӗ тапхӑрта ирттерсен лайӑхрах.
Сулхӑн вырăн туни
Хӗрен ҫутӑ юратать, ҫавӑнпа ӑна хӗвел ҫутисӗр хӑварма пулать. Хӗрен ӳсекен лаптӑка тачка материалпа (хура пленкӑпа, картонпа, рубероидпа) витӗр те сезон тӑршшӗпех хӑварӑр. Ҫутӑсӑр ӳсентӑран вӑйсӑрланать, пӗтет.
Тӗрӗслев тата профилактика
Хунавсене кӑларнӑ хыҫҫӑн та участокра ҫӗнӗ хунавсем пуррипе ҫуккине тӑтӑшах тӗрӗслӗр. Ҫамрӑк хунавсене вӑхӑтра чавса кăларни ӳсентӑрана аталанма май памӗ.
Ҫавӑн пекех пахчара горчица, ыраш, сӗлӗ е люцерна йышши сидератсем акнин витӗмне палӑртмасӑр иртме ҫук. Вӗсем хӑвӑрт ӳсеҫҫӗ, хӑватлӑ тымар тытӑмне аталантараҫҫӗ, ҫапла майпа хӗрене тутлӑхлӑ япаласемшӗн, шывшӑн тата ҫутӑшӑн конкуренци пулса тăраççӗ. Сидератсене ҫулмалла, чечеке лариччен сухаласа пăрахмалла. Ҫакӑ шӑтма чарӗ, хӗрен ӳсӗмне пусарма витӗме вӑйлатӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев