Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Музейра капиталлă юсав ӗçӗсем пыраççӗ

Юсав ӗçӗсем республикăри тӗллевлӗ программăпа килӗшӳллӗн пурнăçланаççӗ

Музей тӑван ен историне тӗпчеме, ӑна ӑруран ӑрӑва упрама пулӑшать.  Иртнине, апла пулсан пуласлăха та лайӑх пӗлекен, хисеплекен ҫын пулма воспитани парас ӗҫре те музейсем пысӑк вырӑн йышӑнаҫҫӗ.

Район центрӗнчи «краеведени» музейӗнче тирпей-илем тата юсав ӗçӗсем республикӑри тӗллевлӗ программӑпа килӗшӳллӗн пурнăçланаççӗ. Проектăн пӗтӗмӗшле хакӗ 46 миллион та 600 пин тенкӗпе танлашать.

Юсав ӗҫӗсене «ВегаСтрой» строительство организацийӗн каччисем кӑҫалхи январь уйӑхӗнчех пуҫланӑччӗ. Январь уйӑхӗнче строительсем музейри пур пӳлӗме те шал енчен юсама, ҫивиттине ҫӗнетме тытӑнчӗç. Ҫак вӑхӑт тӗлне музее вӑхӑтлӑха районти Культура çурчӗн спортзалне куҫарнӑччӗ.

Организацийӗн ӗçченӗсем здание юсас ӗҫсене харӑсах темиҫе ҫул-йӗрпе: электриксем, штукатурщиксем, малярсем, каменщиксем пурнăçласа, вӗçлесе те пыраççӗ ӗнтӗ.

Паянхи кун музей зданийӗн стенисене штукатурка тунӑ, хутса ӑшӑтмалли батарейӑсем вырнаҫтарнӑ,  тăррине витнӗ, маччисене ҫӗнетнӗ, фасадне илемлетнӗ, пластик чӳречесем вырнаҫтарнӑ. Хальхи вӑхӑтра электромонтаж ӗҫӗсем пыраҫҫӗ. Ҫавӑн пекех, музей алӑкӗ умне брусчатка хураççӗ. Ӗç «фрончӗ» вӗҫленсе пырать. Строительсем каланӑ тӑрӑх, ҫывӑх вӑхӑтра юсав ӗҫӗсем вӗҫленӗҫ.

Резида Фаизова,                                                                                                                                 
«Краеведени» музейӗн ертӳçи:  

– Музей тул енчен те шал енчен те илемленет,  канализаципе шыв пӑрӑхне, электричество сетьне пӗтӗмпех ҫӗнетнӗ, пӳлӗмсенче вентиляци системисене вырнаҫтарнӑ, урайӗсене плитка сарнӑ.  Çӗнелнӗ музей историе нумай-нумай çул сыхлӗ. Музейри экспонатсемпе паллашма килекенсене те курса çӳреме кăмăллă пулӗ.

 

Справка
Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнчи «Краеведени» музейне 1969 ҫулта, районти пионерсен ҫуртӗнче  тăван ене вӗренес историне халалланӑ пӳлӗм пек никӗсленӗ, унӑн директорӗ çав тапхӑрта Рафаэль Сирачетдинович Субаев пулать. Рафаэль Сирачетдинович Октябрь революцине, Граждан тата Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫисене хутшӑннисем ҫинчен материалсем пухма пуҫлать. Пухнӑ материалсене каярахпа «Яна юл» – «Çӗнӗ çул» («Туган як» – «Тăван ен») хаҫат страницисенче тӑван ен историйӗпе ҫыхӑннӑ статьясем пек вырнаҫтарнӑ.

Музей аталанӑвӗн тӗп тапхӑрӗсем:
1990 ҫул – музей уйрӑм зданире, ӗлӗкхи çар комиссарӗн  зданийӗнче вырнаҫать.
1991-2000 ҫулсенче музей Тутарстан Республикин Наци музейӗн филиалӗ пулса тăрать.
2011 çулхи январӗн 1-мӗшӗнче музей муниципаллă бюджет учрежденийӗн статусне илет.
2013 ҫулта – тӗпрен юсаса реконструкциленӗ хыҫҫӑн, музей ӗлӗкхи «Агробанк» зданине куҫать, унта ҫӗнӗ экспозицисем йӗркеленеççӗ.
Музей килнӗ хăнасене район историйӗпе, тутар тата чӑваш халӑхӗсен культурипе                      паллаштарать.

Музейӗн ертӳҫисем:
Рафагать Низамов (1992-93 ҫҫ.), Радиф Субаев (1994-2017 ҫҫ.), Гульназ Зяббарова (2017-2025 ҫҫ.), 2025 ҫултанпа музее Резида Фаизова ертсе пырать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев