«Мучелей вулавӗсем» пухăва ырă сунса кӗтеççӗ
Мероприяти августӑн 20-мӗшӗнче, Мучелей ялӗнче, кăçал 15-мӗш хут иртӗ.
Кӑҫалхи çул ӑс-хакӑл пухӑвне Мучелей ялӗн мечетне 25 çул, Атӑл ҫи Пӑлхар исламне йышӑннӑранпа 1100 ҫул ҫитнине халалланă.
Мероприятие Тутарстан Республикинчен тата кӳршӗ регионсенчен (Ульяновск, Чӑваш Ен, Мордови, Самара, Мари облаҫӗсенчен) паллӑ тӗн деятелӗсем, имамсем, ӑсчахсем, артистсем, паллă общество деятелӗсем «Ялсен ӑс-хакӑлпа культура еткерлӗхне упрас тата аталантарас енӗпе тӗн хаклӑхӗсен пӗлтерӗшӗ» темӑпа тухса калаҫӗҫ. Проповедьсем, тӗн юррисем янӑрӗҫ.
Ачасем валли район шайӗнче «Гилемпиада» уявӗ, Коран вулас енӗпе конкурссем, викторинăсем, Сабантуй вӑййисем йӗркеленӗҫ.
Каҫ енне – Ял уявӗ пуçланӗ. Унта Тутарстанăн эстрада артисчӗсем халăха, хăнасене юрă-кӗвӗ парнелӗç.
Ентешсемпе тӗлпулусем, ҫамрӑксемшӗн каҫхи дискотека пулӗ.
12+
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев