Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Кӳршӗри облаҫсенче кайӑк-кӗшӗк грипӗн чирӗ палӑрнӑ

Ӗнер. Паян. Ыран

Ульяновск облаҫӗн Ҫӗпрел районӗпе чикӗленнӗ территорийӗнче паллӑ мар этиологипе чирленӗ кайăк-кӗшӗксем вилнине асăрханă.

Кун ҫинчен пире районти ветеринари пӗрлешӗвӗн начальникӗ Айрат Иматдинов пӗлтерчӗ. Ҫавна май районăн пасарӗнче чӗрӗ кайӑк-кӗшӗке сутма чарнӑ.

Районти тӗп ветеринари врачӗ каланӑ тӑрӑх, Раҫҫей Федерацийӗнче кайӑк грипӗн чирӗпе килсе тухнă лару-тӑру пысӑк хӑрушлӑх кăларса тӑратать: 2022 ҫулхи июлӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 6 регион территорийӗнче кайӑк грипӗн 25 вучахне, ҫав хушӑрах юлашки 10 кун хушшинче 16 вучах тупса палӑртнӑ.

Самара облаҫӗн Шигон районӗнчи Береговой поселокӗнче уйрӑм хуҫалӑхра кайӑк грипӗ ӑнсӑртран килсе тухнине регистрациленӗ. Кун пирки Ульяновск облаҫӗнчи ветеринари агентстви пӗлтерет. Тереньгуль, Кузоватово, Новоспасск тата Радищевск районӗсенче кайӑк-кӗшӗкпе, выльӑх-чӗрлӗхпе суту-илӳ тăвас ӗҫе чарса лартнӑ.

Кайӑк-кӗшӗк грипӗ – кил-çуртри тата хир кайӑкӗсен чирӗ, респиратор органӗсем тата вар-хырӑмпа пыршӑ-трактчӗ  сиенленнипе палăрать, ҫакӑ –  тухӑҫлӑха чакарни тата грипăн тӗрлӗ антигенлă варианчӗсене кăларса тăратать. Чирӗн инкубаци тапхӑрӗ – 21 кун.

Чир ертеслӗхӗ пысӑк пулнă кайӑк грипӗн вирусӗ вӗҫен кайӑксен пӗтӗм йышне сиенлетет, ун хыҫҫӑн кайӑк-кӗшӗк 48-96 сехет хушшинче вилет. Чир ернӗ чăх-чӗпсенче, хур-кăвакалсенче малтанхи 48 сехетре нимӗнле клиника картини тата органӗсенче паталогоанатомилле улшӑну курăнмасть. Кайӑксенче депресси, вӗсем апат-ҫимӗҫпе шывран пӑрăнни кăна пулать. Кикирикӗ кӑвакарать, тӗп нерв системи сиенленет.

Айрат Иматдинов палăртса иртнӗ тăрăх, килти чăх-чӗпе ют  кайӑк-кӗшӗкпе хутшăнтармалла мар. Апат-ҫимӗҫе хупӑ вырӑнсенче усрамалла. Кайӑк-кӗшӗк шыв-шурсене яма, урама кӑларса ҫӳретме юрамасть.

Туяннӑ чухне сутуҫӑсенчен вӗсен ветеринарипе ӑсату докуменчӗсене кăтартма ыйтмалла. Ҫӗнӗрен туяннӑ кайӑк-кӗшӗке уйрӑм усрамалла, ҫак тапхӑрта унăн сывлăхӗ мӗнле пулнине тимлӗн сӑнамалла. Чир паллисем курӑнсан ветеринари службине пӗлтермелле, харпӑр хӑй гигиенин правилисене пӑхӑнмалла.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев