Кивӗ Сатуркка ялне – ФАП, Куршанкă-Шăхальне – лавкка
Кӑҫал районти икӗ ялта социаллӑ пӗлтерӗшлӗ ҫӗнӗ объектсем халăха ӗçлӗ пулăшу кăтарма пуçлаççӗ
Кусем Кивӗ Сатуркка ялӗнче – ФАП строительстви, Куршанкă-Шӑхаль ялӗнче вара куллен кирлӗ пулакан таварсене сутас енӗпе халӑха комплекслӑ пулӑшу паракан пункт.
Объектсем республикӑн «Сывлӑх сыхлавӗ» наци проекчӗн «Малтанхи медикӑпа санитари пулӑшӑвӗн тытӑмне аталантарасси» федераци проектне вăя кӗртес тата республика программисен тӗлӗшпе пурнӑҫланаҫҫӗ.
Кивӗ Сатуркка ялӗ Алешкин-Саплăк ял тăрăхне, Куршанкă-Шăхаль ялӗ Звезда ял тăрăхӗне пăхăнса тăраççӗ.
Алешкин-Саплăк ял тӑрӑхӗн пуçлăхӗ Петр Артемьев пӗлтернӗ тăрăх, паянхи кун Кивӗ Сатуркка ялӗнче, тӗпрен илсен, аслă çулсенчи çынсем пурăнаççӗ. Ҫавӑнпа та кунта сывлӑх сыхлавӗн учрежденине туса лартни питӗ те пӗлтерӗшлӗ. ФАП пӗтӗм стандартсене тата санитари нормисене тивӗçтерӗ. Унта ял халӑхне пулӑшу памалли пӗтӗм условисене йӗркеленӗ: ӑшӑтмалли, шывпа тивӗҫтермелли, канализаци пулать, инвалид граждансем валли пандуссем вырнаҫтарӗç.
«Паян фельдшерпа акушер пункчӗ клубӑн пӗр кӗтессинче вырнаҫнӑ. Клуб питӗ кивӗ. Ун вырӑнне ялта нумай функциллӗ центр туса лартӗҫ. Пӗр сӑмахпа каласан, ял кӑҫал чӑннипе те ҫӗнӗлӗхсемпе тулли пулӗ. Пӗр вӑхӑтрах ФАПпа нумай функциллӗ центр уҫӑлать», – тет Петр Артемьев.
Куршанкă-Шӑхаль ялӗнче вара лавкка пачах пулман, унăн 100тен ытла çынни пур. «Унччен, клубра арендӑна вырӑн илсе, уйрӑм предприниматель Любовь Максимова ял ҫыннисем мӗн кирлипе тивӗҫтерсе тăнă. Ҫавӑн пекех, ял ҫыннисем ҫывӑхри ялсемпе кӳршӗри Шăмăршă районӗнчи лавккасене те ҫӳреҫҫӗ. Ҫавӑнпа пункта уҫăлни те, çаплах, ял ҫыннисемшӗн нумай кӗтекен пулăм пулса тӑрӗ», - тет ял тăрăхӗни пуҫлӑхӗ Марина Денисова.

Районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн инфратытӑмпа аталантарас енӗпе ӗҫлекен ертӳҫин çумӗ Ильгам Бикчуров каланӑ тӑрӑх, паянхи кун тӗлне объектсен строительство ӗҫӗсене туллин пурнăçанă темелле, хӑш-пӗр коммуникаци ӗҫӗсене ҫеҫ вӗҫлесси юлнӑ. Объектсене уҫасси август вӗҫӗнче, сентябрь пуҫламӑшӗнче пулса иртӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев