Хӗвел пек ăшă вăл анне – хӗрарăм
Хыпарсем

Хӗвел пек ăшă вăл анне – хӗрарăм

Александрпа Кристина Максимовсем ултă ачана кун çути парнеленӗ

Хӗрарăм – кил-çурт Турри тенӗ ӗлӗкех      ваттисем. Хӗрарăм черченкке аллипе пурнăç тăвăнать. Хӗрарăм варӗнче юрату çимӗçӗ тӗвӗлленсе, чăн-чăн пурнăçа çаврăнать. Унăн юратăвӗ çемьере тăнăçлăх парать, хӗрарăм ăшши чуна ăшăтать, унăн сисӗмлӗхӗ нумай йăнăшран сыхлать. Пăрчăкан пек ӗçчен, чӗвӗлти чӗкеç пек ачаш, шурă хурăн пек яштака, уйăх пек çутă, хӗвел пек ăшă вăл анне – хӗрарăм.

Çак йӗркесене Алешкин- Саплăк ялӗнче пурăнакан, ултă ачана кун çути панă Кристина Максимована парнелес килет. Унăн хăюллăхӗ мана пӗр тӗлӗнтерет, пӗр хавхалантарать.

– Нумай ачаллă анне пулма ӗмӗтленнӗ-и?

– Нихăçан та, анчах та мăшăр та, эпӗ те çакăншăн питӗ савăнатпăр, – пуçларӗ сăмахне Кристина.

Кристина Витальевнан ачалăхӗ Хурăнвар ялӗнче иртнӗ. Ачаранах учитель пулма ӗмӗтленнӗ. Çавăнпа та 9 класс пӗтернӗ хыççăн Сенгилейри педагогика училищине вӗренме кӗрет. Училищăна  ăнăçлăн пӗтерсе таврăнсан,  тăван ялӗнче вăрăмлатнă ушкăнри ачасен воспиталӗ пулса ӗçлет.  Талантлă çын пур енчен те пултаруллă иккен. «Чăваш пики» конкурсра хутшăнса район тӗлӗшӗнчен иккӗмӗш вырăна çӗнсе илет.

Малалла унăн пурнăç çулӗ Александр Максимовпа пӗрлешет. 2005 çулта икӗ юратнă чӗре çемье çавăрать. Çамрăксем пӗрлешнӗ кунран çурт лартас ӗçе пуçăнаççӗ. Икӗ хутлă çурт паянхи кун та Çӗнӗ кас урамне капăрлатса ларать. Юратупа чăмăртаннă çемьере умлă-хыçлă «çӗнӗ кайăк» вӗçсе килет. Ксения, Настя, Анна кил-çурт илемӗ пулса тăраççӗ. Чиперкке хӗр пӗрчисене тупнă хыççăн Турă Максимовсене тата ывăл парнелет. 2012 çулта Матвей çут тӗнчене килет.

Кристина Максимова ачисене ӳстернипе пӗрлех, Ульяновск хулинчи Ульянов ячӗпе хисепленекен университета куçăмсăр майпа вӗренме кӗрет.  Алешкин-Саплăк вăтам шкулӗнче классен  тулашӗнчи мероприятисен ертӳçи тата ИЗО предмедне илсе пырать.  2018 çулта алла вӗреннӗ хут та  илет.

2018 çултах Кристинапа Александрсен çемьинче йӗкӗреш ача çуралать. Вăт кӗтмен телей! Артемпа Арсений кил-çурт тӗпчӗкӗсем пулса çут тӗнчене килеççӗ. Çапла вара пиллӗкмӗшне кӗтнӗ çемье ултă ачаллă кил-йыш пулса тăрать.

– Йӗкӗрешсем пулнине çуратас умӗн кăна пӗлтӗм, – тет кулкаласа Кристина.

Еплерех пурăнать-ха паянхи кун çемье? 

– Тӗрлӗ пулать пурнăçра. Йы-вăрлăхсемсӗр мар паллах. Анчах та ман çумра шанчăклă мăшăр пур. Унăн тăрăшуллăхӗ нумай йывăрлăха çӗнтерме пулăшать, – тет Кристина мăшăрӗ çине ăшшăн пăхса.

Александр Максимов тимлӗ те çирӗп хуçа. Выльăх-чӗрлӗхсене юратать, çавăнпа та пулӗ «Дементьев ячӗллӗ агрофирма» обществинче ферма ертӳçи пулса ӗçленӗ. Мăшăрӗ каланă тăрăх та, Александр тивӗçлӗ тата çемьене тытса пыма пултаракан хуçа. Ачисем те аяккинче юлмаççӗ. Аслисем кӗçӗннисене пăхма, кил-çурта тирпей кӗртме пулăшаççӗ,  ашшӗпе амăшне пысăк пулăшу параççӗ.

Кристина Витальевна нумай ачаллă çемьесемпе мăнаçланнине тата хавхаланнине  пӗлтерчӗ. Çуртра ача сасси тата кулли пулни пысăк телей, – терӗ.

– Хальхи саманара нумай хӗрарăм ача çуратма хăраççӗ. Эсӗ хăюллă пулни мӗнпе çыхăннă?– ыйтрăм эпӗ.

– Çук, халь уйрăмах ача нумай çуратаççӗ. Нумай политиксен, артистсен йышлă ача. Сăмахран, Глафира Тарханован 5 ача, – хурав пачӗ Кристина Витальевна.

 Пушă вăхăтра Кристина ӳкерчӗксем тума, вулама юратать. Тӗрлӗ професси конкурсӗсенче хутшăнать. Ăçтан вăй-хăват тупма пултарать-ши Кристина Витальевна? Унăн паттăрлăхӗ кашни хӗрарăмшăн ырă  тӗслӗх.

Малашнехи ӗмӗчӗсемпе те паллаштарчӗ анне – героиня. Чун юратнă тӗпренчӗкӗсем сывă, телейлӗ, хăйсен пурнăçӗсенче такăр çулпа утма, ашшӗн хушаматне тивӗçлӗ йăтса çӳремелле пултăрччӗ, терӗ вăл.

Çемье пур çын телейлӗ тесе ахальтен каламан. Çемье вăл – пӗчӗк патшалăх, юрату тата савăнăç. Александрпа Кристина çемйи те чи телейлисен шутӗнче тесе калассăм килет.


Нет комментариев