Хаçатăн «Вилӗмсӗр полк» акцине хутшăнăр
Хыпарсем

Хаçатăн «Вилӗмсӗр полк» акцине хутшăнăр

Хисеплӗ район çыннисем! «Туган як», «Тăван ен» хаҫачӗсем «Вилӗмсӗр полк» акцийӗ пӗлтереççӗ

Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче хутшăннă  аҫӑрӑн, аслаçăвăн, тăванăрсен сăн ӳкерчӗкне тата кӗске биографине ҫырса пире редакцие ярăр.

Редакцие: tuganyak@bk.ru электронлӑ почта  урлă ярса, е тата социаллă сетьсенчи: в вконтакте, одноклассники, инстаграм урлă, ватсап номерӗ +7960047214, унчченхи пек, почта урлă: 422470,  Çӗпрел районӗ, Кивӗ Çӗпрел ялӗ, А.Абязов урамӗ, 5 «Туган як» редакцине, тесе çырса ярсан, интернет-сайтра, социаллӑ сетьсенче ăна пин-пинӗпе ҫын курӗ. «Туган як», «Тăван ен» хаҫатсен майăн 8-мӗшӗнчи номерӗнче вара «Вилӗмсӗр полк» темăпа çывăх çыннăрсен – Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин паттăрӗсен сăн ӳкерчӗкӗсем вырăн илӗç. 

Пире таса пӗлӗт, мирлӗ пурнӑҫ парнеленисен çутă сăнарӗсене пӗрле ӗмӗрлӗхе асра хăвармалла тăвар! Акцие хутшӑнӑр, хисеплӗ район çыннисем!

Вӗçсăмах. 2020 ҫулта Тутарстанра «Вилӗмсӗр полк» акцийӗ онлайн иртӗ.

Кăмăлӗ пулнă кашни çын #БессмертныйполкОнлайн #Бессмертный полкТатарстан#БессмертныйполкТатарстан хештегсемпе пост хурсан, онлайн-акцие те хутшăнма пултарать.


Нет комментариев