Ҫӑка чечеке ларчӗ
Канаш – сӗнӳ
Ӑна пухни, усӑ курни ҫинчен курăксемпе сиплекен Фирая Захарова каласа парать.
Сиплевçӗ каланӑ тӑрӑх, ҫӑка чечекӗсене тата пӗтӗмӗшле усӑллӑ курӑксене ытлашши шӑрӑх кун пуҫтармалла мар. Ҫумӑрлӑ кун пуҫтарни те тӗрӗс мар. Сывлăм типнӗ хыҫҫӑн, кунăн пӗрремӗш çурринче пуҫтарни аван. Автомобиль трассисенчен аяккарах пуҫтарӑр. Типӗтме хунă чухне те тӗттӗм вырӑн суйлӑр. Лайăх типсен, картон коробкӑсене е хут хутаҫсене, е кивӗ минтер пичӗсем ăшне хума пулать.
– Уссине илес пулсан, вӑл тар кăларма пахалӑхлӑ. Простатит чухне усӑ кураҫҫӗ. Ку хӗрарӑм сывлӑхӗшӗн те пӗлтерӗшлӗ. Уйрӑмах менопауза вӑхӑтӗнче. Ҫавӑн пекех ҫӑка чечекӗ шыҫӑпа кӗрешет, иммунитета ҫирӗплетет. Чӗре, юн тымарӗсен чирӗсене сиплеме усӑллӑ. Вӑл эфир ҫӑвӗсемпе пуян. Ҫакӑнпа ҫӑка чечекӗ тутлă шӑршăллă та. Ҫӑка ӳсекен парксемпе скверсем тӑрӑх уҫӑлса ҫӳресен те кӑмӑл ҫӗкленет, вӑй-хал та хушӑнать. Ача чухне вӑрманта ҫӑка ҫулҫисемпе чӗркенӗ ҫырла ҫиеттӗмӗр. Ӑна ҫапла ҫиме кам вӗрентӗ-тӗр, анчах унӑн тути чӗлхе вӗҫӗнче халӗ те упранать, – тет специалист.
Хурлӑхан, хӑмла ҫырли ҫулҫисем, тархун курӑкӗ, мята, ромашка тата ҫӑка чечекне пухса, вӗсенчен чей туса ӗçме те сӗнет Фирая Захарова. Унӑн шухӑшӗпе, кун пек чейре нимӗнле сиен те ҫук, усси вара нумай.
– Ҫӑка чечекӗсен настойки, каларӑм ӗнтӗ, тарлатарать, шыҫӑпа кӗрешет, ҫавӑнпа ӑна шӑнса пӑсӑлнине сипленӗ чухне, температурӑна чакарма час-часах усӑ кураҫҫӗ. Ҫак шӗвекпе чир ертекен микрофлорӑн аталанӑвне чарас тесе ҫӑвара чӳхеме пулать. Эфир ҫӑвӗсемпе тата антиоксидантсемпе пуян ҫӑка чейӗ чӑнах та чи усӑллӑ ӗҫме шутланать, – тет Фирая Захарова.
«Ватаным Татарстан» хаҫатран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев