Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Июль – пуҫтарма та, лартма та вӑхӑт...

Ҫулталӑкӑн ҫак вӑхӑчӗ – пахчаҫӑсемшӗн хӗрӳ вăхăт

Çак уйăхри пахчари тӗп ӗçсем: 

 Шӑварасси, комплекслӑ апатлантарасси.
 Йӑрансене ҫумкурӑкран тасатасси.
 Ҫырласем: вӑрлӑхран, мӑйӑхӗсемпе ӗрчетесси, шӑварасси, апатлантарасси.
 Ҫӗрулми: тӗпне купаласси, сӑтӑрҫӑсемпе кӗрешесси.
 Томат: аялти ҫӑра туратсене татса илесси, апатлантарасси.
 Пӑрӑҫ: вӗҫӗсене татмалла, апатлантармалла.
 Хӑяр, дыня, арбуз, кабачок уссисене формăласси.
 Мӗнпур культура сӑтӑрҫисемпе кӗрешесси. 
 Эмел курӑкӗсене пухасси: мята, чабрец, шапа ҫулҫи, аптека ромашки, сарӑ душица тата ыт. те. 
 Ҫӗнӗ тырпула хурас умӗн нӳхрепсенче, кладовкӑсенче дезинфекци тăвасси тата тирпейлесси.
 Кашни культурӑна июль уйӑхӗнче апатлантармалла.

Сӑтӑрҫӑсем, хурт-кӑпшанкӑсем

Ҫак вӑхӑтра чылай ӳсентӑранпа йывӑҫ ҫинче хурт-кӑпшанкӑ – сӑтӑрҫӑ палӑрать. Курӑк пыйтине хирӗҫ кӗлпе-супӑнь шӗвекӗпе, армути настойӗпе, ҫавӑн пекех ыхра, хрен тата кукшапуҫ настойӗпе – кӗрешме пулать. Унсӑр пуҫне садра лаванда, мята, мелисса тата горчица лартма пулать, сиенлӗ хурт-кӑпшанкӑсем вӗсен шӑршинчен хӑраҫҫӗ.   

Усӑллӑ хурт-кӑпшанкӑсем (божья коровка, златоглазка). Вӗсене явӑҫтарни химикатсемпе усӑ курмасӑрах сӑтӑрҫӑсен шутне самай чакарма пулӑшма пултарать. Вӗҫекен энтомофагсен юратнӑ вырӑнӗсем  – сунчӑклă ӳсентӑрансем (кишӗр, фенхель), ҫавӑн пекех сарӑ тата хӗрлӗ-сарӑ тӗслӗ чечексем. Чечексене улма-ҫырла тӗмӗсемпе, йывӑҫсемпе юнашар, курӑклӑ газонсем ҫине лартмалла.

Кунта бархат, шӑлан ҫырли, пахча хуратулӗ, гвоздика пулма тивӗçлӗ. 

Ку мерӑсем, паллах, сӑтӑрҫӑсене пӗтӗмпех пӗтермӗҫ, анчах усӑллӑ тата сиенлӗ хурт-кӑпшанкӑ хушшинчи шайлашу тухӑҫа сыхласа хӑварма май парӗ. 

Чи хӑрушӑ сӑтӑрҫӑсемпе чирсем ҫу варринче хастарланаҫҫӗ. Каҫхи культурӑсенче (томат, баклажан, ҫӗрулми тата пӑрӑҫ) — колорадо нӑрри тата фитофтороз. Купӑста, ҫавӑн пекех, тӗрлӗ хурт-кӑпшанкӑран, тӗслӗхрен, купӑста шӑнинчен те аптӑрать.

Хӑярӑн усал сӑтӑрҫи – эрешмен карти, унӑн чирӗ — антракноз.

Сӑтӑрҫӑсемпе кӗрешесси тухӑҫлӑ пултӑр тесен биологи хатӗрӗсемпе тӑтӑшах усӑ курмалла.

Техӗмлӗх курăкӗсене лартасси малалла 
пырать

Хӑш-пӗр пахчаҫимӗҫе, ешӗл ҫимӗҫе, пӑрҫа йышши культурӑсене, тепӗр хут тухӑҫ илес тесен, июль уйӑхӗнче вӗсене татах акмалла. 

Укропа ҫу тӑршшӗпе кашни 15-20 кунра акаҫҫӗ. 

Шпинат та акма пулать. Акас умӗн унӑн вӑрлӑхне икӗ сехетлӗхе шывра йӗпетӗр, ҫапла вӗсем тепӗр эрнеренех шӑтса тухӗҫ. Тата икӗ эрнерен ҫиме юрӑхлӑ тухӑҫ хатӗр пулать.   

Рукола вӑрри 5-6 кунран шӑтса тухать.   

Ҫу варринче лартнӑ петрушкӑпа сухан сезон вӗҫӗнче сире савӑнтарӗҫ. Ҫитес ҫуркунне вара вӗсем ытти культурӑсенчен маларах шӑтса тухӗҫ.   

Редиса та июль уйӑхӗнче (каярах та) икӗ эрне интервалпа акма пулать. Кунсем кӗскелеҫҫӗ, анчах тӑпрара азот ҫителӗклӗ пулсан, тымар ҫимӗҫсем сӗтеклӗ те тутлӑ ӳсӗҫ. 

Улма-ҫырла йывӑҫҫисем

Улма-ҫырла йывӑҫҫисем ҫинче типӗ ҫулҫӑсемпе туратсем курӑнма пуҫлаҫҫӗ пулсан, вӗсене касӑр е татӑр. 
Панулмипе грушӑна – паршăран, чие ҫырлине коккомикозран сиплӗр. Сливӑна лӑймака ҫилӗмсенчен тата шӑтаракан нӑрӑсенчен (дырчатой пятнистости) сыхлӑр. 

Улмуҫҫисем, грушӑсем, сливӑсем ҫине, ҫимӗҫ нумай чухне, турачӗсене тӗревлемелле.     

Июль уйӑхӗн иккӗмӗш ҫурринче пулас тухӑҫ валли улма-ҫырла папкисем кăларакан йывӑҫсене апатлантарӑр. 

Типӗ ҫанталӑкра йывӑҫ никӗсӗсене кӑпкалатӑр, ҫумкурӑксенчен тасатăр. Тарӑннӑн кӑпкалатмалла мар, мӗншӗн тесен çакă йывӑҫсен ҫӳлти тымарӗсене сиенлетме пултарать. Шӑрӑхра нӳрӗке упрама тата гумус тӑвакан ҫумӑр хурчӗсемпе микроорганизмсем ӗрчеме условисем туса пама йывӑҫсен никӗсне мульчӑлани усӑллӑ.   

Ҫырла ҫӗрменнине, ӳкменнине пӗлес тесен, кашни кун хӑмла ҫырли тӗмне тӗрӗслӗр. Ҫырла ан çӗртӗр тесен, пиҫсе ҫитнӗ май пуҫтарса илӗр. 

Ҫавӑн пекех, хура хурлӑхан тухӑҫне те ҫырла пиҫсе ҫитнӗ май пухӑр.  
 

Асра тытăр, пиҫнӗ ҫырласем хӑвӑрт тӑкӑнаҫҫӗ. Ку шурӑ тата хӗрлӗ хурлăхансене пырса тивмест. Ҫак тӗмсен ҫимӗҫӗсем туратсем ҫинче 30 кун таран тăма пултараҫҫӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев