Груша ӳстермелли вӑрттӑнлӑхсем
Специалист канашӗ
Груша йывăççине пӑхмалли хăйне евӗрлӗхсем ҫинчен Тутарстан Республикинчи «Россельхозцентр» учрежденийӗн филиалӗн ӳсентӑрансене хӳтӗлекен пайӗн ертсе пыракан агрономӗ Салават Галимзянов каласа парать.
Хунава лартнӑ самантран пӑхма пуçламалла. Йывӑҫсем таврашӗнчи тӑпрана лартнӑ хыҫҫӑнах мульчӑлаҫҫӗ, ҫакӑ нӳрӗке ытларах упрама, тӑпран ҫӳлти сийӗ типме памасть. Грушӑна шӑварма питех кирлӗ мар пулин те, шӑрӑхра нӳрӗке юратаҫҫӗ вӗсем.
Йывӑçа ҫулталӑкра икӗ хутчен шуратаҫҫӗ, ҫакӑ ҫурхи тапхӑрта йывӑҫа хӗвелпе пиҫесрен, вӑйлӑ шӑрӑхран хӳтӗлеме, сивӗ вӑхӑтра хуппи ҫинчи хурт-кӑпшанкӑсене пӗтерме май парать.
Груша тулӑх тухӑҫ парсан унӑн вӑйӗ пӗтсе пырать, ҫавна пула йывӑҫ хӗлле шӑнма пултарать. Ҫакӑн пек лару-тӑруран хӑтӑлас тесен, кӗркунне азотпа апатлантармалла, ӑна тӑпрана ҫемҫетнипе тата нумай шӑварнипе пӗрлеле туса пымалла. Ҫакна май пур таран маларах тумалла, мӗншӗн тесен тӑм ӳкес умӗн удобрени кӗртни грушӑна вӑхӑтра «ҫывӑрса кайма» май памӗ.
Чечеке ларнӑ вӑхӑтра тата ҫимӗҫ панӑ хыҫҫӑн, йывӑҫа азот, фосфор тата кали хутӑшӗпе апатлантарма, вулӑ таврашӗнчи тӑпрана удобренисем кӗртме сӗнеҫҫӗ.
Ҫуркунне грушӑна пӑхнă вăхăтра яланах хушма апатлантарассине шута илмелле. Йӗркеллӗ аталану процесӗнче груша ҫулталӑкне 40 сантиметра яхӑн ӳсет. Вӑл чылай пӗчӗкрех пулсан сирӗн васкасах йывӑҫа апатлантармалла. Çав вăхăтрах йывӑҫăн ҫулне те шута илмелле. Енчен те вӑл 15 ҫултан иртнӗ пулсан апатлантарни кăна пулӑшаймӗ – ҫамрӑклатма кивӗ туратсене касмалла.
Лартнӑ хыҫҫӑн пӗрремӗш ҫул грушӑна апатлантарма кирлӗ мар. Эсир ун валли кирлӗ япаласене шӑтӑка хунă вӗт. Ун хыççăн вара, органика удобренийӗсене виҫӗ ҫулта пӗрре, минераллӑ удобренисене кашни ҫулах, лартнӑ чухнехи пекех, тӑпрапа пӑтратса кӗртме пулать. Органика удобренийӗсене минераллисем хыҫҫӑн хушаҫҫӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев