Хаҫатра пичетленнӗ «Шӑписем мӗнле пулнă-ши?» темăпа вырнаçтарнă сăн ӳкерчӗк тӗлӗшпе редакцие татах та шăнкăравларӗç.
Вăл Хурăнвар-Шăхаль ялӗнче пурăнакан Луиза Каргиначчӗ. Луиза Каргина сăн ӳкерчӗкри хыçалти ретрен сылтăмран пӗрремӗшӗ пулнă Алексей Николаевич Калашников Куршанкă-Шăхаль ялӗнчен пулнине, вăрçă пуçланиччен ялта колхоз ертӳçи пулса ӗçлени çинчен каларӗ. Алексей Калашников Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче хутшӑннă, унтан сывă таврӑннӑ. Авланнӑ. Паянхи кун мăнукӗ Шăмăршă районӗнчи Пуянкасси ялӗнче, кӗҫӗн хӗрӗ Шупашкарта пурăнать иккен.
Хаçатра пичетленсе тухнă статьяна тимлӗх панăшăн, пире çак информацие пӗлтернӗшӗн Луиза Каргинана тав тунине пӗлтеретпӗр.
Нет комментариев