Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Баклажан ӳстермелли вӑрттӑнлӑхсем

Специалист канашӗ

Баклажансем хӑйсен тути-масипе, сывлӑхшӑн усӑлӑхӗпе тахҫанах пахчаҫӑсен юратӑвне ҫӗнсе илнӗ. Анчах та вӗсене лартса ӳстересси пӗлӳпе тимлӗх ыйтать.  Ҫак ӑшша юратакан культурӑран мӗнле пысăк тухӑҫне илмелле-ха? Кун пирки «Россельхозцентр» ФГБУ Тутарстан Республикинчи филиалӗн ертсе пыракан агрономӗ Салават Галимзянов каласа парать.

Сортне суйласси тата хунавсене хатӗрлесси 
Тухӑҫ сорта тӗрӗс суйланинчен пуҫланать. Сулхӑн климатлӑ регионсем валли «Алмаз» е «Дружба» йышши ир ӗлкӗрекен гибридсем юрӑхлӑ. Вӗсем кӗске ҫу хушшинче те ӗлкӗреççӗ. Вӑрлӑхсене калчасене ҫӗр çине лартиччен 60-70 кун маларах акаҫҫӗ. Вӑрлӑха малтан вӑйсӑр марганец шӗвекӗнче сиенсӗрлетеҫҫӗ, нӳрӗ тӗртӗмре +25° +28°C температурӑра шӑтса тухаҫҫӗ ... Калчасем валли тӑпрана ҫӗрӗкпе хӑйӑр хушмалла, тӑпра ҫӑмӑл пулмалла. Вăрлăх шăтса тухнӑ хыҫҫӑн, май пулсан, хунавсем вӑрӑмăшне ан ӳсчӗр тесе фитолампӑсемпе (фотосинтеза хавхалантаракан кӑвак тата хӗрлӗ ҫутӑпа) ҫутатма пулать. Лампӑсене хунавсенчен 20-30 сантиметр ҫӳллӗшӗнче вырнаҫтараҫҫӗ, кунне 12-14 сехете яхӑн ҫутаҫҫӗ. 

Ҫӗр ҫине куҫарса           лартасси
Баклажансем сивве питӗ сисӗмлӗ: вӗсене уҫӑ ҫӗре тӑпра +15°C таран ӑшӑнсан тата каҫхи температура +12°C аяларах анмасан ҫеҫ лартма пулать.Тутарстанра чи лайӑх вӑхӑт – май уйӑхӗн вӗҫӗ е июнь уйӑхӗн пуҫламӑшӗ. Тӑм ӳкесрен агроволокнӑран вӑхӑтлӑх хӳтлӗхсем тӑвӑр. Çавӑн пекех кашни хунава пластик кӗленчесемпе е витресемпе витме пултаратӑр. Йӑрансене ҫилтен хӳтӗленӗ хӗвеллӗ лаптӑкра вырнаҫтараҫҫӗ. Тӑпрана компостпа (1 м2 –  5-6 кг) тата кӗлпе (1 м2 – 200 г) туллилентереҫҫӗ. Лартмалли схема  – хунавсем пӗр-пӗрне ан тӗксӗмлетчӗр тесе 40×60 см.

Шӑварни тата апатлантарасси 
Баклажан – шыва юратакан культура, анчах ытлашши нӳрлетни кӑмпа чирӗсене пуҫарать. Ҫулҫӑ ҫине лектермесӗр, тымар айне эрнере икӗ хутчен ӑшӑ шыв ярӑр. Шӑварнӑ хыҫҫӑн тӑпрана ҫемҫетеҫҫӗ, улӑмпа е торфпа мульчӑлаҫҫӗ. Апатлантарассине сезонра виҫӗ хутчен кӗртеҫҫӗ:
– Лартнӑ хыҫҫӑн икӗ эрнерен – ӗне тислӗкӗн ирӗлчӗкӗ (1:10) е нитрат удобренийӗсем;
– Чечеке ларнӑ тапхӑрта – фосфорпа кали хутӑшӗсем (тӗслӗхрен, суперфосфат тата кали сульфачӗ);
Ҫимӗҫсем йӗркеленнӗ чухне – микроэлементлӑ комплекслӑ препаратсем. 

Калчана йӗркелесси тата сӑтӑрҫӑсемпе кӗрешесси
Ӳсентӑран ытлашши ешӗлленесрен кирлӗ мар туратсене илсе пăрахмалла. Кашни хунав ҫинче чи вӑйлӑ 5-6 тӗвве хӑвараҫҫӗ. Тӑрӑхла сортсене тӗревсем ҫумне ҫыхаҫҫӗ. Баклажансен тӗп тӑшманӗсем – колорад о нӑрри тата эрешмен карти. Профилактика валли хунавсене ыхра е табак тусанӗ настойӗпе сапӑр. Массӑллӑ тапӑнас пулсан «Фитоверм» йышши биопрепаратсемпе усӑ курӑр.

Тухăçа пухса кӗртесси
Ҫимӗҫсене пиҫсе ҫитнӗ тапхӑрта секаторпа касаҫҫӗ, çав вăхăтра хуппи йӑлтӑртатать, вӑрри ҫемҫе пулать. Çимӗçе тӑтӑшах пухни ҫӗнӗ чечексем йӗркеленме хавхалантарать.  Ытлашши пиҫме ан парӑр: кун пек баклажан йӳҫет, калчасен ӳсӗмне чакарать.
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев