Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Августăн 2-мĕшĕнче – Илен, Илья Пророк кунĕ

Эпир августӑн 2-мӗшӗнче йӑлана кӗнӗ Илья пророк кунне, халӑхра Илен кунӗ теҫҫӗ, уявлатпӑр.

Ҫак уяв пысӑк уяв пулса шутланать, Мӗншӗн тесен Илья-пророк, Николай Чудотворецпа пӗрлех, чи сӑваплӑ ҫынсен шутне кӗрет.

Чăвашсем çак куна аслати кунĕ тесе те  калаççĕ. Аслати, Илья Пророк, çак кун ултă лаша кӳлнĕ вут урапи çине ларса аçтаха-çĕлене аçа-çиçĕмĕпе çапса, пĕлĕт çинчен çĕр çине хăвалать,тет.

Ҫак кун чиркӗве каймалла, унта кӗлӗ иртет. Чиркӗве кайса килнӗ хыççăн уяв апатне пуҫтарӑнма йышӑннӑ.

Августӑн 2-мӗшӗ хыҫҫӑн  шыва кӗме, пулӑ тытма чарнӑ.

Илле мучи шыва тимĕр туя тирет (пăрахать), çавăнпа шыв сивĕнсе каять теççĕ.

Çĕнĕ çӗрулми кăларса çиеççĕ.

Реклама

Çак кун пӳрте-çурта йытă кушак кĕртме юрамасть, уйра ĕçлеме юрамасть, аçа çапма пултарать тенĕ.

Илья-пророк тӗслӗхӗсем:

Ку кун ҫумӑрлӑ пулсан çак çул пушар сахал пулать.

Илен кунӗнче ҫумӑр айне лексен вара ҫулталӑклӑх сывлӑх запасӗ илме пулать.

Августӑн 2-мӗшӗ хыҫҫӑн вӑрӑмтунасем те, шӑнасем те ҫыртмаҫҫӗ тесе шутланӑ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Реклама

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев