Тӗп хыпар

Налогсене тӳлеме ан манӑр!

Ку паха!

Раҫҫей Федерацийӗн территорийӗнче пурлӑх налогӗсене декабрӗн 1-мӗшӗнчен кая юлмасăр тӳлемелле.

Тутарстанра пурлӑх налогӗсене тата уйрӑм ҫынсен тупӑшӗнчен илӗнекен налогсене тӳлессипе налог уведомленийӗсене ярасси малалла пырать. Паянхи кун тӗлне вӗсенчен 92,4 процентне электронлӑ майпа, 7,6 процентне хутпа янӑ. Налог уведомлениӗсене сентябрь уйӑхӗн вӗҫӗнче салатма пуҫланӑччӗ.

Хут уведомленийӗсене электронлӑ сервис урлӑ документсем илмен граждансене ярса параҫҫӗ. Сӑмахран, ҫакӑ налог тӳлекенӗн Харпӑр кабинетне, ҫавӑн пекех, патшалӑх тата муниципалитет пулӑшӑвӗсен порталӗнче ҫирӗплетнӗ шут-хисеп ҫырӑвне кӗме пултарайманнисене пырса тивет.

Налог уведомленийӗсене кӑҫалтан пуçласа налог тӳлекенӗн харпӑр кабинетӗнче кӑна мар, «Госуслуги» порталта та автоматла вырнаҫнине те палӑртмалла. Ӗлӗк портал урлӑ уведомленисем илес тесен заявка памаллаччӗ. Электронлӑ сервиссем регистрациленнӗ вырӑнсенче пурӑнманнисемшӗн, налог службинчен почта урлă çыру илме май пулманнисемшӗн уйрӑмах меллӗ. Электронлӑ сервиссемпе усӑ курман граждансем налог уведомленийӗсене нумай функциллӗ центрсем урлӑ та, ял тӑрӑхӗсене кайса та илме пултараҫҫӗ.  

Граждансен хӑш-пӗр категорийӗсене, тӗслӗхрен, вӗсене законпа палӑртнӑ налога тӳлессинчен пӗтӗмпех хӑтаракан сӑлтавсем пулсан, ҫавӑн пекех, 2025 ҫулта шутласа кӑларнӑ налогсен пӗтӗмӗшле сумминчен ытларах налог тӳленӗ чухне, уведомденисемпе килӗшӳллӗн уйрăм çыннăн тӳлеме тивӗçлӗ налогӗсен пӗтӗмӗшле сумми 300 тенкӗрен сахалрах пулсан, налог уведомленийӗсем килмесен те пултараҫҫӗ. 

Налогсене уйрӑм ҫыннӑн харпӑр кабинечӗ, патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗ, банксен онлайн-сервисӗсем урлӑ, банк тата почта ҫыхӑнӑвӗн уйрӑмӗсенче, урӑхла каласан, кирек мӗнле меллӗ меслетпе те тӳлеме пулать.


Нет комментариев