Ял тӑрӑхӗнче те хăвăн ӗҫне  аталантарма пулать
Тӗп хыпар

Ял тӑрӑхӗнче те хăвăн ӗҫне аталантарма пулать

Ял халӑхӗн ӗҫри хастарлӑхне ӳстересси ҫине республика шайӗнче пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ

Паян тӑван ҫӗр ҫинче ял хуҫалӑх продукцине туса илессипе ӗҫлекенсемшӗн тата ытти ӗçпе интересленекенсемшӗн пур услови те йӗркеленет. Чи кирли – ӗҫлес кӑмӑл пултăр тата ӑсталӑх.

Ҫапла, халӗ тӳперен ӳкессе кӗтсе, тӗк лармалли вӑхӑт мар. Районта та, республикӑри ытти районсенчи пекех, ӗҫе пуҫӑнакан фермерсем, уйрӑм предпринимательсем, хӑй тӗллӗн ӗҫлекенсем нумай. Тӗслӗх вырӑнне, иртнӗ эрнере ял ҫыннисен ӗҫри хастарлӑхне ӳстерессине халалланӑ семинар-канашлӑва илсе кӑтартма пулать.

Унӑн ӗҫне район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, унӑн ҫумӗ Алексей Ярухин, ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ управленийӗн пуҫлӑхӗ Талгат Халитов, районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫин экономика аталанӑвӗ, финанс тата ял хуҫалӑх производстви енӗпе ҫумӗ Ильмир Измайлов, ҫавӑн пекех, ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем хутшӑнчӗҫ.

Кивӗ Кахӑрлă ял тӑрӑхӗ – тӗслӗхлӗ пулнă май...

Семинара ирттермелли лаптӑка Кивӗ Чакӑ ял тӑрӑхне суйланӑ тата çакă ахальтен мар. Ку тӑрӑхра пурӑнакансем яланах ӗҫченлӗх тӗслӗхӗ пулнӑ, паян кунта тӗрлӗ енпе ӗҫ йӗркеленӗ. Чи ăмсанулли вара – ҫынсем хăйсен ӗҫӗ-хӗлне кăмăлпа, хăйсен вăйӗпе илсе пыраççӗ. Семинарта хутшӑнакансем çакна курса ӗненсе, ялта хăйсен ӗçӗпе ӗçлесе пурăнакан ҫынсен опычӗпе паллашрӗҫ.
Маршрутӑн пӗрремӗш точки – çырла ӳстерекен Альфат Залалетдиновăн хуҫалӑхӗ пулчӗ. Темиҫе ҫул каялла ҫемье пуҫлăхӗ ҫӗрулми пахчинче ҫырла ӳстерме тытӑннӑ. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн ҫӗрулми пахчин лаптӑкне пӗтӗмӗшле ҫырла ӳстерме усӑ курма пуçлаççӗ. Паян вара, ҫемье ҫывӑхри ҫӗрсене те ҫырла ӳстерме майлаштарнӑ, вӗсене малашне тата та анлӑлатма шутлать. Ҫак ӗҫе Залалетдиновсем хӑйсен ҫемйипе пӗрле пурнӑҫлаҫҫӗ, сезон вăхăтӗнче ытти çынсене те явӑҫтараҫҫӗ. 

– Пурне те хамăрăн вӑйăмăрпа, хамăрăн укҫапа тунӑ. Чи пӗлтерӗшли – кирлӗлӗх пур. Çырла юлмасть те темелле, Хусантан, кӳршӗ регионсенчен те килсе илсе каяççӗ. Районта пурӑнакансем те килеççӗ, ҫырла чечеке ларнӑ чухнех шӑнкӑравлама тытӑнаҫҫӗ. Ыйтакансем нумай, çынсем пирӗн ҫырлапа юратса усӑ курсан, кӑмӑл ҫӗкленет, тата ытларах ӗҫлес кӑмӑл ҫуралать, – тет ҫемье пуҫлăхӗ. 

Иккӗмӗш чарӑну – Мударисовсен хуҫалӑхӗ пулчӗ. Ринат Мударисов – ялăн хисеплӗ аслă çулсенчи çынни, ӗмӗр тӑршшӗпех ялта механизаторта ӗҫленӗ. Ывӑлӗ Азат Хусанта пулсан та, унӑн чунӗ ял пурнӑҫӗпе пурӑнать. Ашшӗ-амӑшӗн килӗнче вӑл пушар сӳнтерме майлаштарнӑ пост йӗркеленӗ. Ҫакна тума вӑл хӑйӗн вӑйӗпе тата хӑйӗн укҫи-тенкипе ӗлӗкхи «Урал» автомашинӑна кӳнӗ, ашшӗ ӑна юсама пулӑшнӑ. Кӑҫал Азат ял тӑрӑхне пулӑшма тепӗр техника – «ДТ-75» трактор – кӳнӗ. Ӑна та ашшӗ юсанă, ятарлă юр тӗрттермелли хатӗрпе тивӗҫтернӗ, хӗлле юр тасатма питӗ кирлӗ пулӗ.

– Эпир тӑван яла час-часах килсе çӳретпӗр. Тӑван ҫӗрӗмӗр хӑтлӑ, илемлӗ, тирпейлӗ пуласси пирӗнтен кашнинченех килет пулӗ, тетӗп. Ҫавӑнпа та манăн пулăшу кирлӗ пулсан, эпӗ телейлӗ, – тет Азат Мударрисов.

Канашлӑвӑн тӗп пайӗ ялти Культура çуртӗнче иртрӗ. Ялӑн аталанӑвӗ, пурнӑҫӗ ҫинчен Кивӗ Кахăрлă ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Рустам Фаткуллин тӗплӗн доклад турӗ. Ял шутне Кивӗ Кахăрлă тата Тутар Тӗкки ялӗсем кӗреҫҫӗ. Кунта 790 ҫын шутланса тăрать, çавсенчен 588шӗ ялта пурăнать. Ӗҫлеме пултаракансем 308 ҫын. Ял тăрăхӗнче пурӗ 458 кил-ҫурт, – тесе паллаштарчӗ вăл.
Рустам Фатыхович каланӑ тӑрӑх, вырӑнти ҫынсем ытларах выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетеҫҫӗ. Харпӑр хушма хуҫалӑхсенче 138 пуҫ мăйракаллă шултра выльăх усраҫҫӗ, вӗсенчен 67шӗ  – ӗнесем. Тӗрлӗ маркӑллӑ 13 трактор шутланса тăрать. Ял тӑрӑхӗнче сӗт тата аш туса илессипе ӗҫлекен «Камараев Раиль Ранилович» хресчен-фермер хуҫалӑхӗ регистрациленнӗ. Хуҫалӑх ӗҫне 5 ҫынна явӑҫтарнӑ.

Ялти тирпей-илем кӗртес ӗҫре ентешӗсем, ял-йыш пулӑшнине туйнине палӑртрӗ ял пуҫлӑхӗ. Юлашки пилӗк ҫулта Кивӗ Кахăрлă ял тӑрӑхӗнче ҫуран ҫӳрекенсен 4 кӗперне юсанӑ. Пограничниксен монументне туса лартнă. Ӑна йӗркелес ӗҫе пуҫараканӗ, йӗркелекенӗ тата спонсорӗ – ҫак ялтан тухнӑ чикӗ ҫарӗсен ветеранӗ Рамиль Асадуллин.

– 2023 ҫулта ял варринче «Ял территорийӗсене комплекслӑ аталантарасси» программӑпа парк, кӳлӗ пулса тӑчӗ, – сӑмахне малалла тӑсрӗ ял пуҫлӑхӗ. – 2024 ҫулта ял совечӗн зданине хута янӑ. 2025 ҫулта «Нурфасих» мечӗте тӗпрен юсанӑ, «Миннулла» мечетӗнче хутса ӑшӑтмалли тата газ оборудованийӗсене улӑштарнӑ, фельдшерпа акушер пунктне юсанӑ. Тӑватӑ масар ҫинче ҫӳп-ҫап контейнерӗсемпе вӗсем валли лаптӑксем, пӗринче –япала упрамалли вырӑн вырнаҫтарнӑ. Кӑҫал 2-мӗш плотинăна юсарӑмӑр, хальхи вӑхӑтра тата тепӗр пӗвене юсасси малалла пырать. Сулăм укçи-тенкипе ҫулсерен ҫул-йӗр строительстви хастар илсе пырăнать. Масар патне ҫитме 800 метр тӑршшӗ ҫул хывнӑ. Ял ӑшӗнче 850 метр тӑршшӗ ҫула асфальт сарнӑ, çакна хушма финанс шучӗпе тума май килчӗ, – терӗ Рустам Фаткуллин.

Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ ял ҫыннисен ӗҫлӗ хастарлӑхне аталантарас, культура, спорт мероприятийӗсем ҫинче те чарӑнса тӑчӗ, малашнехи плансем ҫинчен калаçрӗ. 

Патшалӑх программисем – тӗп пулӑшуҫӑсем

Ӗҫри хастарлӑха ӳстермелли тӗп хатӗр – патшалӑх программисем. Вӗсем ҫинчен Ҫӗпрел районӗн Ӗҫ тӑвакан комитечӗн ертуçин экономика аталанӑвӗпе финанс тата ял хуҫалӑх производстви енӗпе ҫумӗ Ильмир Измайлов тӗплӗн каласа пачӗ. Семинар ыйтусемпе хуравсен формачӗпе иртрӗ.

Ҫӗпрел районӗн пуҫлӑхӗ Марат Гафаров ял тăрăхӗсен пуҫлӑхӗсене чӗнсе каланӑ май, ял ҫыннисене ӗҫпе тивӗҫтермеллине палӑртрӗ. Ҫакӑ ял тăрăхӗсен ертӳҫисен хастарлӑхӗнчен те килет.

– Пирӗн район экономикин никӗсӗ ял хуҫалӑхӗ, ял пурнӑҫӗ пулса тӑрать, ҫавӑнпа та ял çыннисен ӗçри хастарлӑхне йӗркелесси – паянхи кунӑн тӗп тӗллевӗ. Кун валли пур услови те пур, программӑсем ӗҫлеҫҫӗ, пулӑшу тата ку енӗпе направлени кăтартни кӑна кирлӗ, – терӗ вӑл.

Марат Ринатович, паян фермер хуҫалӑхӗсемсӗр пуҫне пахчаҫимӗҫ, улма-ҫырла пахчи ӳстересси – бизнес йӗркелемелли питӗ лайӑх пуҫламӑш пулнине пӗлтерчӗ. «Хăвăн ӗҫӳ пулни – ҫемьене ӑнӑҫлӑ пуласлӑхпа тивӗҫтерени», – терӗ район пуҫлӑхӗ.
Семинар-канашлу пӗтӗмлетӗвӗсемпе районти ял тӑрӑхӗсен рейтингне те палӑртрӗç. 2026 ҫулăн 9 уйӑхри кӑтартăвӗсем тӑрӑх, пӗрремӗш пиллӗкӗшсен шутне Шланка, Аслă Чăнлă, Алешкин-Саплăк, Çӗнӗ Ишлӗ тата Звезда ял тӑрӑхӗсем йышӑнаҫҫӗ.

Мероприяти пилӗк ҫул каялла хывнӑ вӑрман паркне ҫитсе килнипе вӗҫленчӗ. 140 гектар лаптӑклӑ ҫак паркра 1 миллион ытла хунав лартнӑ, пулас вӑрман варринче кӳлӗ чавнӑ, унта пулӑсем янă. Малашлӑхра кунта пурӑнакансемпе хӑнасем валли кану вырӑнӗ – «Тургай» парк – йӗркелеме планлаççӗ. Семинара хутшӑнакансем ял ҫыннисен ӗҫне хисеплесе тата тӑван тӑрӑха ешерме хӑйсенчен пай кӗртес тӗллевпе ҫак кун ҫамрӑк туя хунавӗсем лартрӗҫ.


Нет комментариев