Лару
Районта «Малтисен юхӑмне» аталантарас, районти ачасемпе ҫамрӑксен обществăлла пӗрлешӗвӗсемпе ҫыхӑнса ӗҫлес енӗпе район пуҫлӑхӗ ҫумӗнчи воспитани ӗҫӗсен енӗпе Советăн черетлӗ ларӑвӗ иртрӗ.
Лару ӗҫӗнче Ҫӗпрел муниципаллӑ районӗн пуҫлӑхӗ, воспитани ӗçӗсен енӗпе Советăн ертӳçи Марат Гафаров, унӑн ҫумӗ Айрат Залялов, çутӗç, культурӑпа спорт учрежденийӗсен представителӗсем, шкул директорӗсем, воспитани енӗпе ӗҫлекен советниксем тата пуҫламӑш уйрӑмсен наставникӗсем хутшӑнчӗҫ. Унта ҫитӗнекен ӑрӑва воспитани парас ӗҫре пур тытӑм та пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса ӗҫлемелли пӗлтерӗшлӗ енсене сӳтсе яврӗç.
Ҫӗпрел районӗнчи «Малтисен юхăмӗ» вырӑнти уйрӑмӗн ертӳҫи Раниля Алиуллова ку енӗпе ӗҫ мӗнле пыни, мӗнле кӑтартусем туни çинчен калаçрӗ, малашнехи плансемпе паллаштарчӗ.
– Паянхи кун тӗлне «Малтисен юхăмӗн» районӗпе 30 яхӑн пуҫламӑш уйрӑмӗ пур. Юхӑма районти пӗлӳ паракан учрежденисен вӗренекенӗсемпе наставникӗсене явӑҫтарнӑ. 1 номерлӗ Кивӗ ҫӗпрелӗнчи «Солнышко» ача сачӗпе хастар ӗҫлетпӗр. Хӑйӗн юлашки икӗ ҫулӗнче вӑл «Ур-ра, яла!» проекта ултӑ ялта пурнăçларӗ. Ку енӗпе малалла та ӗç илсе пырăнӗ,– терӗ вӑл.
«Малтисен юхӑмӗн» организацийӗсем уйрӑмах хастар ӗҫ илсе пынă Кивӗ Чукал тӗп пӗлӳ паракан шкулăн наставникӗ Лилия Ахметова тата Упи вӑтам шкулӗн педагог-йӗркелӳҫи Елена Сердцева, ҫавӑн пекех, 1 номерлӗ «Солнышко» ача сачӗн заведующийӗ Елена Нуртдинова хӑйсен ӗҫӗ-хӗлӗ тата тунӑ ҫитӗнӗвӗсем ҫинчен каласа пачӗҫ.
Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров ларӑва пӗтӗмлетнӗ май, ҫамрӑксемпе тытӑмлӑн ӗҫлени пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртрӗ.
– Организацисем пӗрле, пӗр шухӑшлӑ, системӑллӑ ӗҫлесен кӑна пысӑк кӑтартусем тума пулать, – терӗ вӑл.
Юхӑма аталантарас ӗҫре тухӑҫлӑ ӗҫ илсе пынăшăн Ҫӗпрел муниципаллӑ район пуҫлӑхӗн Тав ҫырӑвӗсене Лилия Ахметована, Елена Сердцевӑна пачӗҫ.
Унсӑр пуҫне «Малтисен юхăмӗ» конкурса хастар хутшӑннӑшӑн Тав ҫырӑвӗсене Кивӗ Çӗпрелӗнчи нумай профильлӗ лицей тата Матак вӑтам шкулӗ тивӗçлӗ пулчӗç.
Нет комментариев