Социаллă пулăшу
Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем социаллӑ фонд центрӗсенче сывлӑхӗсене тӳлевсӗр ҫирӗплетме пултараҫҫӗ.
Социаллӑ фондӑн Тутарстан Республикинчи уйрӑмӗ сиплев вырӑнӗсене кайма тата каялла таврăнма тӑкаксене туллин саплаштарать. Санаторипе курорт сиплевӗ – 21 куна, медицина реабилитацийӗ – 23 куна тӳрӗ килет. Ҫак майсемпе ҫар ҫыннисен хушшинчен вӑрҫӑ ветеранӗсем медицина кӑтартӑвӗсемпе, ҫавӑн пекех, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ тапхӑрта тивӗçӗсене пурнӑҫлама хӑйсен ирӗкӗпе контрактсем тунӑ граждансем усӑ курма пултараҫҫӗ.
Фондӑн реабилитаци центрӗсенче санаторипе курорт направленийӗпе ҫулталӑкра пӗр хут медицина реабилитацийӗ енӗпе врач комиссийӗн кӑтартӑвӗсемпе килӗшӳллӗн сипленме май пур. Медицина реабилитацийӗ организм функцийӗсен йывăр чирӗсем, сурансем тата операцисем хыҫҫӑн сыплеве шута илет. Кашни пациент валли реабилитаци врачӗсем чирлӗ ҫыннӑн сывлӑхне тата ҫухатнӑ функцисене шута илсе, уйрӑм программа суйлаҫҫӗ.
Санаторипе курорт сиплевӗ вара, сывлӑха ҫирӗплетме тата чир-чӗртен сыхланма пулӑшать. Раҫҫей Социаллӑ фонда пăхăнса тăракан пилӗк федераллӑ округра вырнаҫнӑ 12 реабилитаци центрӗ пур. Вӗсене хальхи вӑхӑтри клиникӑпа диагностика, медицина тата реабилитаци оборудованийӗпе тивӗҫтернӗ. Ҫакӑ, тӗрлӗ методикӑсемпе усӑ курма, ҫавӑн пекех тӗревпе хускану аппарачӗ суранланнипе, сывлав органӗсем тата перифери нерв системи сиенленнипе ҫыхӑннӑ профильсем енӗпе пулӑшу пама май парать.
Реабилитаци центрӗсенче сипленме заявление «Госуслуги» портал урлӑ Социаллӑ фондӑн Тутарстан Республикинчи уйрӑмӗн клиент службисене е нумай функциллӗ центрсене пама пулать. Заявлени ҫумне медицина докуменчӗсене: медицина реабилитацийӗ валли – 057/у формӑллӑ путевка, санаторипе курорт сиплевӗ валли – 070/У формӑллӑ справка хушмалла.
«Заявление йышӑннӑ хыҫҫӑн Фонд уйрӑмӗн ӗҫченӗ ятарлӑ ҫар операцийӗн ветеранӗпе ун валли меллӗ датăна, ҫавӑн пекех сиплев профилӗ енӗпе центра суйласа илет. Сиплев пуҫланиччен икӗ эрне маларах ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнаканӑн пурӑнмалли вырӑнти терапевт патне санаторипе курорт карттине хатӗрлеме тепӗр хут каймалла пулать», – тет Социаллă фондӑн ТР уйрӑмӗнчи управляющийӗ Эдуард Вафин.
Нет комментариев