Ҫӗнтерӳ патне  шанчăклă утӑмсемпе
Хыпарсем

Ҫӗнтерӳ патне шанчăклă утӑмсемпе

Пирӗн пӗрлехи тивӗҫ – ҫӗршывăмăрпа пӗрле пуласси тата Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлекен каччăсене пулӑшасси

Ҫак пархатарлӑ ӗҫре Ҫӗпрел çыннисем, предпринимательсемпе волонтерсем пӗрлехи вăйпа, мӗн кирлине йӑлтах тӑваҫҫӗ.

Ҫак кунсенче тата тепӗр пысӑк та пӗлтерӗшлӗ ӗҫ туса ирттерчӗç. Районти Культура çуртӗнче «Çӗнтерӳ патне шанчӑклӑ утӑмсемпе!» тенӗ ыр кӑмӑллӑх марафонӗ иртрӗ. Ку вӑл ятарлӑ ҫар операцийӗнчи каччăсене пулӑшас тӗллевлӗ пысӑк пулӑшу.
Ҫак ырӑ ӗҫе район шайӗнче ирттерме «Огонек доброты» волонтер пӗрлешӗвӗн ертӳҫин Альфия Азизован пайӗ пысӑк. Мероприяти тӑваттӑмӗш хут иртрӗ.

Ыр кӑмӑллӑх мероприятийӗ яланхи пекех икӗ пайран тăчӗ. Культура мероприятийӗ пуҫланас умӗн хӑнасем фойере хатӗрленӗ «Огонек доброты» пӗрлешӗвӗн ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашма пултарчӗҫ. Унтан та ытларах, пӗрлешӳ ӗҫне те хӑйсенчен пай кӗртрӗç: маскировка сеткисем ҫыхма, окоп ҫуртисем тума вӗренчӗҫ. Сцена ҫинче пултарулӑх коллективӗсем, çутӗç учрежденийӗсен, районти пенсионерсен союзӗн представителӗсем, шкул ачисем юрӑсем юрларӗç, сӑвӑсем каларӗç, ташӑ номерӗсем пулчӗç. Вӗсенчен кашниех патриотизм чун-хавалӗпе витӗннӗ. Марафонран пухăннӑ укҫа-тенкӗ çар çыннисем валли кирлӗ япала-хатӗрсем пухма  кайӗ.

Марафон ӗҫне район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров та хутшӑнчӗ. Вӑл ҫар ҫыннисене пулӑшнӑшӑн тав сӑмахӗ каларӗ, ҫӗнтерӳ вӑйсен пӗрлӗхӗнче кӑна пулма пултарнине палăртрӗ. Район пуҫлӑхӗ хӑюллӑ ывӑлсем ҫитӗнтернӗ ашшӗ-амӑшӗсене те тав сăмахӗсем каларӗ. Ҫар ҫыннисене пулӑшу пама тата гуманитари пулӑшӑвӗ пухма хутшӑннӑ район ҫыннисене Тав ҫырӑвӗсемпе хавхалантарчӗ.

Аса илтеретпӗр, «Огонек доброты» волонтерсен пӗрлешӗвӗ 2023 ҫулхи январь уйӑхӗнче ӗҫлеме пуҫланăччӗ. Вӗсем окоп ҫуртисем тӑваҫҫӗ, маскировка сеткисем ҫыхаҫҫӗ, гуманитари пулӑшӑвӗ пухас ӗҫе хастар хутшӑнаҫҫӗ. Пӗрлешӳ ертӳҫи Альфия Азизова пулăшăва çар çыннисем патне ӑсатма хӑй те хутшӑнать.

Пӗрлешӗве районти «Пăшăрхану» пулӑшу кăтартакан центрăн специалисчӗсем, çавӑн пекех, Упи, Хулаçырми, Матак, Аслă Чăнлă ялӗсенче ӗҫлекен волонтерсен ушкӑнӗсем хастар пулӑшаҫҫӗ.

– Пӗрле чухне ҫеҫ эпир вӑйлӑ, пӗрле эпир – ҫӗнтерӳ патне шанчӑклӑ утӑмсемпе çитӗпӗр, – терӗ Альфия Азизова ырӑ ӗҫре пулӑшакансене пурне те тав туса.

 


Нет комментариев