Кивӗ Упи ялӗнче пурӑнакан Лидия Петровна Куракина хӑйӗн 90 ҫулхи юбилейне паллӑ турӗ
Лидия Петровна Куракина Кивӗ Упи ялӗнче хресчен ҫемйинче ҫуралса ӳснӗ. Ашшӗ вӑрҫӑ пуҫлансан фронта тухса каять, амӑшӗ виҫӗ ачипе пӗччен тӑрса юлать. Ҫавӑнпа Лидия Петровна амӑшӗн тӗп пулӑшуҫи пулса тӑрать, ҫемьере ачасенчен асли пулнӑ май, амӑшӗ ӗҫре чухне пӗртӑванӗсене пăхать.
Лидия Петровна 8 ҫул тултарсан шкулта вӗренме пуçлать. Вӑл ҫав ҫулсенче ача-пӑча нумай тата пӗр вӗренекен пуҫне пӗрер тетрадь кăна пулни, ҫав тетрадь ҫине пур предметпа та ҫырни, вулама-ҫырма вӗренни çинчен аса илсе калаçрӗ. Вӑрҫӑ ачи пулнă май, унӑн выҫлӑхне те, нуши-тертне те нумай тӳсме тивнӗ. Ашшӗ фронтран таврӑнсан вӗсен пурнӑҫӗ майлашăнса каять.
Лидия Петровна ялти пуҫламӑш шкултан вӗренсе тухать, унтан пӗр ҫул Хурăнвар-Шăхаль шкулӗнче пӗлӳ илет. 15 ҫулта вӑл Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнчи «Победа» ҫӗвӗ цехне каять. Малтанласа вӗренекен пулнă май, унтан ҫӗвӗҫӗ пулса ӗҫлеме пуçлать. Упи ялӗнче ҫӗвӗ эртелӗ уҫнӑ хыҫҫӑн, çавăнта куҫать. Тӗп ӗç хыҫҫӑн, каҫсерен, килте заказпа костюмсем ҫӗлет. Унсӑр пуҫне ялти шкулта 10 ҫул пӳлӗмсене тирпейлекен пулса вӑй хурать. Тивӗҫлӗ канӑва тухиччен Лидия Петровна колхозра ӗҫлет, сахӑр чӗкӗнтӗрӗ ӳстерет.
Пӗр ял ҫыннипе Анатолий Васильевичпа пӗрле ҫемье ҫавӑрса, ултӑ ача пăхса ӳстернӗ. Паян Лидия Петровнан 12 мӑнук тата икӗ кӗçӗн мӑнук пур.
Лидия Петровна хальхи вӑхӑтра кӗҫӗн ывӑлӗн Юрийӗн ҫемйипе тата кинӗпе Венерапа пурӑнать. Кашни кун унăн ачисемшӗн, мӑнукӗсемшӗн, тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисемшӗн кӗлтунинчен пуҫланать. Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан ҫар ҫыннисем валли вăл ҫӑм нускисем те ҫыхать.
2023 ҫулта «ТР халӑхӗсен наци культурисемпе йӑли-йӗркине упракан ветерансем» районти конкурса хутшӑнса, 1-мӗш вырӑна çӗнсе илет. Вӑл мӗн ачаранах асламăшӗнчен тата амăшӗнчен станокпа пир тӗртмелли вӑрттӑнлӑхсене вӗренсе ӳсет, ҫак ӑсталӑха хӑйӗн кинне Наталья Николаевнана тата мӑнукӗсене те парать.
Ӗҫ ветеранне сумлă юбилей ячӗпе саламсем йышӑнчӗ. Район пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алексей Ярухин тата Упи ял тӑрӑхӗн представителӗ Галина Федорова ӑна парнесем пачӗҫ.
Нет комментариев