Ачасемшӗн ҫӗнӗ майсем
Хыпарсем

Ачасемшӗн ҫӗнӗ майсем

Районта ачасен ҫӗнӗ культурӑпа ҫутӗҫ центрӗ уҫӑлчӗ

Çӗнӗ центра районти библиотека системин никӗсӗ ҫинче йӗркеленӗ. Ҫакна федераци проектӗнче ҫӗнтернипе тума май пулнă.

Ачасен культурӑпа ҫутӗҫ центрӗсем культура учрежденийӗсене, библиотекӑсене, музейсене ҫӗнетме тата унта халӑха ытларах явӑҫтарма тӗллев лартнӑ. Анлӑ ҫӗнӗлӗх республикӑри 7 районта пурнӑҫланать, вӗсенчен пӗри – Ҫӗпрелӗнче! Центр «Çемье хаклӑхӗсемпе культурин инфратытӑмӗ» федераци проекчӗпе килӗшӳллӗн пурнӑҫланать.

Ҫӗнӗ центрта хальхи вӑхӑтри улшӑнусем пулса иртнӗ, ачасемпе ӗҫлеме пур майсене те туса панă. Пурлӑхпа техника базине ҫӗнетнӗ. Тӗп тӗллев – культурӑна, пултаруллӑха пур ӳсӗмри ачасемшӗн те юрӑхлӑ, ӑнланмалла тата интереслӗ тӑвасси. 

Ачасен культурӑпа ҫутӗҫ центрӗнче виҫӗ ҫул-йӗр пӑхса хӑварнӑ. «Иртни», «Хальхи» тата «Пуласлӑх» урлӑ ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑхӗсене пурнӑҫа кӗртме, вӗсен творчествăлла хăнăхăвӗсене ӳстерме интерактивлӑ-пултарулӑх лаптӑкӗ туса хунӑ. 

Территори те меллӗ вырăнта: 1 номерлӗ Кивӗ Ҫӗпрел вӑтам шкулне хирӗҫ (Раҫҫей Социаллӑ фончӗн Ҫӗпрел районӗнче Тутарстан Республикинчи клиент службин (уйрӑм правипе) зданийӗн иккӗмӗш хучӗ) вырнаçнă.

– Ҫакӑн пек центр республикӑра чи малтан пирӗн районта уҫӑлни савӑнтарать. Кунта ачасен пултарулӑхне аталантарма тата вӗсене вулама юратма вӗрентме пур май та пур, – тесе палӑртрӗ центра уҫнӑ май район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров.

Мероприятире Хусантан килнӗ хисеплӗ хӑнасем: Наци библиотекин наукӑпа методика пайӗн тӗп библиотекарӗсем Зайнап Замалиевапа Рамзия Гаязова, çавӑн пекех, республикӑри ҫамрӑксен библиотекин директорӗн ҫумӗ Наталья Семенова хутшӑнчӗҫ.

Хӑнасем Ҫӗпрел районӗнчи библиотекăсен ӗҫ-хӗлне пысӑка хурса хакларӗҫ, грантсем çӗнсе илессипе тата конкурссенче ҫӗнтерессипе пысӑк ӗҫ пурнăçланине палӑртрӗҫ. Тӗслӗх вырӑнне, Кӗҫӗн Чăнлă ялӗнче модель библиотеки уҫӑлнине те каласа иртрӗç, малалла та ăнăçусем сунчӗҫ.

Центра ҫӗнетес енӗпе Ильнур Тимергалиев ертсе пыракан «Тимерхан» общество пысӑк ӗҫ тунӑ. Центрӑн проекчӗпе дизайн-концепцине директорӑн ачасемпе ӗҫлекен ҫумӗ Наталия Михайлова хатӗрленӗ.

Уҫнӑ май парнесем те пачӗҫ. Библиотека ӗҫне аталантарас, кӗнеке вулассине популярлă тăвас, проекта пурнӑҫа кӗртес ӗҫе пысӑк пай кӗртнӗшӗн Тутарстан Республикин культура министрӗн Тавӗпе директорӑн ачасемпе ӗҫлекен ҫумне Наталия Михайлована чысларӗç. Район пуҫлӑхӗн Тав ҫырӑвӗсене ачасен библиотекин библиотекарьне Светлана Пурловӑна тата комплектовани пайӗн ертсе пыракан библиотекарьне Наталья Мартынована пачӗҫ.

Районти тӗп библиотекăн директорӗ Гульфия Яфизова:

– Ачасен культурӑпа ҫутӗҫ центрӗ – вырӑн кӑна мар, ачасене пур енлӗн аталантармалли хальхи площадка. Ку вӑл ҫитӗнекен ӑрӑвӑн пултарулӑхне аталантарма пулӑшакан пысӑк инвестици. Çӗнӗ центрăмăрта кашни ачана, ашшӗ-амӑшне ырă сунса кӗтетпӗр!

Справка

2026 ҫул вӗҫленнӗ тӗле Раҫҫейӗн 75 регионӗнче библиотекӑсен, музейсен тата культурӑпа кану учрежденийӗсен никӗсӗ ҫинче ҫакӑн пек 300 яхӑн ачасен культурӑпа ҫутӗҫ центрӗ уҫӑлӗ.


Нет комментариев