Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан паттӑрсен ҫывӑх ҫыннисене патшалӑх наградисене пачӗç
Мероприятире паттӑрсен ашшӗ-амӑшӗсем, ачисем, ҫар юхăмӗн ветеранӗсем, юнармеецсем, организацисен представителӗсем хутшӑнчӗҫ.
– Паян ентешӗмӗрсем Тӑван ҫӗршыв чиккисене хӳтӗлеҫҫӗ. Пирӗн ҫар ҫыннисем, сирӗн ывӑлӑрсем – чӑн-чӑн геройсем, – терӗ районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов.
Пӑва тата Ҫӗпрел районӗсенчи ҫар комиссарӗ, подполковник Радик Тухфатуллин арҫынсен тӗллевӗ – яланах çӗршывăмăра, ҫемйине хӳтӗлесси пулнине палӑртрӗ. Паттӑр ывӑлӗсене пӑхса ӳстернӗ ашшӗ-амӑшӗсене тав турӗ.
Мероприятие ентешӗмӗр Николай Васильевич Калашников хӑй хутшӑнчӗ. Ӑна «Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан» медаль пачӗç.
Ҫав кунах Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Указӗпе Алешкин-Саплăк ялӗнчи Никита Борисович Кудряшовӑн (вилнӗ хыҫҫӑн) II степеньлӗ «Çар паттӑрлӑхӗшӗн» тата «Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан» медальсене унӑн ашшӗ-амӑшне: Ирина Васильевнапа Борис Васильевич Кудряшовсене пачӗç.
Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнчи Ильнур Давлетзянович Яфизовӑн (вилнӗ хыҫҫӑн) «Паттӑрлӑхшӑн» медальне унӑн хӗрӗ Дина тата ашшӗпе амӑшӗ илчӗç.
Паттӑрсене пӗр минут шӑп тӑрса аса илчӗç.
– Ывӑлăмăр Никита ҫемьере тӑваттӑмӗш ача. Тетӗшӗ, кӗрӳсем те ҫар ҫыннисем. Тен, ҫавӑнпа та пулӗ вăл ҫар службине кăмăлларӗ. Ҫарта пулнӑ хыҫҫӑн, Владивостока службӑна малалла тӑсма кайрӗ. Унтан ятарлӑ ҫар операцийӗ валли боеприпассем турттарчӗ. Службăна юратса пурнӑҫларӗ. Яланах: «Лӑпланӑр, эпӗ сире сыхлатӑп», – тетчӗ. Ачана ҫухатнине тӳссе ирттерме йывӑр. Ывӑлăмăршăн питӗ тунсӑхлатпӑр, – тет Борис Кудряшов ывӑлне аса илсе.
– Ашшӗ-амăшӗсен хуйхă курмалла ан пултăрччӗ. Каччăсем хӑйсен ҫемйисем патне чиперех таврӑнччӑрччӗ, – терӗҫ Ильнур Яфизовӑн ашшӗпе амӑшӗ.
Нет комментариев