Раҫҫейре грипп сезонӗ ноябрь-декабрь уйӑхӗсенче палăрать
Хӗллехи сезон пуҫлансан, гриппа ОРВИ профилактики тӗп темӑсенчен пӗри пулса тӑрать. Паян шӑнса пӑсӑласран, грипран сыхланасси чылайӑшӗшӗн уйрӑмах актуаллă. Районти тӗп больницăн врачӗпе Ильназ Науметовпа ҫавӑн ҫинчен калаҫрӑмӑр та эпир.
– Ильназ Фаритович, чылайӑшӗ грипа питӗ вăйлă шӑнса чирлени тесе шутлать. Ку чӑнах та ҫапла-и? Унӑн çын организмӗшӗн тӗп хӑрушлӑхӗ мӗнре
– Грипп чирӗ ҫинчен ҫапла шухӑшлани, ун ҫине ҫӑмӑлттайла пӑхни – питӗ пысӑк йӑнӑш. Грипп – вируслӑ йывӑр инфекци, вӑл сасартӑк пуҫланать: температура 39-40 градус таран хӑпарать. Пуҫ хытӑ ыратать, пӗтӗм ӳт-пӳ сурать, вӑйсӑрлӑх. Ҫак симптомсем ҫумне каярах сунас тата ӳслӗк хутшӑнма пултарать. Грипп хӑй мар, вӑйсӑрланнӑ ҫынсен ӳпке шыҫҫи, бронхит, чӗре тата пӳре чирӗсем ҫивӗчленнипе те хӑрушӑ. Ку уйрӑмах ватӑсемшӗн, пӗчӗк ачасемшӗн, йывӑр ҫын хӗрарӑмсемшӗн тата вӑраха кайнӑ чирсемпе аптӑракансемшӗн хӑрушӑ. Хӳтӗленмелли чи шанчӑклӑ меслет – вакцина тутарни.
– Кашни ҫулах прививка тумалла-и?
– Ҫапла. Грипп вирусӗ хӑвӑрт улшӑнать, пӗлтӗрхи иммунитет кӑҫал хӳтӗлемесен те пултарать. Пӗтӗм тӗнчери сывлӑх сыхлав организацийӗ (ВОЗ) вакцина йышне ҫулсерен ҫӗнетет. 2026/27 сезонӗнче виҫӗ валентлӑ вакцинӑсем сӗнеҫҫӗ. Роспотребнадзор кӑҫал виҫӗ компонентлӑ йыша ҫӗнетнӗ.
– Чи малтан кама прививка тутарни кирлӗ?
– 2 ҫула ҫитмен ачасене, аслисене, вӑраха кайнӑ чирлисене, медицина ӗҫченӗсене, вӗрентӳпе пулӑшу сферинче ӗҫлекенсене, вӗренекенсене, студентсене, йӗркеленӗ коллективсене ҫӳрекенсене.
– Йывӑр ҫын тата кӑкӑр ӗмӗртекен хӗрарӑмсене вара..?
– Йывӑр ҫынсене инактивациленӗ вакцина тутарма пулать. Йышӑнӑва врач уйрӑммӑн йышӑнать. Кӑкӑр ӗмӗртекен амӑшӗсен те прививка тутармалла: вӑл амӑшне те, ачине те хӳтӗлет. Йывӑр ҫын пулма палӑртакансене те прививка тума сӗнеҫҫӗ.
– Прививкӑна ӑҫта тутарма пулать?
– Прививкӑна районта пурӑнакан кашни ҫын тӳлевсӗр тутарма пултарать. Ҫакна районти тӗп больницӑра, ялти фельдшерпа акушер пункчӗсенче тума пулать. Прививка тутарма кая юлман-ха. Иммунитет икӗ эрнене яхӑн йӗркеленет, ҫавӑнпа чир-чӗрӗн йӑлана кӗнӗ пикӗ пуҫланиччен ӗлкӗрни лайӑхрах.
– Ҫын прививка тутарма ӗлкӗреймен е тутарас темен пулсан? Кулленхи пурнăçра, ӗҫре, шкулта чирлес мар тесен мӗнле ансат правилӑсем пулӑшӗҫ?
– Паллах, профилактика мерисен пӗтӗм пуххи пур: алла супӑньпе час-часах ҫума, маска тӑхӑнма сӗнеҫҫӗ. Анчах асра тытăр: маска 2-3 сехетрен хӑйӗн тухӑҫлӑхне ҫухатать, ун хыҫҫӑн ӑна улӑштармалла. Пӳлӗмсене уҫӑлтарма сӗнеҫҫӗ. Кил-ҫуртри хатӗрсене, ӗҫ вырӑнне нӳрӗ тряпкăпа сӑтӑрмалла.
– Тавтапуҫ калаҫушӑн!
Нет комментариев