Анат Чакă шкулне Хади Атласи ятне парӗҫ
Комисси ларăвӗнче
Историк, педагог, тӗн тата общество деятелӗ, ҫутта кӑларакан Хади Атласи – интереслӗ, пуян та вӗрентӳллӗ пурнăç çулӗ иртнӗ ҫын.
Районти Ӗҫ тӑвакан комитетра муниципалитетра ҫуралса ӳснӗ паллӑ ҫынсене ӗмӗрлӗхе асра хӑварас ыйтусемпе ӗҫлекен комиссийӗн ларӑвӗ иртрӗ. Кун йӗркинче Анат Чакăри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкула Хади Атласи (Мухаммед-Хади Мифтахутдинович Атласов) ятне парасси çинчен ыйтăва пăхса тухрӗç.
Комисси ертӳҫи, районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫин ҫумӗ Айрат Залалов ҫак сӗнӳ Анат Чакă ялӗнче пурӑнакансенчен килнине тата кӑҫал Хади Атласи ҫуралнӑранпа 150 ҫул ҫитнине палӑртса иртрӗ.
Ҫак датăпа çыхăннă май, Тутарстан Республикин Министрсен Кабинечӗн 2025 ҫулхи июлӗн 1-мӗшӗнчи хушӑвӗпе йӗркелӳ комитечӗ те йӗркеленчӗ, ҫулталӑк хушшинче ирттермелли мероприятисен планне ҫирӗплетрӗç.
Палӑртмалла: Хади Атласи ячӗ район, ял ҫыннисен асăнче упранса юлнӑ. 2011 ҫулта Анат Чакă ялӗнче шкул фасачӗ ҫине асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ. 2023 ҫулта вара ученăйсем хутшӑннипе наука конференцийӗ ирттернӗ. Шкул музейӗнче Хади Атласин харпӑр япалисем, докуменчӗсемпе кӗнекисем упранаҫҫӗ, ҫав шутра араб чӗлхипе раритетлӑ кӑларӑм тата ҫемье реликвийӗ – ҫӗвӗ машини.
Кӑҫалхи юбилей кунӗ тӗлне Хади Атласин скульптурине тӑвас ӗҫсем пуҫланнӑ. Вӑл шкул территорийӗнче вырнаҫӗ. Октябрӗн 9-мӗшӗнче наука конференцийӗн мероприятине те ирттерме палӑртнӑ. Историе, чӗлхене тата культурӑна упрас ӗҫе ентешӗмӗр Альберт Кашапович Шигабутдинов та пысӑк пай кӗртнине палăртса хăвармалла.
Комисси ларӑвӗнче пӗр саслӑн Анат Чакă шкулне Хади Атласи ятне пама йышӑнчӗç.
Справка
Хади Атласи, тӗрӗссипе вара Мухамет-Хади Атласов, 1876 çулхи августăн 29-мӗшӗнче Чӗмпӗр кӗпӗрнинчи Пӑва уесӗнчи Кивӗ Чакă ялӗнче ҫуралнӑ. Унӑн ашшӗ Мифтахутдин мулла пулнӑ, амӑшне Сарвижамал тесе чӗннӗ.
Пуҫламӑш пӗлӗве вӑл ашшӗ ертсе пыракан шкулта илет, унтан Пăва медресинче малалла вӗренет, унта араб, перси тата турккӑ чӗлхисене алла илет. Хӑй тӗллӗн вырӑс чӗлхине вӗренет. Хӑй хыҫҫӑн нумай наука çырăвӗсем хӑварать.
1895 ҫулта Сеитов слободинче (Оренбург ҫывӑхӗнче) учительсен педагогика курсӗсене вӗренме кӗрет. Курссене 1898 ҫулта пӗтерсен, Пăвана таврӑнать. Мусульмансен Тӗн управленийӗнче Хади Атласи имампа мударрис должноҫӗшӗн экзаменсем парать, 1903 ҫулхи май уйӑхӗнче ăна Самара кӗпӗрнинчи Бугульма уесӗнчи Альметьевское ялне ҫак должноҫа илсе пыма чӗнеççӗ.
Хӑйӗн идейисемшӗн тата тутар халӑхӗшӗн шанчӑклӑ ӗҫлесе пурӑннине пула ӑна 4 хутчен тӗрмене хупса лартаççӗ. Юлашки хут ирӗке тухаймасть. 1958 ҫулхи май уйӑхӗнче СССР Верховный Сучӗн Ҫар коллегийӗн йышӑнӑвӗпе преступлени составӗ пулман сăлтавпа реабилитацилеççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев