Анат Чакă ялӗнче – «Тӑван ен» кунӗ
Мӗн авалтан ял ҫыннисем пӗрлӗхлӗ пулнипе, уявсене хаваслӑ йӗркелеме пӗлнипе палӑрса тӑнӑ
Районта наци уявӗсем – Сабантуйсем, Акатуй кӗрлесе иртнӗ хыҫҫӑн, ял кунӗсене ирттерес йӑла та пур. Анат Чакă ялӗнче пурӑнакансем ҫак уява чи малтан паллӑ тӑваҫҫӗ. Унӑн ятне те «Тӑван ен» кунӗ тенӗ вӗсем.
Анат Чакă ялӗ хӑйӗн тӗлӗнмелле ҫутҫанталӑкӗпе нумайӑшне илӗртет. Ун таврашӗнчи вӑрмансемпе уй-хирсем уйрӑмах илем кӳреҫҫӗ, ял варринче вырнаҫнӑ храм унӑн «чӗри» пекех туйӑнать.
Ял уявне Анат Чакăра ирттересси те 2014 ҫултанпа тӗп спонсор – Олег атте пуҫарнипе, пулӑшнипе пурнăçланать.
Ял ҫыннисене ырӑ сунса, районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов килнӗччӗ, вӑл вӗсене уяв ячӗпе саламларӗ.
– Тӑван ял кунӗ – чи хаклӑ, чи пысӑк уяв. Вӑл кашнинех пӗрремӗш хут утса кайнă, «анне» сӑмаха каланă тата ыттичун-чӗрере сыхланнă чи ҫывӑх пурнăçри самантсене çӗнетет, вӗсене асра тытмаллине аса илтерет. Йӑла-йӗркесене, традицисене, чӗлхене упраса хӑварса, ҫаксене пурне те пулас ӑрусене парса пыни пӗлтерӗшлӗ, – терӗ Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи.
Уявра мероприятие ирттерес енӗпе пуҫаруçăна Олег аттене тата пулӑшакансене пурне те тав сӑмахӗсем каларӗҫ. Чи пысӑк чыс, паллах, ентешӗмӗрсене – паян ҫӗршывăмăрăн хуралӗнче тӑракан ҫар ҫыннисене тата вӗсен ҫывӑх ҫыннисене пулчӗ.
– Паянхи уява тӑнӑҫ тӳпешӗн кӗрешекен район çыннисемсӗр пуçне, тума та май пулмӗччӗ, – тесе пӗлтерчӗ Рустам Мухаметзянов.
Ертӳçӗ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗпе Артем Солдатовпа пӗрле кӑҫалхи уява пурлӑх пулӑшӑвӗ панисене Хисеп хучӗсемпе чысларӗ.
Хӑйӗн тӗлӗнмелле илемӗпе илӗртекен ҫутҫанталӑкӗсӗр пуҫне ҫак ялӑн тӗп илемӗ – унӑн пултаруллӑ, ӗҫчен ҫыннисем. Уявăн культура пайне хатӗрленӗ ансамбльсем, музыка коллективӗсем уйрӑмах илем кӳчӗҫ. Ҫавӑн пекех, Шупашкар хулинчен килнӗ эстрада артисчӗсем те нумай юрӑ шӑрантарчӗç.
Уяв спорт вӑййисемпе малалла тӑсӑлчӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсем пурте хаклӑ парнесем илчӗҫ.
Библиотекарь Владимир Токмаков, «Хӗлхем» халӑх ансамблӗн представителӗ:
– Пире туслӑх пӗрлештерет. Уявсене эпир хаваспах ирттеретпӗр, тутар-мишер кӳршӗсемпе килӗштерсе пурӑнатпӑр!
Зульфия Нуртдинова, Анат Чакă ялӗ:
– Ял тӑрӑхӗнче мӗн ӗлӗкрен ӗҫ нумай. Çакăн пек мероприятисем ял ҫыннисене кӑштах та пулин канма май параҫҫӗ. Уява ирттерме пурлӑхпа укҫа-тенкӗ енчен пулӑшу панӑ ырӑ ҫынсене пысӑк тав.
Ялăн историйӗ
Анат Чакă район центрӗнчен кăнтăр-хӗвел анăçӗ еннерех 24 ҫухрӑмра, Аслă Якла юханшывӗн сылтӑм енче вырнаҫнӑ. 1647 ҫултан пулса кайни (тепӗр версипе – 1666 ҫултан) паллӑ.
XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче ялта 3 мечӗт, мадрасе, арман ӗҫленӗ.
1920 ҫулччен Чӗмпӗр кӗпӗрнинчи Пӑван уездӗн Хулаçырми вулӑсне кӗрет. 1920 ҫултан ТАССРăн Пăва кантонӗнче. 1930 çулхи августăн 10-мӗшӗнчен Çӗпрел, 1963 ҫулхи февралӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа Пӑва, 1966 ҫулхи декабрӗн 30-мӗшӗнчен пуҫласа Ҫӗпрел районне кӗрет.
1930 ҫулта «Горняк» колхоз йӗркеленет (пӗрремӗш председателӗ – Н.Мударрисов). 1933 çулта Разумов ячӗллӗ колхоз, 1950 ҫулта – Фрунзе ячӗллӗ колхоз (Анат Чакă ялӗ) пулса улшăнать. 1994 ҫултан – Фрунзе ячӗллӗ коллективлӑ предприяти, 1995 ҫултан – «Марс» хресчен хуҫалӑхӗсен Ассоциацийӗ, 2007 ҫултан – «Фрунзе» тулли мар яваплӑ общество.
1936 ҫулта ялта пуҫламӑш шкул уҫӑлать, 1938 ҫулта – ҫичӗ çуллăх, 1961 ҫулта – сакӑр ҫул вӗренмелли, 1967 ҫулта – вӑтам шкул пулса улшăнать.
1992 ҫулта ҫӗнӗ здани туса лартаççӗ, тавра пӗлӳ музейӗ туса хураççӗ (унта ялпа ял историне, культурине, пурнӑҫне халалланӑ 1113 экспонат, ҫав шутра ял таврашӗнче тупнӑ мамонтăн асав шӑлӗсем).
2011 ҫулта шкул ҫурчӗ ҫине тутарсен чаплӑ обществӑпа тӗн деятелӗ, историкӗ Х.Атласи ячӗпе асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ. 2025 ҫултанпа Культура çурчӗ ТАССР искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ, ТССР халӑх артисчӗ Рафаэль Ильясов ячӗпе хисепленсе тăрать.
Паллӑ ҫыннисем:
М. К. Абульханов – монтажниксен бригадирӗ, Ӗҫ Мухтавӗн, Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденӗсен кавалерӗ;
Х.М. Атласи – историк, педагог, тӗн тата общество ӗҫченӗ, II Патшалӑх Думин депутачӗ;
Р.З.Ильясов (1939 çулта çуралнă) – юрӑҫ (тенор), музыка ӗҫченӗ, ТАССР тава тивӗҫлӗ искусство ӗҫченӗ, ТССР халӑх артисчӗ;
И. Х. Мударисов – ӑсчах-математик, физикӑпа математика наукисен кандидачӗ, профессор, ТР тава тивӗҫлӗ учителӗ, РФ аслӑ професси пӗлӗвӗ парас енӗпе Хисеплӗ ӗҫченӗ;
А.Н.Хайрутдинов (1924-2017) – виолончелист, музыковед, педагог, ТАССР тата РСФСР искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗçченӗ, искусство наукисен кандидачӗ, профессор, Хусан консерваторийӗн хисеплӗ профессорӗ, Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ, 1-мӗш степеньлӗ Тӑван ҫӗршывӑн, Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр, «Тутарстан Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденсен кавалерӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев