398 Çӗпрел ҫыннине – вăрçă тата тыл ветеранӗсене юбилей медалӗ пачӗҫ
Хыпарсем

398 Çӗпрел ҫыннине – вăрçă тата тыл ветеранӗсене юбилей медалӗ пачӗҫ

Ҫак эрнере патшалăх парнисене Кивӗ Кахăрлă, Кивӗ Чукал, Кивӗ Шемӗршел, Анат Чакă, Кивӗ Çӗпрел ял тӑрӑхӗсенче пурӑнакан тыл ветеранӗсем илчӗç.

Медаль парассишӗн ертӳҫӗсем кашни ватӑ ҫын патне килӗсене кайрӗç. Вӗсен сывлӑхӗпе, кулленхи пурнӑҫӗпе, тыл ветеранӗсен проблемисемпе интересленнӗ, ыйтăвӗсем пулнисене пулӑшаççӗ.

Аслă ăру çыннисем вӑрҫӑ ҫулӗсене аса илсе, пахчара ҫӗрӗк ҫӗрулми пуҫтарни, вӑрман касни ҫинчен, ашшӗ-амӑшӗсӗр, тӑванӗ-хурӑнташӗсӗр тӑрса юлни ҫинчен куççуль витӗр каласа пачӗç.

Паянхи кун районта Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин пилӗк ветеранӗ пурӑнать. «1941-1945 çулсенчи Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче çӗнтернӗренпе 75 ҫул» асӑну медальне 398 ҫынна панӑ.                                                                             


Нет комментариев