ТР Президенчӗн Рустам Миннихановăн хушăвӗпе республикӑн 2000 пинрен ытла вӗренекенӗ çак кунсенче дистанцилле пӗлӳ илессишӗн планшетсем илчӗç.
Гаджетсене нумай ачаллӑ тата сахал тупăшлă ҫемьесенчи вӗренекенсене параҫҫӗ. Хальхи техникăна 9-11 класс вӗренекенӗсене экзаменсене хатӗрленме параççӗ.
Ҫӗпрел районӗнче ТР Президенчӗн çакăн пек планшечӗсене 12 вӗренекен илчӗ. Ҫак кунсенче вӗсене шкул директорӗсем пачӗҫ.
– Коронавируспа ҫыхӑннӑ майпа килсе тухнă условисене пӑхмасăр, патшалӑхăн пӗтӗмлетӳ экзаменӗсене пама тӳрӗ килет. Çӗпрелӗнче пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан учрежденисем апрелӗн 6-мӗшӗнчен дистанцилле вӗренӳ çине куҫрӗç. Пӗрремӗш кунсенче вӗренекенсемшӗн кӑна мар, вӗрентекенсемшӗн те, ашшӗ-амӑшӗсемшӗн те питӗ кăткăс пулчӗ. Анчах паян пурсăмăр та ҫӗнӗ вӗренӳ форматне хӑнӑхрӑмăр, вӗренекенсене килӗшет те, – тесе палӑртса иртрӗ çутӗç уйрăмӗн ертӳçи Ильсур Халитов.
Аса илтеретпӗр, 2019-2020 вӗренӳ ҫулӗ, республикӑра йӑлана кӗнӗ пекех, май уйăхӗн вӗҫӗнче вӗҫленет, июнӗн 8-мӗшӗнчен вӗренсе тухакан класс вӗренекенӗсем экзаменсем пама тытӑнаҫҫӗ. Экзаменсем, ӗлӗкхи пекех, йышӑнакан пунктсенче пулаҫҫӗ. 11 класран вӗренсе тухакансем – икӗ обязательнӑй тата ыттисем – суйласа илес енӗпе, тӑххӑрмӗш классем – икӗ обязательнӑй предметпа: вырӑс чӗлхипе тата математикăпа сăнав иртеççӗ.
Нет комментариев