Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Чи нумай вуланаканни

Анне ачисене каçарать

Калав

Улька улттӑмӗш класран вӗренсе тухрӗ. Тинех, чи кӗтнӗ савӑк вӑхӑт пуҫланать-çке. Çуллахи кăмăллă кану вăхăчӗ. Амӑшӗ ҫуллахи каникула мӑнаккӑшне пӑхма леҫсе ярассине пӗлтерчӗ. Хӗрӗн питӗнчи йăл-кулă самантрах таçта кайса çухалчӗ. Тем пекех каясси килмерӗ пӗчӗккӗ Улькан. Шӑллӗсемпе, тусӗсемпе вылясси килчӗ. Анчах шӑпа апла килсе тухмарӗ. Вуникӗ ҫултах мӑнаккӑшӗ патӗнче пурӑнассине малтанах пӗлнӗ пулсанччӗ.
Пӗр икӗ эрне пурăнсан, темле майпа ялӗнчен тарса килчӗ. Никама  систермесӗр ирпе пахча хыçӗпе хăпарчӗ. Вăрттăн пӗшкӗнерех васкаса аслă çул еннелле утрӗ. Аллине темиçе машинăна чарма пикенчӗ. Кăлăхах пулчӗ. Хӗвел тӳперен хӗртсе пăхать. Шăрăх çанталăк хӗре халтан ячӗ. Ывăннăскер пӗшкӗнсе ларчӗ. Такăш самантра шеллесе пӗр шофёр чарăнчӗ, ăçта кайнине ыйтрӗ çеç. Мӗншӗн пӗччен çул çинче тăнине ыйтса тӗпчемерӗ. Акă Хурамал ялӗ те курăна пуçларӗ. Яла çитсен палăртнă вырăнти  чарăнăва антарса хăврчӗ. Савӑнӑҫ-ҫке, тӑван яла ҫитнӗ. Камăн тăрас килтӗр ют çӗрте? Тăкăрлăкран утса мар, чупарах анчӗ килӗ еннелле. Анчах амӑшӗ хӗрне курчӗ те вӑрҫма пуҫларӗ, пурпӗрех каялла ҫавӑтса каясси пирки аса илтерчӗ.
– Мӑнаккуна пӗччен пӑрахса хӑварма юрамасть, –  тесе хыттăн ятлаҫрӗ.
Пӳртне кӗрсен амăшӗ куркана чей те ярса ӗҫтермерӗ, вӑрҫса кăна тăчӗ. Вăрах лараймарӗ сӗтел хушшинче, хăвăрт хушăра пуçтарăнса каялла çул çине тухрӗç. Ҫул ҫинче пăчăртанса тухнă куҫҫуль тумламӗсене шăла-шăла таврăнчӗ хӗрача.
Мӑнаккăшӗн чӑххисене, хур чӗпписене пӑхса пурӑнчӗ. Каникулта вӗҫленсе килет. Ак шкула каймалли вӑхӑт ҫитет. Хӗр пӗрчи часах килне каяс ӗмӗтпе хавасланса пурӑнчӗ, часах тахҫан курман юлташӗсемпе тӗл пулӗ. Пӗлмерӗ çав, маларах амăшӗ мӗн калассине. Кӑлӑхах пулчӗ савăнни. Канмалли кун амӑшӗ килсен епле савӑнчӗ.
– Мӑнаккуна пӗчченлӗхре хӑвармалла мар, пӑхакан та кирлӗ. Шкула ку ялта кайма пуҫлӑн, – терӗ амӑшӗ кӗтмен çӗртен.
Ҫак сăмахсене илтессе кӗтменскерӗн пит ҫинчи йӑл-кулли таҫта кайса ҫухалчӗ. Текех нимӗн чӗнмесӗр ларчӗ. Чӗлхине ҫӑтса янӑн туйрӗ. Калас сӑмаха калаймарӗ. Пит çăмартисем тăрăх куççуль тумламӗсем юхса анчӗç.
– Мӗншӗн-ха, мана ҫапла шӑпа килсе тухнӑ-ха? – терӗ пӗччен чухне. – Аслисен те ылмашăнса пăхсан юрамасчӗ-ши?
Мӑнаккӑшӗнчен сад пахчинче вӑрттӑн ӗсӗклесе йӗчӗ. Питех палăртасшăн пулмарӗ хăйӗн салху кăмăлне. Тем пекех килте пурӑнасчӗ тесе яланах шутларӗ. Вăхăт малалла ыткăнчӗ. Вунпӗрмӗш класа лайăх паллăсемпе вӗçлерӗ, экзаменсене те ăнăçлă тытрӗ. Шкулта вӗренсе тухакансен каçне хатӗрленмелли кун та çитрӗ. Мӗн тери савăнăçлă вăхăт. Улька техникума çӗвӗçе вӗренме кӗчӗ. Канмалли кунсенче яла килсех тăчӗ. Вӗренӗве вӗçлесен те хулана кăмăлламарӗ, ялах таврăнчӗ. Мăнаккăшӗпе ачаранах çитӗннӗрен пӗрле пурăнма пуçларӗ. Ялта пурăнакансенчен çӗвӗç ӗçӗсене саккас иле пуçларӗ. Тӗрлӗ пусмаран кӗпе-йӗм çӗлекелерӗ. Ӗçӗсене тӗплӗн, пахалăхлă пурнăçларӗ. Ял-йыш ылтăн алăллă пулнишӗн кăмăлларӗ.
Пӗррехинче каçхине клуба тухсан, ҫамрӑк хӗр ҫак ялти Иван ятлӑ вӑтам пӳллӗ каччӑпа паллашрӗ. Туслă çӳренӗ хыççăн туй кӗрлеттерчӗç. Мӑнаккӑшӗн килӗнче пурӑнма пуçларӗç, кил-çуртне вӗсене пехиллесе хӑварчӗ. Тăхăрвунă çулччен пурăнчӗ. Чирлемен пулсан татах та пурăннă пулӗччӗ. Шел, ватлăх хăйӗннех тăвать. Юратура ачисем Зинӑпа Саша ҫуралчӗç. Упӑшки ялти шкулта вӗрентекен пулса ӗҫлет. Хӗлле хытă чирлесе ӳкрӗ.
– Тем амакӗ çакланчӗ, хăпма пӗлмерӗ, – пăшăрханса илчӗ Çинук кӳршӗри Наталипе. – Эмелсем те пулăшмаççӗ.
Ӳпке шыççи вăраха тăсăлчӗ. Тухтăр сӗнӗвӗсемпе сипленме пуçларӗç. Темле имçампа, курăк чейӗсем ӗçсен те чире парăнтараймарӗ. Ҫемье пуҫӗ нумай та пурӑнаймарӗ, чиртен сывалаймасăр пурнăçран уйрăлса кайрӗ.
Каçсерен Улькан йӗмен каçсем сахал пулчӗç. Ачаллах ют яла килнӗскерӗн, шăпи  каллех ăнмарӗ. Тӗпренчӗкӗсене пӗчченех  шкултан  вӗрентсе кӑларчӗ. Ачисем ӳссе ҫитсен аслӑ шкула вӗренме кӗчӗҫ. Зина – тухтӑр, Саша – строитель профессине кăмăлларӗç.
Яла амăшӗ патне вӗреннӗ чухне килсе ҫӳрекелерӗҫ, çемьеллӗ пулсан, ачисем ҫуралсан пачах та килми пулчӗҫ. Хушӑран ҫеҫ телефонпа шӑнкӑравларӗҫ. Улькан каллех пӗччен пурнӑҫа хӑнӑхма тиврӗ. Хӗллехи вӑрӑм каҫсенче кунсем вӑраххӑн иртрӗҫ. Ачаллах килнӗ ялта ӗмӗрне ирттерчӗ. Нускисем çыхса ыратăвне пусарчӗ. Пурнӑҫӗнче хура-шурне нумай курнӑскерӗн, куç умне ачалăхӗ самантлăха тухса тăчӗ. Шухӑшсен авӑрне путнӑскер тӗлӗрсе те кайнӑ. Йытти хыттӑн вӗрни, кантӑкран шакканӑ сасӑ ҫеҫ вӑратрӗ. Ӑшӑ кофтине уртса ярса картишне тухрӗ.
– Ан вӗр, чарӑн-ха,– йыттине туйипе юнаса илчӗ. – Çын пур-и унта, е илтӗнчӗ кӑна-ши?
Хирӗҫ чӗнекен пулманран хапха алӑкне уҫма васкарӗ. Каҫхи тӗттӗм каҫ та шиклентермерӗ. 
Алӑка уҫса урам еннелле тухрӗ. Урамра палламан çынсем тăра параççӗ.
– Анне салам, – хыттӑн ҫупӑрласа илче хӗрӗ амăшне. –Паллаймарăн-и пире?
– Сывлăхпа-и, юратнă аннеçӗм? – ыйтрӗ ывӑлӗ.
– Эй, ăçтан пурне те палласа илем, нумайранпа килмесен манма та тытăнатăп, – шӳтлесе илчӗ амăшӗ. – Атя кӗрӗр пӳрте.
Пурте ҫемйисемпе килсе ҫитнӗ. Улька кинемишӗн кӗтмен парне пулчӗ. Сумкисене  машинăри багажникӗнчен илсе пӳртелле кӗчӗҫ. Мӑнуксем килни епле кӑмӑллӑ. Тахçантанпа курманскер асламăшӗ-кукамăшӗ епле хӗпӗртерӗ.
– Нумайранпа килменрен кӗтме те пӑрахнӑччӗ, – савӑнӑҫ куҫҫульне шӑлнӑ май калаҫрӗ. – Сӑн ӳкерчӗкӗсем ҫине пӑхса ҫеҫ чуна лӑплантараттӑм.  Пӗчченлӗхре пурӑнма хӑнӑхрӑм ӗнтӗ.
– Анне ан хурлансам. Эпир пур чухне сана кичем ан пултӑр. Ан  ӳпкелешсем пире. Час-часах килеймерӗмӗр пулин те. Каҫар пире! – ывӑлӗ те ыталаса илчӗ.
– Ҫилленметӗп, паллах. Эсир вӗт манăн тӗпренчӗкӗмсем, – терӗ сӑпайлӑн амăшӗ ачисене.
Хӑвӑрт хушӑра сӗтел апат-ҫимӗҫпе тулса та ларчӗ. Ҫӗрлечченех калаҫса ларчӗҫ тӑвансем пӗрле пухӑнсан. Пурнӑҫри тӗрлӗ самантсем пирки аса илмелли нумай пулчӗ.
– Анне санран яланах ача чухне ыйтса пӗлесшӗнччӗ, – пуçларӗ сăмахне Саша  ывӑлӗ.
– Мӗшӗн-ха сана, мӑнаккана пӑхса тӑма янӑ-ха? – ыйтрӗ Зина хӗрӗ.
– Мӑнакку пӗррехинче тӗрӗссине каласа пачӗ. «Хуҫӑлса ан макӑр хӗрӗм, тӗрӗ. Сана ҫуратса ӳстернӗ аннӳ мар, амаҫури вӑл. Шӑллусем те унӑн ывӑлӗсем, эс пӗччен ӳссе ҫитӗннӗ. Аннӳ чирлесе вилсен, аҫу тепре ҫемье ҫавӑрчӗ» тенӗччӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн вара киле каясси ҫинчен текех шутламарӑм. Килме те уйăхра пӗрре ҫеҫ килсе каятчӗ. Ытлашши апат ҫиекен пулнӑран-ши, ют çын ачине ӳссе çитӗнтерес килмесрен-ши çакăнта килсе янă-ши? Пӗччен пулнӑ хушӑра темӗн пирки те шутласа илеттӗм. Кайран хӑнӑхса ҫитрӗм ӗнтӗ. Ачаранах ҫак ялта пурӑнатӑп, – терӗ те куҫӗсем шывланчӗҫ.
Пӗр самантлӑха шӑп пулчӗ пӳлӗмре. Ирина кинӗпе Анатолий  кӗрӗвӗ те тимлӗн итлесе ларчӗҫ.
– Каҫар пире, анне. Малтан ăнланман сана, – терӗ айăплăн хӗрӗ.
– Хамӑр та ӳссе ҫитсен тин ӑслӑлантӑмӑр, – терӗ ывӑлӗ. – Каçарсам йăнăш утăмсемшӗн.
– Эпӗ сирӗн çине нихăçан та çилленсе пурăнман. Килмен вăхăтсенче кашнийӗн хăйӗн çемйи, ачисем пур теттӗм. Ӗçрен те каç пулсан таврăнсан ывăнаççӗ пуль тесе шутласа лараттăм, – асаилӳсен авăрне путрӗ амăшӗ. – Кашни шăматкун кантăк умне пырса ларса аслă çул çине тинкерсе лараттăм. Зина, е Саша ачамсем ак килӗç тесе кӗтеттӗм. Анне ачисене яланах каçарать.
Ачисем амăшне çурăмӗнчен хыттăн икӗ енчен çупăрласа илчӗç. Паян пӳрт ачасемпе, мăнуксемпе, кинпе кӗрӳпе тулнă. Эх, епле савăнăç-çке! Улька кинемийӗн  савăннипе куçӗсем шывланчӗç. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев