Айтăр, пěрле кулар-и!
Кулăш кунӗпе çыхăнтарса
Çынсем пěр-пěринпе тěл пулсан яланах ыр сунса сывлăх çинчен ыйтса пěлеççě. Хăшпěр чухне пěр-пěринпе шӳтлесе илесси те пулать. Акă, сăмахран, çавăн пек те пулать:
Пěри теприне калать: «Пирěн вěлле хурчěсем ěне пек!» тет. Тепри малтанласа тěлěнсе кайнипе, кăштах шухăша кайнă хыççăн: «Чим-ха, вара вěсем ěне пек пулсан, еплерех вěллене вӗçсе кěреççě?» тесе ыйтать. «Унта вара манăн ěç çук, хуть те мěнле кěччěр!» тет сăмах пуçлаканни. Паллах, кун пек çынсем ытларах мухтанма юратаççě. Тěл пулнă-и эсир кун пек çынсене?..
Акă, тепěр тěслěх. Икě арçын вут умěнче кам лайăхтарах вырăсла калаçма пěленипе мухтанса калаçса лараççě. Якур юлташне: «Кěркури, гор-горишь вěт!» – тет. Кěркури Якур умěнче намăс курас мар тесе: «Хам та пěлеп, ан вěрент» – тет. «Йокорный малахай! Санăн кěрěкне вут хыпса илнě, çунан вěт!» – тесе Якур кăвайт умěнчен сиксе тăрать. Ăна курса Кěркури те тăрать те: «Мěскер манран куласшăн-и, ма маларах каламарăн?» – тет. Çапла вара Кěркурин кěрěкě çунса каять, ун хыççăн чăвашла кăна калаçаççě , тет.
РОНОран çамрăк хěрарăм шкула тěрěслеме килет. Математика урокне кěрсе ларать. Çамрăк учительница ачасене çěнě тема ăнлантарать, пурте тимлěн итлесе лараççě. Учитель питě лайăх урока илсе пырать, ачасем те питě хастар: пěтěм ыйтусем çине тěрěс хурав параççě. «Эп калам-ха, эп калам-ха!» тесе аллисене тăратса лараççě. Тěрěслеме килнě çын учителěнне те, ачасенне те нимле начар енěсене те тупаймасть. Кун пек пулма пултараймасть, РОНОра та «ку начар специалист» тесе калама пултарěç тесе шутлать. Хайхи ку хěрарăм доска умне тухать те ачасене «Сире пěр задача шутлама паратăп, кам шутлама пултарать», – тесе ыйтать. Хастар ачасем савăнсах каяççě: «Атьăр калăр, эпир юрататпăр шутлама!» – теççě. Апла пусан итлěр задача условине: «А пункран пěр çын тата Б пункран тепěр çын хире-хирěç тухаççě, эпě миçере?». Учительница шутлайманнине пěлсе кайса ларать. Хастар ачасем те пуçěсене парта çине пěксе хураççě. Пěр арçын ача кăна çухалса каймасть, аллине çěклесе «Ман калама юрать-и?» – тесе ыйтать. «Шутлайрăн пулсан, кала» тесе ыйтать тěрěслекен. «Эсир çирěм саккăрта», – тет хăюллăн арçын ача. «Тěрěс. Ответне мěнле майпа шутласа тупрăн, ăнлантарса пар!», – тет çамрăк хěрарăм. «Кунта нимле йывăрлăх та çук, шутласа тупма питě çăмăл. Эпě хăш чухне килте начар япаласем тăватăп та, мана анне эсě «ухмах пуль» тесе калать, халě эпě вунтăватăра. Эсир вара икě хут ухмах, вунтăваттă хутлас иккě çине пулать çирěм саккăр, мěншěн тесен ун пек задачăсем пулмаççě», – тесе арçын ача калама кăна ěлкěрет, РОНО çынни класран тухса та вěçет. Ун хыççăн ăна никам та курман. Арçын ача вара ӳссе çитсен математика учителě пулса тăрать, халě те ěçлет.
Пěр ялтан хулана çěрулми сутма каяççě. Чăнах та кайни сая кайман, çěрулмисене лайăх хакпа сутса пěтереççӗ. Каялле килнě чухне чугун çул вокзалне кěрсен, вěсене милици ěçченěсем докуменчěсене тěрěслеме пěр пӳлěме илсе кěреççě. Пěрин хыççăн тепри паспорчěсене кăтартса пыраççě: «Мискин, Чашкин, Ложкин», – тесе вуласа пырать милици. Унчен те пулмарě: «Мěскер эсир пурте чашăк-тирěксем пуçтарăнса килтěр, кайăр кунтан шуйттансем», – тесе хăваласа ячěç тет çаксене.
Хулара та кун пек мыскарасем пулаççě иккен. Акă, ирхине пурте трамвайпа ěçе каяççě. Пěр арçын пěр вěçěм хытă кăшкăра-кăшкăра ярать: «Ой, блин, намăс!». Халăх чăтайманнипе милицие чěнеççě. Арçын милици умěнче те çавнах кăшкăрать. Хайхи милици тěлěннипе: «Хуть мана вăрттăн кала-ха эппин», – тет. Кăшкăракан ăрçын ун хăлхинчен каланă хыççăн иккěн пěрле кăшкăрма пуçларěç, тет. Халăх пушех те тěлěнсе каять: «Хут пире те калăр-ха, мěншěн ун пек кăшкăратăр, мěн пулнă!», – теççě. «Мěнле мěн пулнă? Вон манăн кӳршěре пурăнакан çамрăк хěрарăм хура ача çуратнă. Ой, мěнле намăс!» Ун хыççăн тăрамвайра ларса пыракан çынсем те: «Ой, блин, намăс!» – тесе кăшкăрса ячěç тет.
Манăн хампа та кулăшла истори пулса иртрě. Кěтмен çěртен шăл сура пуçларě, çěрěпе куç хупман – ыратать те ыратать, ниçта пуçа хума çук, хуть те стена çине хăпар… Ирхине районти больницăна кайрăм, шăл тухтăрě патне кěресшěн пултăм, черет йышăнса чěнессе кěтсе ларатăп. Черетре тăман çынсем сумкасемпе килеççě те тухтăр патне черетсěрех кěрсе каяççě. Шăл сурать чăтма çук, анчах та мана тухтăр патне чěнмеççě. Кун иртсе кайрě тухтăр патне кěреймерěм. Тепěр кунне те тухтăр патне çитеймерěм. Виççěмěш кунхине те кăнтăр апачě çитиччен те кěреймерěм. Шăл та лăпланмасть, чăтма çук ыратать. Кăнтăр апатě пěтсен, хуть те мěн пултăр, тесе тухтăр пӳлěмне кěрсе тăтăм та: «Салам, эпě те сирěн коллегăр» – терěм. Хайхи çамрăк тухтăр-хěрарăм ман çине пăхса илчě те: «Апла пулсан килěр, ларăр ман пукан çине», – терě. Хăй вара эпě унăн хăш енчен коллега пулнине пěлесшěн пулчě пулмалла: «Эсир ăçта вěреннě вара?» – тесе ыйтрě манран. Эпě пěр суймасăр «Чěмпěрти ял-хуçалăх институтěнче выльăх-чěрлěхсен врачне вěреннě», – терěм. Вăл ěçлеме пăрахса пěççине çапа-çапа кулчě, унпа пěрле ěçлекенсем те хырăмěсене тытса кулчěç. «Вот, ку чăн-чăн коллега! Юрать, коллега, малашне ман пата черетсěрех кěме пултаратăн», – терě савăнăçлă сăн-питпе. Çапла вара шăлсем манăн урăх ыратнине астумастăп.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев