Вараламан вырăн  таса пулать...
Тӗп хыпар

Вараламан вырăн таса пулать...

2026 ҫул пуҫланнӑранпа районта тирпей-илем кӗртмелли правилӑсене пӑснипе ҫыхӑннӑ 46 административлӑ материала пӑхса тухнӑ

Районти Ӗҫ тӑвакан комитетра Административлӑ комиссийӗн черетлӗ ларӑвӗ иртрӗ. Лару ӗҫне комисси председателӗ Рустам Мухаметзянов ертсе пычӗ. Унта Упи ял тӑрӑхӗнче пурӑнакансен тӗлӗшпе ҫырнӑ протоколсене пӑхса тухрӗç. Ытти чухнехи пекех, комиссие чӗнтернин тӗп сӑлтавӗ – тирпей-илем правилăсене пӑсни. Кун пирки хаҫатсенче час-часах ҫырса тăнă пулин те, районта пурӑнакансем ҫав-ҫавах çак правилăсене пăсаççӗ. Тирпей-илем правилисене ҫирӗп пӑхӑнасси – кашнин тивӗҫӗ пулнине тепӗр хут уçăмлар-ха.

2026 ҫул пуҫланнӑранпа Ҫӗпрел районӗнче тирпей-илем кӗртмелли правилисене пӑсни ҫинчен 46 административлӑ материал пӑхса тухнӑ, унпа килӗшӳллӗн хывнă штрафсен пӗтӗмӗшле сумми 40 пин тенке тӳрӗ килет. Вӗсенчен 30шӗ должноҫри ҫынсен, 10шӗ – уйрӑм ҫынсене пырса тивет.

Мӗншӗн штрафлама пултараҫҫӗ?
Комисси ытларах ҫурт-йӗр, организацисен, предприятисен территорийӗнчи тасалӑхпа йӗркене тӗрӗслет. Ятарлӑ рейдсем вӑхӑтӗнче ҫуртсем умӗнче, ял урамӗсенче ҫӳп-ҫап куписем, строительство материалӗсем, тимӗр-тӑмӑр, хуҫасӑр транспорт пуррине асӑрхаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне ҫӳп-ҫапа юраман вырӑнсене, сӑмахран, ҫырма-çатрасене, ҫырма хӗррисене ывӑтма, ҫавӑн пекех ӑна контейнерсем тавра тирпейсӗр пăрахса хӑварма, вӗсене ирӗк памасӑр ҫунтарма та юрамасть. Тирпей-илем кӗртмелли правилăсене пӑсни шутне кил таврашӗнчи лаптӑк тавра курӑк, тӗмӗсем, борщевик ӳстерни те кӗрет. Ҫаксем пурте комиссие чӗнтернин чи тӑтӑш сӑлтавӗсенчен пӗри.

Тирпей-илем кӗртмелли правилӑсен 181.6-мӗш пункчӗпе килӗшӳллӗн пурӑнмалли ҫуртсен харпӑрлӑхҫисен хӑйсен ҫӗр лаптӑкӗсен чиккинчи территорие, ҫавӑн пекех кил-çурт умне 5 метртан кая мар, ялан тенӗ пекех вӑл урамӑн машина çӳрекен пайне çити, тирпейлемелле. Пӗр сӑмахпа, хӳме умӗнче тасалӑха упрасси – кил хуҫин тӳремӗнех тивӗҫӗ. Закона пӗлменни никама та ҫак яваплӑхран хӑтармасть.

Ҫурт умӗнче строительство материалӗсем вӑхӑтлӑха пухӑнни те йӗркене пӑсни пулать. Вӑрман материалӗсене, кирпӗчсене тата ытти строительство материалӗсене ял тӑрӑхӗн администрацийӗ ирӗк парсан кăна упрама пулать, ӑна 6 уйӑх таран параҫҫӗ.

Йӗркене пӑсакансене мӗн кӗтет?
Малтанах комисси представителӗсем йӗркене пӑсакан тӗлӗшпе протокол ҫыраҫҫӗ, ун хыҫҫӑн палӑртнӑ кун районти Ӗҫ тӑвакан комитетра иртекен комиссийӗн ларӑвне чӗнтереççӗ. Пӗрремӗш хут йӗркене пӑссан тата ытти хӑш-пӗр пысӑк сӑлтавсене пула комисси хăш чухне асӑрхаттарать, йӗрке пӑсакана «тӳрленме» май парать, урӑхла каласан, килӗ умне йӗркене кӗртме вӑхӑт парать. Анчах йӗркене пӑсакан ҫак асӑрхаттарӑва шута илмесен, штраф парӗҫ. Уйрӑм ҫынсем валли чи пӗчӗк сумма 2 пинрен пуҫласа 3,5 пин тенкӗ таран. Тепӗр хут йӗркене пӑссан (ҫулталӑк хушшинче) сумма икӗ хут ӳсет. 

Районти ӗҫ тӑвакан комитет ертӳҫи Рустам Мухаметзянов:

– Административлӑ комиссийӗн тӗп тӗллевӗ – наказани парасси мар, ялсенче йӗрке, тасалӑх тăвасси. Ҫӳп-ҫапа тата пысӑк калӑпӑшлӑ каяшсене турттарма полигонсем пур. Ытти чухне ҫуркунне-кӗркунне ҫӳп-ҫап контейнерӗсем тавра ҫуртсен ҫӳллӗшӗнче каснӑ тӗмсен куписем пулаҫҫӗ. Районти парксен, ял тӑрӑхӗсен хӑтлӑхӗпе илемӗ – пирӗнтен кашнин совеҫӗ ҫинче. Унта час-часах пӑрахса хӑварнӑ тимӗр тата кӗленче  бутылкăсем, пакетсем, апат-ҫимӗҫ юлашкийӗсем выртаҫҫӗ. Паллах, ку – илемсӗр курӑм. Ҫӗр – пирӗн анне, ҫутҫанталӑк та пире халӗ те пулсан хӗрхенет... Калаҫса та, ӑнланма та пулать вӗт: ял тăрăхӗсене кайса, транспорт ыйтма, ҫавӑн пекех строительство материалӗсене упрассипе ҫыхӑннӑ ыйтусене татса пама. Малалла та видеокамерӑсемпе тирпей-илем кӗртмелли правилӑсене пӑсакансене тупса палӑртӑпӑр, паянхи кун асӑннӑ оборудованисене район территорийӗнче вырнаҫтарас ӗҫ пырать. «Тасатнă ҫӗрте мар, вараламан ҫӗр таса пулать», – текен каларӑш пур. Тăван çӗрӗмӗре вараламасăр, пурăнар, хисеплӗ район çыннисем!


Нет комментариев