Бриллиант тата  Тимӗр туйччен пӗрле!
Хыпарсем

Бриллиант тата Тимӗр туйччен пӗрле!

Çур ӗмӗр ытла пӗрле пурӑнма телей сайра ҫемьесене кăна парăнать

Шухӑшласа пăхсан,  ку пӗр ҫыннăн пурнӑҫӗ вӗт. Ҫак пурнӑҫа  илемлӗн, сăнавсене парăнмасăр ирттерме те пӗлмелле! 

2026 ҫул Тутарстанра Çар паттӑрлӑхӗпе ӗҫри хастарлăх ҫулталӑкӗ пек иртет. Кӑҫал тата Ватӑсен декади шайӗнче районта 60, 65 тата 70 ҫул пӗрле пурӑннӑ мӑшӑрсене чысласси те иртрӗ. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ Кивӗ Кахăрлă ялӗнче пурӑнаҫҫӗ!

Паллах, кашни ҫемье 65 ҫул пӗрле пурӑннин чаплӑ юбилейӗпе мухтанаймасть. Çак датăна «Тимӗр туй» теҫҫӗ. Ку вара ҫирӗп кӑна мар, пурнӑҫра  та кирлӗ материал-ҫке. Тимӗр юбилей вӑл – мӑшӑр хушшинчи хутшӑнусем хавшаманнине, вӑхӑт тата нимӗнле сăнав та вӗсене чăрмантарма  пултарайманнине аса илтерет. Ултавлӑ вӑхӑт чула та аркатать, анчах нумай ҫула тӑсӑлнӑ туйӑмсене аркатма май ҫук, çав пурнăçа пӗрле пурăннă мӑшӑрсем ӗнтӗ пӗр-пӗринсӗр пурнӑҫа куҫ умне кӑларса та тăратаймаççӗ, вӗсем пӗр шухăшлă, пӗр ӗмӗтлӗ пулса тӑраҫҫӗ.

 Габдулкадир Кабировичпа Рауза Зиннатовна Фахретдиновсем ӗмӗр тӑршшӗпех Кивӗ Кахăрлă ялӗнче пурӑннӑ, вӗсене ял ҫыннисем лайӑх пӗлеҫҫӗ.  Ҫемье пуҫӗ Байконурта ҫарта пулнӑ, унтан ялти «Ялкын» колхозра тӗрлӗ ӗҫре ӗҫленӗ, çавăнтанах тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ. Ҫемьере пилӗк ача ӳссе çитӗннӗ. Паянхи кун вӗсен 7 мӑнук, 7 кӗçӗн мӑнук пур. Ялта пӗр ывӑлӗ пурӑнать.
65 ҫул хушши вӗсен мӑшӑрланӑвӗ пӗр-пӗрне хисепленипе, тӑрӑшнипе тата пӗр-пӗрне тав тума пӗлнипе ҫирӗпленсе пынă. Пӗрле пурнăç илсе пырса, вӗсем пӗр-пӗрне пур енӗпе те пулӑшса пынă, тӗрев пулса, тӑрӑшса ӗҫленипе пурне те çӗнсе илнӗ.

 Виҫӗ ача ҫитӗнтернӗ Миннехасильпе Таслия Айсинсен те ҫемье историйӗ пуян. Вӗсем иккӗшӗ те Кивӗ Кахăрлă ялӗнчен, колхозра ӗҫленӗ, паян мӑнукӗсен, кӗçӗн мӑнукӗсен ҫитӗнӗвӗсемшӗн савӑнса кун кунлаççӗ. Айсинсем 60 ҫул пӗрле пурӑнса, бриллиант туйне паллӑ турӗç.

 Мирхатпа Назира Ситдиковсем – ӗҫчен ӑру представителӗсем, иккӗшӗ те ӗҫ ветеранӗсем.
Иккӗшне те шӑпа ачашламан. Ачаранах аслисем хушшинче ӗҫре пулнӑ. Туслӑ ҫемьере пилӗк ача ҫут тӗнчене килнӗ. Паян вӗсем хӑйсен ачисемпе мӑнукӗсен тимлӗхне, хисепне туйса пурӑнаҫҫӗ.
Ситдиковсем тахҫанах тивӗҫлӗ канура, анчах ӗҫсӗр лармаҫҫӗ. Хуҫалӑхра ҫӗрулми лартаҫҫӗ, чӑх-чӗп усраҫҫӗ. Вӗсемшӗн те ҫак ҫул юбилейлӑ – 60 ҫул пӗрле пурӑнаҫҫӗ.
Аслă çулсенчисен вӑрах вӑхӑтлӑх хутшӑнӑвӗсен вӑрттӑнлӑхӗ тӑрӑшса ӗҫленинче, ачисене, малалла мӑнуксене те пӗрле воспитани панинче, пӗр-пӗрне хисепленинче, тӑрӑшнинче, теççӗ. Вӗсен вăрçăнса ларма вӑхӑчӗсем пулман, ӗçӗсем нумай пулнӑ, пурнӑҫ лавне пӗрле туртнӑ.
Юбилей туйӗсем ячӗпе хисеплӗ мӑшӑрсем район ертӳçисенчен, районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫин ҫумӗнчен Айрат Заляловран тата районти ЗАГС заведующийӗнчен Альбина Шарафутдиноваран, ачисемпе мӑнукӗсенчен саламсем йышăнчӗç, чечек ҫыххисемпе парнесем илчӗҫ.

– Нумай ҫул пӗрле пурӑнни вӑл – сирӗн хутшӑнусен ҫирӗплӗхӗ. Ҫак ҫулсенче эсир ҫемьери тăнăçлăха, ӑшӑ туйӑмсене упраса, алла-аллӑн тытӑнса, çак çулсене иртнӗ. Сире пӗрлехи юбилей ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп, –   терӗ                            Айрат Залялов.

Юбилей мероприятийӗсем илемлӗн иртрӗҫ. Тулăх сӗтел хушшинче вӗсем иртнине тунсӑхлӑн аса илчӗҫ, хӑйсем мӗнле паллашни ҫинчен каласа пачӗҫ, хӑнасене хӑйсене хисепленӗшӗн тав турӗҫ.


Справка
Районта кăçал 32 çемье пӗрле пурăнма пуçланăранпа 50 çул, 26 çемье – 60, 3 çемье – 65 çул тата пӗр çемье 70 çул çитнине палăртрӗç.


Нет комментариев