Хӗле хатӗрленетпӗр
Хыпарсем

Хӗле хатӗрленетпӗр

Октябрь – сад-пахча ӗҫӗсене пӗтӗмлетсе килес çул валли плансем тумалли уйӑх

Кӗр ҫитсе тухăçа пухса кӗртсен  те, пахчари ӗҫсем вӗҫленмеççӗ-ха. Октябрь уйӑхӗнче мӗнле ӗçсем тумаллине пахчаҫӑ блогерсен канашӗсенчен пӗлтӗмӗр. 

Панулмипе грушӑн кая юлса ӗлкӗрекен сорчӗсене пуҫтараҫҫӗ. Ытларах упранччӑр тесе, вӗсене асӑрханса кăна татса илсе, упрама хумалла.

Тăм ӳкнӗ хыççăн винограда касмалла. Лайӑх тымар янӑ хӑмӑр туратсене 7-8 папка таран шутласа касмалла. Ҫакӑн пек 4-5 турат хӑварсан, ҫуркунне ҫак 7-8 папкаран туратсем ӳсӗҫ. Вӗсем чечеке лараҫҫӗ. Кивӗ туратсене касӑр. 

Ҫӗр шӑнсан ҫеҫ слива, чие вӑррисене çӗр айне хурсан – ҫуркунне вӗсем шӑтса тухӗç.

Пахчари чи хӗвеллӗ вырӑна ыхра лартсан аван. Чи пысӑккисене суйласа илмелле,  пысӑккисенчен – шултра, пӗчӗккисенчен тухӑҫ вара вакă пулать. Ыхра лартассине октябрӗн 15-мӗшӗччен вӗҫлемелле. Ыхрана яланах ҫӗр шăнма, йывӑҫ ҫинчи ҫулҫӑсем саралма пуҫласан лартаҫҫӗ. 

Купӑстана касма иртерех-ха. Купӑста тухӑҫне ҫирӗп сивӗсем пуҫлансан, ҫанталӑк –6, –8 градус кӑтартсан ҫеҫ пуҫтараҫҫӗ. 
Хӑмла ҫырлине касмалли канашсем: ремонтант пулсан – чи лайăх 2-3 туратне 70-80 см хӑварса кассан аван, ытти туратсене ҫӗр ҫинченех касатпӑр. Ремонтант пулмасан, мӗнпур лайӑх туратсене пурне те 80 см яхӑн хӑварса, ҫӳхе, кивӗ туратсене веçех касатпӑр.

Чечексем  лартасси?

Пӗр ҫул ӳсекенсем: бархатцы, василек, космея, настурци, амарант, маттиола, мӑкӑнь, каштан, гвоздика, хризантема.

Икӗ ҫул ӳсекенсем: маргаритка, виола тата ыт. те.

Нумай ҫул ӳсекенсем: шӑнкӑрав, примула, гвоздика, каштан, лаванда, гипсофила, дельфиниум, люпин, роза. 
Флокс вӑрлӑхне пуҫтарма пулать. Ҫӗр шӑнсан шӑннӑ ҫӗр çине акатпăр, ҫиелтен кӑштах тӑпра купалатпӑр. Шыв сапмалла мар.

Компоста мӗн хумалла?

Сада тирпейленӗ хыҫҫӑн каснӑ чечексене, татнӑ курӑксене компоста хума юрать. Йывӑҫсен тӑкӑннӑ ҫулҫисем компостшӑн та лайӑх, уйрӑмах хӑмӑррисем, вӗсем хӑвӑртрах çӗреҫҫӗ. Унта йӑлари каяшсене, улма-ҫырла, пахчаҫимӗҫ юлашкийӗсене те çавăнта хумалла, вӗсем азотпа пуян, çӗрнӗ чухне компост тӑвас ӗҫе хӑвӑртлатакан микроорганизмсене те илӗртеççӗ вӗсем. 

Хӗлле валли компоста тӗрлӗ удобрени хушсан та сиен пулмӗ. Вӗсем ҫак хутӑша микроэлементсемпе пуянлатаҫҫӗ кӑна. 
Компостра каяшсем черетленмелле, ҫулҫӑсене ҫеҫ тӑтӑшах купаласан вӗсем ҫӗрме пултараҫҫӗ. Ун ҫине йывӑҫ турпасӗ, хут татӑкӗсем, картон хумалла. 

Йӑрансене тирпейленӗ хыҫҫӑн ҫӗре ӗлкӗрнӗ компостпа е тислӗкпе туллилентерсе хăварма пулать.


Нет комментариев