Халăх сăнавӗсем
Октябрь уйăхĕ март уйăхне хывнă, макăрать, кулать, çумăрпа ислетет, хĕвелне типĕтет. Октябрь уйăхӗнче сăлпăран алхасать, телейли туй тăвать. Октябрь пылчăклă: урапа пуçтарнине те, çуна тупанне те юратмасть.
Октябрь уйăхĕнче аслати пулсан хĕл ăшă, кĕске, юрсăр килет.
Малтанхи юр курăнсан хĕрех кунран хĕл ларать. Чие йывăçĕ çулçă тăкиччен ӳкнĕ юр темиçе хут çусан та ирĕлсе каять. Малтанхи юр типĕ пулсан çитес çу кунĕсем ырă пулĕç.
Октябрӗн 13-мӗшӗ – Михаил. Енчен те çак кунччен тăрнасем кăнтăра вӗçсе кайса пӗтнӗ-тӗк – хӗл ир ларать тата сивӗ пулать.
Октябрӗн 14-мӗшӗ – Пукрав. Çак кун хăш енчен çил вӗрет – çав енчен сивӗсем килеççӗ. Пукрав кунĕ мĕнле – хĕлӗ те çавăн пек.
Ял хуçалăх ĕçĕсене пĕтереççĕ, юлашки улма-çырлана пухаççĕ. Тăрнасем пукравччен кайса пĕтсен хĕл ир килет, сивĕ пулать. Пукравра юр хупламасан сурхуриччен хуплаймасть.
Октябрӗн 15-мӗшӗ – Устинья тата Куприян. Çак кун – çумăр çусан хӗлле сивӗ пулать. Чăхсем çунаттисемпе сулкалашаççӗ-тӗк – кӗçех сивӗтет.
Октябрӗн 16-мӗшӗ – Денис. Хӗл çывхарни уççăн сисӗнет. Çулçăсем васкаса тăкăнаççӗ, пӗрремӗш юрсем çăваççӗ, шăнтать.
Октябрӗн 17-мӗшӗ – Ерофей. Пакшасем тӗсне улăштарнă-тăк – хӗл сивӗ пуласса. Телеграф пралукӗсем яланхинчен хытăрах кӗрлеççӗ – çанталăк пăсăласса.
Октябрӗн 18-мӗшӗ – Харитина. Çумăрсăр çанталăкра кăвайт тӗтӗмӗ çӗр çийӗн сарăлать-тӗк – çумăра. Уяр çанталăкра чарлансем ушкăн-ушкăн хытă шавласа вӗçеççӗ пулсан та кӗçех çумăр çăвасса пӗлтерет.
Октябрӗн 19-мӗшӗ – Денис, Фома. Пӗрремӗш юр хӗл лариччен 40 кун маларах çăвать теççӗ.
Нет комментариев