Тӗп хыпар

Налуксене декабрӗн 1-мӗшӗччен тӳлемелле

Ан манăр!

Раҫҫей ҫыннисен 2025 ҫулшăн налуксене 2026 ҫулхи декабрӗн 1-мӗшӗнчен те кая юлмасӑр тӳлемелле. 

Федераллă налук службинче ӑнлантарнӑ тӑрӑх, палӑртнӑ вӑхӑтра тӳлевсем кӗмесен, пӗрлехи налук счечӗ ҫинче парӑм йӗркеленет, уншăн куллен пенисем шутланӗç. Çав вăхăтрах хыпар илнӗ тӗле пӗрлехи налук отчетне туллилентернӗ ҫынсене тепӗр хут тӳлеме кирлӗ мар: хывнӑ суммӑна шута илӗнет.

Налук службинче, çавăн пекех, тӳлевсене пӑхса тухасси 10 ӗҫ кунӗ таран тӑсӑлма пултарни çинчен те пӗлтереҫҫӗ. Çавăнпа та налук тӳлессине чи кайранхи куна хăвармалла мар.


Нет комментариев