Октябрӗн 11-мӗшӗ – Ял хуҫалӑх тата тирпейлекен промышленность ӗҫченӗсен кунӗ – пирӗншӗн пуриншӗн те паллӑ кун.
Агропромышленность комплексӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем, ял хуҫалӑх отраслӗн ветеранӗсем! Сире професси уявӗпе – ял хуҫалӑх тата тирпейлекен промышленность ӗҫченӗсен кунӗпе – чун-чӗререн саламлатӑп.
Агропромышленность комплексӗ Тутарстан экономикин уйрӑлми пайӗ шутланать. Тулӑх пурнӑҫ парнелекен, ҫӑкӑр-булкăпа тивӗçтерекен харсӑр ӗҫченсем мухтава тата хисепе яланах тивӗçлӗ.
Ял хуҫалӑх отраслӗ Ҫӗпрел муниципаллӑ районӗн экономикинче яланах уйрӑм вырӑн йышӑннӑ. Паян вӑл чи пысӑк улшӑнусем ирттерет: производствӑпа ӗçе кӗртекен отрасльте малта пыракан технологисемпе усă курни, организацисене ҫӗнетни, ҫӗнӗ хуҫалӑхсем, ҫав шутра фермер хуҫалӑхӗсем те, йӗркеленни – ҫакӑн уçă тӗслӗхӗ. Анчах та мӗнле кăна ҫӗнӗ технологисем шухӑшласа кӑларсан та, эпир яланах сирӗн опытăрпа ӗҫӗр ҫине таянатпӑр. Яваплӑхпа эсир агропромышленность комплексне аталантарма лайӑх условисем туса паратӑр. Эсир – республикӑпа ҫӗршывӑмăрăн шанчăкӗ.
Хӑвăрăн ӗҫӗре чунтан парӑнни, чӑтӑмлӑх, ӗҫченлӗх чунра хисеп туйӑмӗ ҫуратать. Малашне те палӑртнӑ тӗллевсене пурнӑҫласса, пирӗн районӑн экономика аталанӑвӗн ҫирӗплӗхне тивӗҫтерессе шанатӑп.
Пӗтӗм пурнӑҫăра тӑван ҫӗре халалланӑшӑн, хӑвӑр хул пуҫҫийӗр ҫине илнӗ йывӑр та яваплӑ профессие тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫланӑшӑн пысӑк тав сире! Сире тата ҫемйӗрсене ҫирӗп сывлӑх, телей, килӗре ырăлӑх сунатӑп. Сирӗн пурнӑҫ савӑнӑҫпа тулса тăтăр, сӗтелсем вара, яланах тулӑх пулччӑр!
Ҫӗпрел муниципаллӑ районӗн пуҫлӑхӗ
Марат Гафаров.
Нет комментариев