Пӗтӗм тӗнчери вӗрентекен кунне халалланӑ кăмăллă мероприятисем иртрӗç
Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров педагогсене професси уявӗпе саламларӗ. Вăл Вӗрентекен кунӗ тивӗҫлипе пӗтӗм халӑх уявӗ пулса шутланнине палӑртса иртрӗ.
– Сире çак çӑмӑл мар, анчах çав тери кирлӗ, яваплӑ та чыслă ӗҫӗрсемшӗн тав тӑватӑп. Эсир хӑвӑрӑн вӑя, пултарулӑхăра, энергие чи пӗлтерӗшлӗ миссие – ҫитӗнекен ӑрӑва воспитани парассине – паратӑр. Эпир пысӑк улшӑнусен тапхӑрӗнче пурӑнатпӑр – технологисем, пӗлӳ илмелли мелсем улшӑнаҫҫӗ. Анчах вӗрентекенӗн пӗлтерӗшӗ кăна улшӑнмасть. Учителӗн чӗрӗ сӑмахне, унӑн ӑс-тăнӗпе чун ӑшшине пӗр лайӑх искусствăлла интеллект та улӑштарма пултараймасть, – тесе палӑртрӗ Марат Ринатович.
Район пуҫлӑхӗ паян çутӗç системинче 317 вӗрентекен ӗҫленине палӑртса иртрӗ. Вӗсенчен 42-шӗ – хисеплӗ наставник, 45 педагог – пӗтӗмӗшле вӗрентӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем, 12-шӗ – Тутарстан Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗсем, 5-шӗ – Раҫҫей Федерацийӗн çутӗç отличникӗсем, 27-шӗ – Тутарстан Республикин çутӗç тата наука отличникӗсем, 108 вӗрентекен «Вӗрентӳри тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» кӑкӑр çине çакмалли паллăна тивӗҫнӗ, 34 педагог «Чӗлхесене, культурӑсемпе йӑла-йӗркесене упраса аталантарнӑшӑн» кӑкӑр çине çакмалли паллăсене тата 5 ҫамрӑк педагог «Çамрӑк вӗрентекен» кӑкӑр çине çакмалли паллăна тивӗҫнӗ.
Районта хӑйсен пурнӑҫне çутӗç ӗçӗ-хӗлне халалланӑ, ӗҫ стажӗ 40 ҫул ытла пулнă вӗрентекенсем пур. Тӗслӗхрен, Шамиль Мубаракзянович Абдрахманов – ӗҫ стажӗ 50 ҫул, Ҫӗнӗ Кахăрлă шкулăн директорӗ, Тутарстан Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ.
Людмила Петровна Сердцева – ӗç стажӗ 49 ҫул! Упи вӑтам шкулӗнче пуҫламӑш классене вӗрентекен, Тутарстан Республикин тава тивӗҫлӗ çутӗç ӗҫченӗ, Тутарстан Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ.
Зоя Николаевна Каража – ӗç стажӗ 46 ҫул! Матак вӑтам шкулӗнче математикăна вӗрентет.
Зинаида Федоровна Иванова – ӗç стажӗ 45 çул! Алешкин-Саплӑк вӑтам шкулӗн пуҫламӑш классен вӗрентекенӗ.
Фарит Фазлетдинович Науметов – ӗҫ стажӗ 45 ҫул! Шланка вӑтам шкулӗнче географи предметне вӗрентет, Раҫҫей Федерацийӗн пӗтӗмӗшле вӗрентӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ.
Вӗрентекенсемпе вӗсен вӗренекенӗсем олимпиадӑсенче ҫӗнтереҫҫӗ, тӗрлӗ ӑслӑлӑх мероприятийӗсене хутшӑнаҫҫӗ. Шкул пӗтерекенсем экзаменсенче çулсерен чи çуллӗ шая кăтартаççӗ, пысăк балсем пухаççӗ. Ҫакӑн пек кашни ҫитӗнӳ хыҫӗнче – педагогӑн пысӑк ӗҫӗ, чӑтӑмлӑхӗ тата вăл кашни ачана шанни тӗп вырăнта тӑрать.
Мероприяти вӑхӑтӗнче çутӗç системинче ӗҫлекенсене патшалӑх наградисем пачӗç. Ҫак кун вӗрентекенсене, ҫавӑн пекех, районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов, унӑн ҫумӗ Айрат Залялов, районти ҫамрӑксен ӗҫӗсен, спорт тата туризм пайӗн начальникӗ Руслан Вильданов, культура пайӗн начальникӗ Зульфат Сагдиев, çутӗç пайӗн начальникӗ Газинур Халиуллов ырă сунăмӗсене сунса, наградăсем пачӗҫ.
Хусан хулинче те Вӗрентекен кунне халалланă нумай мероприяти иртрӗ. Тутарстан Раисӗ Рустам Минниханов хутшӑннипе савӑнӑҫлӑ мероприяти Уникаллă пултарулăх центрӗнче иртрӗ. Тутарстан Раисӗ педагогсене професси уявӗпе саламларӗ, патшалӑх наградисене пачӗ. Наградӑланнисен хушшинче – Алешкин-Саплӑк вӑтам шкулӗн математика учителӗ Фоат Мирзаевич Валеев. Ӑна «Тутарстанӑн тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ» хисеплӗ ят панӑ. Фоат Мирзаевичӑн ӗҫ стажӗ – 48 ҫул! Ăна «Хисеплӗ вӗрентекен» паллӑпа, Тав ҫырӑвӗсемпе тата Хисеп грамотисемпе чысланӑ.
Тутарстанра ҫамрӑк педагогсене учитель профессине йышӑнас енӗпе савӑнӑҫлӑ мероприяти те иртрӗ. Мероприятире ҫамрӑк специалистсем тупа турӗç, опытлӑ вӗрентекенсенчен символла факел йышӑнчӗç, педагогсен анлă ҫулӗ ҫине пӗрремӗш утӑм турӗç. Мероприяти Хусанти Учительсен ҫуртӗнче иртрӗ.
Мероприятире пирӗн муниципаллă районти икӗ ҫамрӑк специалист хутшӑнчӗ: Марс пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулӑн акӑлчан чӗлхи вӗрентекенӗ Лейсан Фаизова тата Кивӗ Çӗпрелӗнчи нумай профильлӗ лицейӗн физкультура вӗрентекенӗ Алина Рахматуллова çутӗç пайӗн ертӳçин вӗрентӳпе методика ӗçӗсем енӗпе ҫумӗпе Ильнур Мавзоловпа пӗрле хутшăнчӗç. 2026-2027 вӗренӳ ҫулӗнче Ҫӗпрел районӗнчи вӗрентӳ учрежденийӗсене 4 ҫамрӑк специалист килнӗ.
Цифра
Тутарстан Республикинче 77 пин ытла педагогика ӗҫченӗ вăй хурать. Вӗсенчен 37 пинтен ытларахăшӗ шкулсенче, 20 пине яхӑнӗ ача сачӗсенче, 8 пинтен ытларахăшӗ хушма пӗлӳ паракан учрежденисенче, 11,9 пинӗшӗ аслӑ тата вӑтам професси пӗлӗвӗ паракан учрежденисенче.
Нет комментариев