Патриотизм темипе
Ҫак кунсенче Ульяновск облаҫӗнчи кӳршӗллӗ Чăнлă районне кӗрекен Чăнлă рабочи поселокӗнчи аслӑ классенче вӗренекенсен ушкӑнӗ 2014 ҫулта пирӗн район центрӗнче уҫӑлнӑ Петр Васильевич Дементьев ячӗллӗ паркра экскурсире пулчӗ.
Вӗренекенсен ҫак ушкӑнне отставкӑри капитан, ҫӳлерех асӑннӑ вӑтам шкулӑн ОБЖ преподавателӗ-организатор Владимир Николаевич Лянкин ертсе пычӗ. Сӑмах май, вӑл пирӗн ентеш, Ҫӗнӗ Йӗлмел ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, унӑн ҫак ӗçри пӗр чарӑнми педагогика стажӗ 50 ҫул ытла. Ҫитес ҫул вӑл 80 ҫул тултарать, анчах, каларӑмӑр ӗнтӗ, вӑл оставкăри офицер пулнӑ май, халӗ те стройра.
Петр Дементьевӑн ҫутӑ биографийӗпе интересленекенсемшӗн, вӑл 1907 ҫулта пирӗн районти Алешкин-Саплык ялӗнче ҫуралнине аса илтерер. Ун çинчен пенсионер, истори учителӗ, çак йӗркесен авторӗ Геннадий Карсаков экскурсантсене кӗскен каласа пачӗ.
Петр Дементьев ӗҫ çулне 17 ҫулта пуҫланă, шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн Чӗмпӗрти (халӗ Ульяновскри) профессипе техника училищинче вӗренет, 1927 ҫулта Мускаври Михаил Ломоносов ячӗллӗ механика институтне вӗренме кӗрет, тепӗр 2 ҫултан Н.Жуковский ячӗллӗ Çар-сывлăш академине вӗренме куçса, ăна 1931 ҫулта вӗҫлет. Пултаруллӑ специалист пулнӑ май, ӑна граждан флочӗн Наукӑпа тӗпчев институтне ӗҫлеме янӑ. 1934 çултан пуçласа 1941 ҫулччен, цех начальникӗнчен тытăнса, 1-мӗш Номерлӗ Патшалӑх авиаци завочӗн тӗп инженерӗ тата директорӗ таран çӗкленет. Петр Васильевича 1941 ҫулта СССР Авиаци промышленноҫӗн халӑх комиссарӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулма палăртнă, 1953 ҫулччен çак должноҫра ӗҫлет. Вӑл вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче самолетсене сериллӗ кӑларассишӗн яваплӑ пулать. 1941 ҫулта авиаци промышленноҫӗн пӗрремӗш ертӳҫисен шутӗнче ҫӗнӗ авиаци техникине йӗркелесе кӑларас енӗпе строительство заданийӗсене пурнӑҫланӑшӑн ӑна Социализмла Ӗҫ Геройӗн ятне панӑ. Вӑл – генерал-полковник, икӗ хутчен Социализмла Ӗҫ Геройӗ. Петр Дементьев 1977 ҫулта вилнӗ, ăна Мускаври Новодевичье масарӗнче пытарнӑ.
Район центрӗнче те Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсем валли ҫӗнӗрен йӗркеленӗ урам унăн ятне çӳретет, ҫавӑн пекех унӑн ятне упраса хӑварас тӗллевпе Алешкин-Саплăк тата Упи ялӗсенче музейсем йӗркеленӗ.
Экскурсантсене Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫулӗсенче тата вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи тапхӑрта, вӑрҫӑ условийӗсенче ҫар техникине туса хунин историне, техника характеристикисене тата усӑ курнин опытне пӗлме интереслӗ пулчӗ.
Ачасене экскурси питӗ килӗшрӗ, вӗсем кашни ҫар техники фонӗнче хаваспах сӑн ӳкерӗнчӗҫ, юнармеецсем асӑннӑ экскурсие йӗркелекенсене чун-чӗререн тав турӗҫ.
Ульяновск облаҫӗнчен килнӗ хӑнасемпе тӗлпулура, экскурси вӑхӑтӗнче тата ӑсатса янӑ чухне, ҫак йӗркесен авторӗсӗр пуҫне, Ҫӗнӗ Йӗлмел вӑтам шкулӗн ОБЖ преподавателӗ-организатор Петр Рафиков тата аслӑ классенче вӗренекенсен ушкӑнӗн ертӳҫин Петр Лянкинӑн пӗртӑванӗн ывӑлӗ Петр Утеев та хастар хутшӑнчӗҫ.
Герой-ентешӗмӗрӗн Петр Дементьев ячӗллӗ ҫар техникин ҫак паркне ҫитсе курни юнармеецсен асӗнче 1941-45 ҫулсенчи Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫулӗсенче фашизма ҫӗнтерме ҫарпа техника базине туса хуракансем патриотизмпа мӑнаҫлӑхӑн ҫутӑ страници пулса юласса шанатӑп.
Нет комментариев