Октябрь уйӑхӗн иккӗмӗш вырсарникунне ял хуҫалӑхӗпе тирпейлекен промышленность ӗҫченӗсен кунӗ пулнă май палăртаççӗ
Çак уяв ял ҫыннисене, хӑйсен пурнӑҫне ялпа ҫыхӑнтарнисене уйрӑмах ҫывӑх.
Çулталӑк тăршшӗпех уй-хирте, фермӑра ӗҫлекен механизаторсем, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетекенсем, дояркӑсем, ял хуҫалӑх ӗҫченӗсем ҫӗршывра пурӑнакансене ҫӑкӑрпа, çителӗклӗ, тулӑх пурнӑҫпа тивӗҫтерес тесе вӑй хураҫҫӗ. Професси уявне кура, районти ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ управленийӗн начальникӗ Талгат Халитов кӑҫалхи ял хуҫалӑх отраслӗн ҫитӗнӗвӗсем ҫинчен каласа пачӗ.
– Ял хуҫалӑх ӗҫченне кашни ҫул хӑйне евӗрлӗ сăнать. Пӗр пек пулнă ҫулсем ҫукпа пӗрех. Кӑҫал ҫумӑр нумай çуни те ҫӗр ӗҫченӗсене иккӗленӳ кăларса тăратрӗ. Ҫапах та ҫӗр ӗҫӗнче технологисемпе усӑ курассине йӗркене хывни, тӑпрана тивӗҫлипе ӗçе кӗртни, удобренисемпе усӑ курни хӑйӗн ҫимӗҫне пачӗ, тыррӑн пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ кӑмӑллӑ пулчӗ, – тет ертӳҫӗ. – Паянхи кун районта пӗрчӗллӗ культурăсене пухса кӗртнӗ. Тырпулӑн пӗтӗмӗшле пуххи 106,8 пин тоннӑна тӳрӗ килет, пӗр гектартан тухнă вӑтам тухӑҫ –39,4 центнер! Кашни гектартан вӑтам тухӑҫ республика кӑтартӑвӗнчен (34 ц/га) пысӑкрах.
Районти агроуправленийӗн ертӳҫи Талгат Халитов пӗлтернӗ тӑрӑх, тухӑҫ енӗпе чи пысӑк кӑтартусене «Цильна» (60,9 ц /га) тата «Çӗпрел Рассвет Агро» (46 ц/га) хресчен-фермер хуҫалӑхӗсем, «Бикчуров Р.А.» (51,5 ц/га), «Низамов А.А.» (51,1 ц/га) хресчен-фермер хуҫалӑхӗсем кӑтартнӑ.
Юлашки вӑхӑтра ҫу паракан культурăсене десикациленӗ, хальхи вăхăтра хӗвелҫаврӑнӑш кульурине пухас ӗҫсем пуҫлтаннӑ. Çак культура районӗпе 12770 гектар лаптăка йышӑнать. Паянхи кун тӗлне хӗвелçаврăнăшăн 1440 гектарне çапса илнӗ, кашни гектартан вӑтамран 25-шер центнер тухăç тухать. «Çӗпрел Рассвет Агро» обществӑра 8794 гектар лаптӑкран 24115 тонна рапс ҫапса илнӗ, пӗр гектартан вӑтам тухӑҫ – 27,4 центнер.
Районти хуҫалӑхсенче, çавăн пекех, соя культурине те вырса çапаççӗ. Çак культурăна районӗпе 2115 гектар лаптӑк ҫинче акнӑ. «Çӗпрел Рассвет Агро» обществӑра – 786 гектартан 2279 тонна соя культурине ҫапса илнӗ, вӑтам тухӑҫ пӗр гектартан 29 центнерпа танлашать, «Агро – Вест» обществӑра 315 тонна соя культурине пухса илнӗ, тухăç пӗр гектартан – 18 центнер.
Хуҫалӑхсенче сахӑр чӗкӗнтӗрне кăларасси малалла пырать. Паянхи куна тӗлне 610 гектар лаптӑк çинчен 36 пин тонна сахӑр чӗкӗнтӗрӗ пухса кӗртнӗ, вӑтам тухӑҫ пӗр гектартан – 597 центнер. Сахӑр завочӗсене 24000 тонна пылак тымар çимӗç ӑсатнӑ. Сахӑр чӗкӗнтӗрӗн пахалӑхӗ лайăх тесе хаклаҫҫӗ.
«Тухăç пӗлтӗрхинчен кая пулмасса кӗтеҫҫӗ», – тет Талгат Халитов.
Техника культурисене пуҫтарнипе пӗрлех, хуҫалӑхсенче кукурузăран силос та хываҫҫӗ. Районӗпе силос валли 1469 гектар кукуруз вырса илӗç. Паянхи кун тӗлне 785 гектар ҫинче ӗҫ çак ӗç пурнăçланнă.
2027 ҫулхи тухӑҫ валли районӗпе 12413 гектар лаптӑк ҫинче кӗрхи культурӑсем акнӑ, ҫав шутра: кӗрхи тулӑ – 7353 гектар, кӗрхи рапс – 5060 гектар. Хальхи вӑхӑтра калчасене сыхласа хӑварас енӗпе мероприятисем иртеҫҫӗ.
Кӑҫал районти хуҫалӑхсенче 36 пин гектара яхӑн лаптăкри тăпрана ӗçе кӗртмелле. Уй-хирте 80 единица тăпрана ӗçе кӗртекен агрегат, 147 ытла плуг ӗҫлет. Кӗрхи суха тăвассине 25 пин гектар ытла лаптӑкра пурнăçланă, ку планăн 69 процентне тӳрӗ килет.
Кӑҫалхи тӑхӑр уйӑхра районта сӗт туса илесси 19 137 тоннӑна ҫитнӗ.
– Кӑтартусен динамики лайӑх тендеци кӑтартать: пӗлтӗрхипе танлаштарсан ӳсӗм хӑвӑртлӑхӗ 102 процента тӳрӗ килет, 2022 ҫулхипе танлаштарсан – 121 процент. «Цильна» обществӑри ӗҫ динамики уйрӑмах тимлӗхе тивӗçлӗ: тӑватӑ ҫул хушшинче хуҫалӑх производство калӑпӑшне 140 процента çитерчӗ. Йышӑнакан мерӑсен вӑрах вӑхӑтлӑх тухӑҫлӑхне отрасльти продуктивлӑх кӑтартӑвӗсемпе те ҫирӗплетеҫҫӗ – вунӑ ҫул хушшинче пӗр ӗнерен сунă сăвăмăн кăтартăвӗ 165 процента ӳсрӗ, тӑхӑр уйӑх пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх 7002 килограма ҫитрӗ, – тет ертӳҫӗ. – Аш туса илессипе те лайӑх динамика палӑрать. Ӳстернӗ аш калӑпӑшӗ 1156 тоннӑпа танлашать, пӗлтӗрхи çак тапхӑрпа танлаштарсан ӳсӗм 113 процентпа тӳрӗ килет. Мӑйракаллӑ шултра выльӑхсене самӑртнин тухӑҫлӑхӗн пӗлтерӗшлӗ кӑтартӑвӗ – талӑкри вӑтам ӳсӗм пулса тăрать, вӑл кӑҫал 950 грама ҫитрӗ.
Районти ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ управленийӗн начальникӗ Талгат Халитов ял хуҫалӑхӗнче хӑйсен ӗҫне йӗркелеме майсем нумай пулни çинчен те пӗлтерет. Кун пирки тӗплӗнрех управление кайса пӗлме пулать.
Нет комментариев