Чӑваш Паснапуç ялӗнче пурӑнакан Александра Степановна Семенова 96 ҫул тултарчӗ.
Александра Степановна – вӑрҫӑ ачи, унӑн хӑйӗн пурнӑҫӗнче хуйхи-суйхине те нумай тӳссе ирттерме тивнӗ. Пӗр ял ҫыннипе Василий Николаевичпа çемье çавăрса, вӗсем 50 ҫул пӗрле пурӑнаççӗ. Иккӗшӗ те ӗмӗр тӑршшӗпех колхозра вӑй хураççӗ: Александра Степановна тӗрлӗ ӗçсем пурнăçлать, Василий Николаевич вара, малта пыракан комбайнер пулать. Ҫемьере ҫичӗ ача, 4 хӗрпе 3 ывӑл, ӳссе çитӗннӗ. Александра Степановнан мӑшӑрӗ 20 ҫул каялла пурнăçран уйрăлса кайнă.
Шӑпа Александра Степановнана чирпе те сăнать, 15 ҫул ӗнтӗ вăл вырăнпах выртать. Паян вăл хӗрӗн Антонинан тата кӗрӗвӗн Николайăн тимлӗхӗнче пурăнать. Тивӗçлӗ канăва тухсан, амӑшӗ патне вӗсем Ульяновск хулинчен куҫса килнӗ.
Александра Степановна калаҫма пултараймасан та, аллисемпе хӑйне мӗн кирлине ăнлантарма пултарать. Ҫакна хӗрӗ те, кӗрӗвӗ те хӑнӑхнӑ ӗнтӗ, пӗр-пӗрне сӑмахсӑрах ӑнланаҫҫӗ. Ялăн аслă çулсенчи çынни йӑх-несӗле тӑсаканӗсемпе те пуян: унӑн 15 мӑнукпа 20 кӗçӗн мӑнук пур, пӗр мӑнукӗ – ятарлӑ ҫар операцийӗнче.
Тыл ӗҫченне ҫуралнӑ кунпа саламлама район пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алексей Ярухин тата Аслă Аксу ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Виктор Митрошкин килнӗччӗ. Хӑнасем Александра Степановнана Раҫҫей Президенчӗн В.В.Путинăн саламлӑ открыткине, чечексем тата парне пачӗҫ, ҫывӑх ҫыннисен тимлӗхне сунчӗҫ.
Нет комментариев