Тӗп хыпар

Улиткăсенчен мӗнле хӑтӑлмалла?

Пӗлни интереслӗ

Улиткăсем пахчара пӗр нимӗн хӑвармасӑр çисе яма  пултараҫҫӗ. Вӗсем хыпса пăхнă çимӗçсем упранмаҫҫӗ, ҫӗреҫҫӗ. Вӗсенчен мӗнле хӑтӑлмалла?

Улитка вара нӳрӗ ҫанталӑка юратать. Кӑнтӑрла кураймӑн вӗсене. Кӑнтӑрла вӗсем пахчари ӳсентӑран тымарӗсенче, йӗпе хӑмасем е чулсем айӗнче, тӗттӗм вырăнсенче пытанаҫҫӗ.

Лавккасенче вӗсене наркӑмӑшлантарма тӗрлӗ хатӗр сутаҫҫӗ. Чи чапли – ҫӗпрепе тата тимӗр фосфачӗпе хатӗрленӗскер. Вӗсем ҫӗпре шӑршине питӗ юратаҫҫӗ. Тимӗр фосфачӗ вара вӗсемшӗн наркӑмӑшлӑ. Çаксенчен тӑпрапа ӳсентӑрана нимӗнле сиен те пулмӗ. Ҫак «илӗртмӗше» ҫиекен пахчаҫимӗҫ йӑранӗсен çумне хумалла. 

Улиткăна тытма эсир хӑвӑр та капкӑн тума пултаратӑр. Кун валли пластик кӗленчесене варринчи темиҫе вырӑна шӑтарса ҫак шӑтӑксем ҫӗрпе пӗр шайра пулччӑр тесе чавса чикмелле. Кӗленче тӗпне вара ҫӗпре шывӗ, квас е сӑра яраҫҫӗ. Улиткăсем шӑтӑкран шӑтӑка анаҫҫӗ, каялла тухма пултараймӗç.

Чӗрӗпсемпе шапасем улиткăсемпе тӑранса пурӑнаççӗ. Сирӗн пахчăрта чӗрӗпсем е шапасем пур пулсан вӗсене ан хӑратӑр, ан хӑвалӑр. Вӗсем пирӗн чи лайӑх пулӑшакансем.

 


Нет комментариев