Тӗп хыпар

Уяв историйӗнчен

Ӗнер. Паян. Ыран

Ял хуҫалӑхӗпе тирпейлекен промышленность ӗҫченӗсен кунне РФ Президенчӗн Указӗпе 1999 ҫулта йӗркеленӗ.

Ял хуҫалӑхӗпе тирпейлекен промышленность ӗҫченӗсен кунӗ – ял хуҫалӑхӗпе тата ял хуҫалӑх продукцине тирпейлекен промышленноҫпа ҫыхӑннӑ ӗҫченсен професси уявӗ. Вӗсен хушшинче – агрономсем, инженерсем, механиксем, водительсем, зоотехниксем, фермерсем, предприятисен ертӳҫисем. 

Уява профильлӗ вӗренӳ заведенийӗсенчен вӗренсе тухакансем, преподавательсем, студентсем те хӑйсен тесе шутлаҫҫӗ. Пирӗн пек – аграри районӗсенче пурӑнакансемшӗн вăл уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ. Пирӗн енче ҫак куна уйрӑмах ӑшшӑн, тӗрлӗ мероприятисемпе, «Тухăç уявӗсене» ирттерсе, паллӑ тӑваҫҫӗ.

Интереслӗ фактсем
Ял хуҫалӑх ӗҫӗ пирӗн эрӑччен 10 пин ҫула яхӑн ӗлӗкрех пуҫланнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Ҫав вӑхӑталлах производство пуҫланнӑ. Куҫса ҫӳрекен йӑхсем пӗр ҫӗре вырнаҫса, хальхи пек каласан, фермер ӗҫӗпе интересленме тытӑннӑ. Пирӗн эрӑччен 7 пин ҫул маларах вара тӗнчери пӗрремӗш шӑвармалли тытӑм туса лартнӑ.

Тӗштырӑ культурисене планетӑн пур континентӗнче те тенӗ пекех акаҫҫӗ. Ял хуҫалӑх культурисене ӳстермешкӗн идеаллӑ условисенче тӗнчери акăнакан уй-хир лаптӑкӗсен 11 проценчӗ кӑна усӑ курăнать. Ыттисем типӗ, питӗ нӳрӗ е деградациленнӗ пулса шутланаҫҫӗ.

Тулӑ 89 ҫӗршывра 2,5 миллиард ҫыншӑн тӗп культура пулса шутланать.
Парижри Пӗтӗм тӗнчери виҫесемпе тарасасен палатинче тухӑҫлӑх эталонӗ пулса хура тӑпра упранать.
Планета ҫинче çӗрулмин 6000 яхӑн сорчӗ шутланать. Ҫитӗнтерекен сортсен шучӗпе Китай, АПШ, Иран, Турци тата Раҫҫей малта пыраҫҫӗ.

Франци агрономӗ Антуан Пармантье ҫӗрулми ӳстерессине хӑйӗн ентешӗсем хушшинче пропагандӑланӑ. Ҫак тӗллевпе вӑл кӑнтӑрла хӑйӗн ҫӗрӗсем тавра хӗҫ-пӑшаллӑ хурал йӗркелет. Ҫӗрле вара хуралҫӑсем ҫынсем ҫӗрулмине вӑрлама пултарччӑр тесе хӑйсен вырӑнӗсенчен пăрахса каяҫҫӗ.

Планетӑн пӗтӗм типӗ ҫӗрсен 39-50% ял хуҫалӑх кирлӗлӗхӗшӗн усӑ курăнать.


Нет комментариев