Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Тӑван енрен, чун ӑшшине хушса...

Ятарлӑ ҫар операцийӗнче хутшӑнакан ҫар служащийӗсем валли районтан гуманитари пулӑшӑвӗ тӑххӑрмӗш хут кайрӗ

Ҫак кунсенче пирӗн районтан темиҫе пысӑк  груз турттаракан автомашина черетлӗ, яваплă ҫул ҫине тухрӗ.  Тăван енрен, чун ăшшине хушса ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан ҫар ҫыннисем валли гуманитари пулӑшуне районӗпе тӑххӑрмӗш хут пухнӑ.

Çак пулăшăва пӗр уйăх хушшинче тенӗ пек «Созидание» ҫамрӑксен клубӗнче вырнаҫнӑ волонтерсен штабӗнче пухрӗç. Районти организацисем, предприятисем, хуҫалӑх ӗҫченӗсем, уйрӑм предпринимательсем, районта пурӑнакансем, шкулсем, кӑмӑл тӑвакансем пурте гуманитари пулӑшуне хутшăнчӗç.

Гуманитари пулӑшуне ăсатнă çӗрте район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров хӑй хутшӑнать.

Ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫланнӑранпа районтан пурӗ 70 хут тӗрлӗ калӑпӑшлӑ гуманитари пулӑшӑвӗ янӑ, 47 миллион тенке яхӑн тӗрлӗ япала, урӑхла каласан 140 тонна груз пуҫтарнӑ. Кайранхинче вара 29 тонна груз янӑ, 4 млн. тенкӗ укçа пуҫтарнӑ.

– Пирӗн ачасене пулӑшма районта пурӑнакансем пурте хутшăнаççӗ. Район ҫыннисене пысӑк тав. Çар ҫыннисем патне çак пулӑшупа пӗрле тӑван енрен кӑмӑл-туйӑмӗ, савӑнӑҫӗ, саламӗ ҫиттӗр. Пурте пӗрле пулсан кăна – эпир вӑйлӑ, – тет район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров.

Кунсӑр пуҫне, гуманитари пулӑшӑвне Луганск Халӑх Республикинчи Рубежное хулинче  пурӑнакансене те панӑ. Кунта хресчен-фермер хуҫалӑхӗн пуҫлӑхӗн Равиль Бикчуровăн пайӗ пысӑк. Равиль Адиевич волонтерсен командинче гуманитари грузне ертсе пынӑ çӗрте те хутшăннă. 

Ку хутӗнче те тӑван енрен янӑ саламсемпе кучченӗҫсем миршӗн кӗрешекен хамӑр ентешсем патне ҫитессе, вӗсене вӑй-халпа чун-чӗре ӑшшине парасса шанатпӑр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев