Район хаçатне йӳнӗрех хакпа çырăнтару тапхăрӗ пырать
Хисеплӗ вулаканăмăрсем! 2027 çулхи пӗрремӗш çур çулшăн ҫырӑнтару кампанийӗ малалла пырать.
Эппин, район хыпарӗсене ҫывӑха хурса йышӑнма, «Туган як» тата «Тăван ен» хаçатсене ҫырӑнма вӑхӑт ҫитрӗ. Пирӗн хаҫат урлă эсир район пурнӑҫӗнчи пӗлтерӗшлӗ пулӑмсене пӗлсе тӑма, район ҫыннисен ҫитӗнӗвӗсемпе, ӗҫӗпе, ҫемйипе тата кулленхи тӑрӑшулӑхӗпе паллашма пултаратӑр.
Паллах, эпир кӑткӑс, цифровизаци тапхӑрӗнче пурӑнатпӑр. Пурне те интернет анлӑшӗнче хӑвӑрт тупма пулать пек, анчах та хаҫатӑн хӑйӗн вулаканӗ пур-ха, вӗсем вырӑнти пичет изданине кӗтеҫҫӗ.
Эпир, редакци ӗҫченӗсем, нумай ҫул хушши хаҫатпа пӗрле пулнӑ вулаканăмăрсене вӗҫӗмсӗр тав тӑватпӑр, малашне те пирӗн хушшăмăрсем ан татӑлтӑрччӗ тетпӗр. Организацисен, предприятисен ӗҫ коллективӗсем хушшинче те район хаҫатне чи малтанхисем пулса çырăннисене те тав тӑватпӑр.
Хаҫат хăйӗн вулаканӗсем пулсан ҫеҫ пурӑнать, çакна та манар мар! Ҫӗпрел районӗнче 95 ҫул хушши пичетленсе тухса пынă «Туган як» тата «Тăван ен» хаҫатсем малалла та пурӑнччăр тесен, эпир пӗрле пулни кирлӗ.
Паянхи кун çакăн валли условисем те туса параҫҫӗ. Октябрӗн 6-мӗшӗнчен хаҫатсене йӳнӗрех хакпа ҫырӑнмалли декада пуҫланчӗ. Вӑл октябрӗн 16-мӗшӗччен пырӗ. Ҫак тапхӑрта «Тăван ен» хаҫата 1211 тенкӗ те 34 пус па çырăнма пулать. Хаксем кунран-кун ӳснине шута илсен, ҫак суммӑпа пирӗн хаҫат сирӗн пата 2027 ҫулӑн пӗрремӗш ҫур ҫулӗнче кашни эрнере килсе тăрӗ.
Хаҫат – çӗнӗ хыпарсем пӗлтернисӗр пуҫне, чӗлхесене упрассинче те пысӑк вырӑн йышӑнать. Ҫавӑнпа та тӑван енре «Тăван ен» хаҫатăмăра вуланӑ май, эпир хамӑрӑн наци культурине пулас ӑрусене мӑнаҫланса парса пырăпӑр! Мӗншӗн тесен эпир – пӗрле пулнă чухне ҫеҫ вӑйлӑ, хамӑр историе хисеплесен çеç пирӗн пуласлӑх ҫутӑ пулӗ.
Почтальонсем Нина Шарафутдиновапа (варринче) Наталия Кузнецова хаҫат вулакан Тальгат Айзятовпа пӗрле. Нина Шарафутдинова почта ӗçӗнче 1999 ҫултанпа ӗҫлет, Наталия Кузнецова – 2018 ҫултанпа, «Туган як» тата «Тăван ен» хаçатсене, ҫавӑн пекех, ытти пичет кӑларӑмӗсене Кивӗ Ҫӗпрел, Хăймалу тата Кивӗ Йӗлмел ялӗсенче пурӑнакансене валеҫеҫҫӗ.
Нет комментариев