Тутарстанра санитарипе экологин икӗ уйӑхлăхӗ пуçланчӗ
Тирпейлӗх, тасалӑх — хамăршăн
Мероприяти апрелӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа майӑн 31-мӗшӗччен тӑсӑлать.
Ҫӗпрел районӗнче икӗ уйӑхлăха йӗркелесе ирттермелли ӗҫ планне ҫирӗплетрӗç. Сӑмах район центрӗнче, ял тăрăхӗсенче субботниксем ирттересси, йӑлари каяшсене кирек ăçта çитнӗ унта тӑкма юраманни, полигонсене тирпейлӗ тытасси, ҫутҫанталӑка сыхласси, ҫыран хӗррисене, парксене, ача-пӑча площадкисене хӑтлӑх кӗртесси, халӑх çӳрекен массӑллӑ вырӑнсемпе канмалли вырӑнсене йӗркене кӗртесси ҫинчен пырать.
Хӑйсен ҫурчӗ таврашӗнчи территорие йӗркеллӗ тытса тӑрасси — кашни кил хуҫин тивӗҫӗ.
Икӗ уйăхлăх шайӗнче Тутарстан Республикин экологипе ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен министерстви «ЭКО Çуркунне — 2025» акци-конкурс йӗркеленет. Хутшӑнакансене тӗрлӗ номинацире ҫӗнтерме май параҫҫӗ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, республикӑри чи лайӑх экоҫемьене, экопредприятие, ача садне, шкула тата килкартине суйласа илӗç.
Кунсӑр пуҫне, санитарин икӗ уйăхлăхӗ вăхăтӗнче район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров Çӗпрел ҫыннисене социаллӑ сетьсем урлӑ творчество енчен хутшӑнма чӗнсе каларӗ:
— Субботниксем ирттересси — хамăрăн Кӗçӗн тӑван ҫӗршывшӑн тӑрӑшнине палӑртасси вăл.
Района тасатас енӗпе пуçарăва Малтисен юхăмӗн активисчӗсем ырларӗç. Ҫамрӑксем урамсенче ҫӳп-ҫапа хӑварма юраманни тата тасалӑха сыхламалли çинчен видеосăнавсем ирттерчӗҫ.
Çак проекта кашниех хутшӑнма пултарать. Ҫакӑншӑн фото, видео, постсем е ӳкерчӗксем пулӑшнипе экологи сыхăлăхӗ мӗнле пӗлтерӗшлӗ пулнине аса илтермелле.
Ӗҫсене вара #Дрожжановский район хэштегӗпе социаллӑ сетьсенче вырнаҫтарма пулать.
Чи оригиналлӑ тесе палăртнă ӗҫсен авторӗсене районти Сабантуйра парнелӗҫ.
Типейлӗх, тасалăх — хамăршăн. Варалар мар, ҫӳп-ҫапа пуҫтарар, хисеплӗ район çыннисем!
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев