Техника уй-хире тухма хатӗр
Ҫуркунне уй-хир ӗҫӗсем пуҫланас умӗн хуҫалӑхсенче çак кампание хатӗррине тишкерчӗҫ
Агропромышленность обществисенче ҫулсеренех техникӑна ҫурхи уй-хир ӗҫӗсене хатӗрлес енӗпе конкурс ирттереççӗ.
Ҫак конкурс шайӗнче районта ТР Ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ министрӗн ҫумӗ Рустам Гайнуллов, ТР Ял хуҫалӑхӗпе апат-çимӗç министерствин инженерипе техника пайӗн ертсе пыракан специалисчӗ Амир Шакиров, районти ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ управленийӗн начальникӗ Талгат Халитов тата специалистсене пӗрлештерекен комисси ӗҫлерӗ. Итогсене кăтартакан канашлура район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров тата унăн çумӗ Алексей Ярухин хутшӑнчӗ.
Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче техника, удобрени, вӑрлӑх, механизаторсен хатӗрлӗхӗ, ака лаптӑкӗсен структури çине тимлӗх пачӗç. Комисси тракторсене механизаторсемпе тивӗҫтересси ҫине уйрӑмах тимлӗх уйăрчӗ.
Результатсем
«Ҫӗпрел Рассвет Агро» тата «Цильна» обществӑсем пысăк шайра пулнине кӑтартса пачӗç. Пӗтӗм техникӑна хатӗррисен ретне лартнă, вӗсене икӗ сменӑллӑ ӗҫ валли механизаторсемпе тивӗçтернӗ.
Палӑртса хӑвармалла, ҫак хуҫалӑхсенче хăйçӳрен машинăсене пурне те пушар сӳнтермелли хатӗрсемпе, аптечкӑсемпе, аварире чарӑнмалли паллӑсемпе тата кустăрма айне хумалли тӗревсемпе тивӗçтернӗ. Хăйçӳрен машинăсене çӳретме тивӗҫлӗ категорири квалификациллӗ механизаторсене лартнӑ.
Комисси членӗсем техникӑна вӑхӑтра тата пахалӑхлӑ хатӗрленӗшӗн инженерсен составӗпе механизаторсене тав турӗҫ, хӑрушсӑрлӑх правилисене пурне те оптималлӑ срокра вӗҫлеме сунчӗҫ.
«Амосов А.Н.» хресчен-фермер хуҫалӑхне тата «АгроТрансПорт» общество та çуракине хатӗр пулнине лайӑх тесе йышӑннӑ.
– Техника хатӗр пулни тата сирӗн лайӑх ӗҫӗр – ҫуракине ӑнӑҫлӑн ирттернин тата пысӑк тухӑҫлӑ тырпул илессин никӗсӗ, – палӑртрӗ Рустам Гайнуллов. – Ӗҫленӗ чухне калăпăша кăна мар, хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвӗсем ҫинчен те манма юрамасть. Ӗҫ нормисене лайӑх тытса пымалла, ӗҫленӗ чухне травма илес мар тесен тимлӗ пулмалла.
Пӗтӗмӗшле илсен, комисси районти аграрисене ҫураки уй-хир ӗҫӗсене ирттерме хатӗррине палӑртрӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев