«ТАТМЕДИА» обществăра чи лайӑх почтальонсене наградӑларӗç
«Чи лайӑххисем» хушшинче Ҫӗпрел районӗнчен Галина Варзоровапа Рамиля Асадуллина та пурччӗ
Республикӑри медиахолдинга парнесем памалли мероприятие республикӑн пур кӗтесӗнчен те хӑйсен хулисемпе районӗсенче лайӑх кăтартусем тунă почтальонсем килнӗччӗ.
«ТАТМЕДИА» акционерсен обществи, яланхи пекех, кӑҫалхи пӗрремӗш ҫур ҫулшăн хаçат-журнал çырăнтарас енӗпе конкурс йӗркеленӗччӗ. Конкурса çак кунсенче пӗтӗмлетӳ турӗç, пӗрремӗш çур çулăн пӗтӗмлетӗвӗсем тăрăх тчи лайăх почтальонсене тата почта уйрӑмӗсене палӑртрӗç.
Почтальонсене «ТАТМЕДИА» республикăн пичет тата массӑллӑ коммуникацисем енӗпе ӗҫлекен агентствин ертӳҫи Айдар Салимгараев саламласа, пӗрле ӗҫленӗшӗн тав турӗ.
«ТАТМЕДИА» АО генеральнӑй директорӗ Шамиль Садыков, «Эпир почтальонсемпе „пӗр кимӗ ҫинче ишетпӗр“ тата пӗрле килӗштерсе ӗҫлени — хаҫат-журналсене çырăнтарнин кăтартăвӗ», тесе палӑртса иртрӗ.
Парнелемелли мероприятие «Тутарстан почти» ертӳҫин ҫумӗ Алексей Костин та хутшӑнчӗ. Вӑл вара, редакцин ертӳҫисене «партнерсем» терӗ.
Галина Варзоровапа Рамиля Асадуллинана парнесене Шамиль Садыков пачӗ.
Икӗ почтальонӑн та ӗҫ стажӗсем икӗ теҫетке ҫула яхӑн. Галина Николаевна — Аслӑ Аксури, Рамиля Хамзовна — Кивӗ
Кахăрлă почта ҫыхӑнӑвӗн уйрӑмӗсенче вăй хураççӗ.
— «ТАТМЕДИА» акционерсен общество пирӗн ӗҫӗмӗре палăртнăшăн питӗ савӑнатпӑр. Парне илме кӑмӑллӑ, — терӗҫ вӗсем.
— Эпир ялта ҫуралса ӳснӗ, ҫавӑнпа та çак ӗçӗмӗр ҫывӑх, ҫыннисем те — тӑвансем пекех. Ялта вулакансем пур-ха, çавăнпа савăнатпăр, районти тата республикӑри ҫӗнӗ хыпарсене, пенсисемпе ҫырусене, унчченхи пекех, кӗтсех тăраççӗ. Ӗҫӗмӗрӗн результачӗ пулсан, ӗҫлеме те кӑмӑллӑ, — теççӗ почтальонсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев