Талантлă ачасем — ҫӗршывӑн пуласлӑхӗ
Талантлă ачасем ноутбуксем, йӗлтӗрсем, музыка инструменчӗсем илчӗç Ырă чӗре
«Ялăн пултаруллӑ ачисем» ыр кăмăллăх акцине Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин депутачӗ Айрат Фаррахов ырланипе тата Хусанпа Мускав предпринимателӗсен пулӑшăвӗпе пурнăçланать.
Сахал тупӑшлӑ, пулăшу кирлӗ пулнă ҫемьесенче воспитани илекен пултаруллă вӗренекенсем — наукӑра, творчествăра, спортра тата ытти сферӑсенче, муниципаллă, республика, Пӗтӗм Раҫҫей тата халăхсен хушшинчи мероприятисенче ăнăçусем тунӑ ачасем, вӗсемпе ӗҫлекен педагогсемпе тренерсем районти Культура çуртӗнче пухӑннӑччӗ. Унта вӗсем РФ Патшалӑх Думин Депутачӗпе Айрат Фарраховпа тӗл пулчӗç тата хăйсен пултарулăхӗсене пула парнеленчӗç.
Айрат Фаррахов:
— Паян кунта чи ак-тивлӑ ачасем хутшӑнаҫҫӗ: пултаруллӑ, лидер пахалӑхлă, хăйсен тӗллевӗсене çӗнсе илекенсем тата ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума хатӗр пулнисем. Малашне те ҫавӑн пек пулса юлăр, ӑнӑҫулӑх пултӑр сире, — тесе саламларӗ вӑл вӗсене.
Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров Ҫӗпрел районӗнче талантлӑ ачасем нумаййине палӑртрӗ.
— Кашни ача — талантлӑ ҫын. Вӗсене курма, аталантарма пӗлекен вӗрентекенсене тав тăватăп. Тӑрӑшӑр, хӑюллӑ пулӑр, эсир — районӑмăрăн, ҫӗршывӑмăрăн пуласлӑхӗ, — терӗ вӑл.
Пулӑшу фончӗн ертӳҫи Лейла Абдрахманова ҫак проект — пурлӑх пулӑшӑвӗ кӑна мар, талантлӑ ачасемшӗн пӗр тан майсем йӗркелес енӗпе пысӑк мера пулнине палӑртрӗ.
— Тунӑ ҫитӗнӳсем ҫинче ан чарӑнӑр! Хăвӑрӑн ăнăçăвăрсемпе тата ҫитӗнӗвӗрсемпе ҫӗршывăмăра тата ытларах мухтавлӑр. Асаттесемпе аттесенчен юлнă еткерлӗхе тата та ӳстерӗр. Пӗрле чухне эпир пултаратпӑр! — терӗ вӑл.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев