Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Пенсионерсем компьютерпа ӗçлес енӗпе ăсталăхӗсене палăртрӗç

Конкурс

1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрел вӑтам шкул базинче аслă, вӑтам тата кӗҫӗн ҫулсенчи граждансем хушшинче «Ăрусен çыхăнăвӗ» компьютер ӑмӑртӑвӗсем енӗпе IT — олимпиадин «Виççӗмӗш ăру» муниципаллă тапхӑрӗ иртрӗ. 

Ҫак ӑмӑртусене ҫулсерен ирттереҫҫӗ, муниципаллă тапхӑрӗн ҫӗнтерӳҫисем республикӑра пирӗн район чысне хӳтӗлеççӗ.

Мероприятие информаци технологийӗсен енӗпе аслă ҫулсенчи граждансен пӗлӗвӗсен шайне ӳстерме, компьютер ăсталăхне аталантарма палӑртнӑ. 

Раҫҫей Пенсионерӗсен союзӗн Тутарстан Республикинчи регионти уйрӑмӗ 2006 ҫултан пуҫласа аслă çулсенчисен тӗлӗшпе «Активлӑ вӑрӑм ӗмӗр» политикӑна пурнӑҫлать. Ҫак йӗркепе районта кашни ҫулах «Виҫҫӗмӗш ăру университечӗ» коммерциллӗ мар çутӗç учрежденийӗнче аслă çулсенчи граждансене уйрăмах кирлӗ ятарлă компьютер программисене алла илес енӗпе вӗрентӳ йӗркеленет. 

Кӑҫал та чемпионата хутшӑнакансене районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫин социаллӑ ыйтусем енӗпе ҫумӗ Айрат Залялов тата Раҫҫей Пенсионерӗсен союзӗн вырӑнти уйрӑмӗн ертӳçи Дилюза Азизова саламларӗҫ. 

Олимпиада вӑхӑтӗнче хутшӑнакансем компьютер пӗлӗвӗ енӗпе тӗрлӗ заданисене пурнӑҫларӗç. Палăртнă пӗр вӑхӑт хушшинче вӗсем тест заданийӗсене хуравларӗç, заданисен практикӑлла пайне пурнӑҫларӗç. 

Пӗтӗмлетӳ тăрăх, ытларах балл пухнӑ Равия Валиева, Геннадий Карсаков тата Зоя Кузнецова Дипломсене тивӗçлӗ пулчӗç.

Вӗсене тата чемпионатра хутшӑнакансене пурне те компьютер ӑмӑртӑвӗсем енӗпе «Виççӗмӗш ăру» IT — Олимпиадине хутшӑнакансен сертификачӗсене тата асăнмалăх парнесем пачӗҫ. 

Валиевсен команди: Равия Валиева тата унӑн мӑнукӗсем Раильпе Илина Сармановсем чи лайӑххисем пулса палăрчӗç.

Вӗсем апрелӗн иккӗмӗш ҫурринче Хусан хулинче иртекен «Ăрусен ҫыхӑнӑвӗ» компьютер ӑмӑртӑвӗсем енӗпе «Виççӗмӗш ăру» республикӑри IT — Олимпиадӑн иккӗмӗш этапӗнче район чысне хӳтӗлӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев